Шупашкар телецентрӗ

Шупашкар телерадиоцентрӗ (Шупашкар телецентрӗ) — Чӑваш Республикин РТРС радиотелецентрӗ шутне кӗрекен Шупашкарти станци тата теле-, радио- хумсемпе тивӗҫтерекен центр.

Шупашкарта Юрий Тинюков урамӗ, 1 ҫурт адреспа вырнаҫнӑ[1].

Историйӗ

Шупашкар телекурав центрне 1950-мӗш ҫулсенче тума пуҫланӑ. Малтанах кунта ахаль радиомачта кӑна пулнӑ. Хальхи 196 метр ҫӳллӗш телебашньӑна 1972 ҫул пуҫламӑшӗнче хута янӑ[2], ӑна ҫулталӑк хушшинче хӑпартнӑ: 1969 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тума пуҫланӑ, 1970 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче юлашки ӗҫсене тунӑ, 1972 ҫулта пӗтӗмӗшле ӗҫсене пӗтернӗ. Ун чухнех «Якорь», «Зона» ҫӗнӗ ТВ-передатчиксем вырнаҫтарнӑ[3].

Башньӑна «Волгастальконтрукции» трест ӗҫченӗсем хӑпартнӑ[4].

1994 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Радиотелецентрӗ «Чӑваш Республикин радиопа тата телекуравпа тивӗҫтерекен центр» патшалӑх предприятийӗ пулса тӑнӑ.

2001 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн ҫурлан 13-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи Распоряженийӗпе килӗшӳллӗн Радиотелецентр РТРС филиалӗ пулса тӑнӑ.

2013 ҫулта цифра телевиденийӗн пӗрремӗш мультиплексне кӗрекен 10 канала тӗрӗслев шайӗнче кӑтартма пуҫланӑ. 2015 ҫулта — иккӗмӗш мультиплексри каналсене.

Каналсем

Шупашкарти телерадиоцентр ҫакӑн пек каналсемпе тивӗҫтерет[5]:

Кӑсӑклӑ фактсем

  • Телебашня хулари чи ҫӳллӗ ҫурт-йӗр шутланать. Унӑн ҫӳллӗшӗ 196 метр. Апла пулин те вӑл республикӑри чи ҫӳллӗ башнья мар, чи ҫӳлли — Ҫӗрпӳри телебашня, унӑн ҫӳллӗшӗ 300 метр ытла.
  • Телебашньӑн 50 метр ҫывӑхӗнчи лаптӑк хӗлле хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать: ҫӳлтен пӗр катӑкӗсем персе анма пултараҫҫӗ[2].
  • Телебашньӑна хӑпартнӑ чухне хӑйсен асӑрханманлӑхне пула икӗ хутчен монтажниксем персе аннӑ[6].

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каҫӑсем

Категорисем