Çӳçсем (фильм)

«Çӳçсем» (акăл. Hair) — «Çӳçсем» мюзиклăн киноверсийĕ. Ачасене ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пăхма сĕннĕ.

Сюжет

60-мĕш çулсен вĕçĕнче, хиппи юхăмĕн хĕрӳ тапхăрĕнче, çамрăк аскăнчаксен пĕр компанине — «чечек-ачасен» — провинцирен килнĕ каччă Клод лекет. Компани Водолей эра уявне ирттерет.

Çĕнĕ Йоркра, çакăнти ĕçсене фильмра кăтартнă, вăл пуян хĕре Шэйлăна савса пăрахать. Хĕрĕн пуçне çавăрма унăн пĕр каç кăна. Çкк ĕçре ăна хиппи компанийĕ — Бергер, Джинни, Вуф тата Хад — пулăшма пикенет, Клод çав хуушăрах гашиша, марихуанăна, ЛСД-на тутанса пăхать.

Хиппи хавассăн йăпанса пурăннă самантра американсен тепĕр çамрăккисене Вьетнамри вăрçă вут-кăварĕ хĕртет. Клода Вьетнамра вăрçма çар хĕçметне илсе каяççĕ, тусĕсем ăна курма çар базине çитеççĕ...

Рольсенче

Парнесемпе палăртусем

1979 çулта Милош Форман «Давид» парнене «Ютçĕр режиссёрĕн чи паха ĕçĕ» категоринче, Галт МакДермонт «Чи паха саундтрек» категоринче тивĕçет. 1980 çулта Милош Формана «Сезар» кинопарнене туянма «Чи паха ютçĕр фильмĕ» палăртăва тăратнă, çаплах фильм «Ылтăн глобус» кинопарнере «Чи паха илемлĕ фильм (камит е мюзикл)» тата «Актёр — çулталăкри уçăм» (Трит Уильямс) категорисенче палăртнă.

Мюзикăлпа фильм хушшинчи уйрăмлăхсем

Оригиналĕнче Шейла Клода мар, Бергера юратса пăрахать. Мюзикл финалĕнче Бергер мар, Клод вилет.

Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.