Абаев Ахсарбек Магометович
| Абаев Ахсарбек Магометович | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1923 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1982 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ (58 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни |
|
| Ҫар тӗсӗ | Пехота |
| Звани | гварди сержанчĕ |
| Часть | Çурçĕр-Кавказ фрончĕн 56- мĕш çарĕн 2-мĕш гварди перевçĕсен дивизин 6-мĕш гварди перевçĕсен полкĕ |
| Командӑланӑ | отделени |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Абаев Ахсарбек Магометович (1923 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ, Дигора[d], Горская автономная советская социалистическая республика[d] — 1982 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ, Дигора[d], Ҫурҫӗр Осети АССР[d]) — отделени командирӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Сӑрт АССРӗнчи Христиановское салинче (халӗ Ҫурҫӗр Осетири Дигора хула) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Осетин. Дигорӑри 2-мӗш вӑтам шкулта ҫичӗ класс пӗтернӗ. «Партизан» колхозра ӗҫленӗ.
1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Ҫурҫӗр Кавказ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Кавказшӑн пынӑ ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна «Ҫарти тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тата «Кавказа хӳтӗленӗшӗн» медальсемпе чысланӑ, гварди сержанчӗ звани панӑ.
1943 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче Керчь-Эльтиген десант операцинче подразделенире пӗрремӗшсен шутӗнче Керчь ҫурутравӗ ҫине аннӑ. 63,0 ҫӳллӗшне илессишӗн пынӑ ҫапӑҫура десантниксене тӑшман пулемётсенчен татти-сыпписӗр персе мала кайма чарнӑ. Абаев гварди сержанчӗ тӑшман тылне упаленсе кайса пулемётчиксене тӗп тунӑ, вара трофей пулемётӗнчен тӑшмана хӑйне пеме тытӑннӑ, тӑшман аптраса кайнӑ, ҫакӑ совет салтакӗсене ҫӳллӗше туртса илме пулӑшнӑ.
1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 6-мӗш гварди стрелоксен полкӗн отделени командирӗ Абаев Маяк таврашӗнчи (халӗ Керчь хулине кӗрет) плацдарма сарас тӗлӗшпе ирттернӗ ҫапӑҫура чакакан тӑшман тылне кайса пулемётпа вӗсене чакма чарнӑ. Хӑй тӑшманӑн 7 салтакне тӗп тунӑ та 2-шне тыткӑна илнӗ. 175,0 ҫӳллӗшне тытса тӑрассишӗн пынӑ ҫапӑҫура нимӗҫсен вӑйлӑрах вӑйӗсен контратакине ӑнӑҫлӑ сирсе янӑ. Йывӑр самантра боецсене алӑ вӗҫҫӗн ҫапӑҫма атакӑна ҫӗкленӗ те тӑшмана каялла ывӑтнӑ. Икӗ кун хушшинче 175,0 ҫӳллӗшӗшӗн пынӑ ҫапӑҫура Абаев гварди сержанчӗ тӑшманӑн 32 салтакне, ҫав шутра 9-шне ал вӗҫҫӗн тытӑҫса тӗп тунӑ[1].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, Керчь тинӗс пырӗ урлӑ каҫнӑ, плацдарма ярса илсе тата ӑна тытса тӑнӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Ахсарбек Магометович Абаев гварди сержантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 4934) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[2].
1945 ҫулта А. М. Абаев демобилизациленнӗ. 1947 ҫулта Орджоникидзе чукун ҫул техникумӗнче вӗренсе тухнӑ. Дигора хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. КПСС пайташӗ (1970). 1982 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вилнӗ[2].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (16.05.1944);
- Ленин орденӗ (16.05.1944);
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (16.05.1944);
- «Ҫарти тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль;
- «Кавказа хӳтӗленӗшӗн» медаль;
- ытти медальсем.
Астӑвӑм
- Ҫурҫӗр Осети — Алани Республикин Дигора хулинче Паттӑр бюстне вырнаҫтарнӑ;
- Паттӑр ячӗпе хулари 3-мӗш номерлӗ вӑтам шкул хисепленет;
- шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ;
- А. М. Абаев пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ;
- Дигора хулин урамӗсенчен пӗрне Паттӑр ятне панӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Абаев Ахсарбек Магометович (выр.). spbdn.kmormp.gov.spb.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Абаев Ахсарбек Магометович. www.warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
Вуламалли
- Аба́ев Ахсарбек Магометович // Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — С. 15. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Шёл парнишке в ту пору…: герои-комсомольцы в боях за Советскую Украину в годы Великой Отечественной войны 1941–1945 гг. / авт.-сост. В. Н. Немятый и др. — К.: Молодь, 1985. — С. 3. — 367 с.
Каçăсем
Абаев Ахсарбек Магометович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- А. М. Абаев на сайте «Информагентство „ОСинформ“».
- Раштавӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1923 ҫулта ҫуралнисем
- СССР-та ҫуралнисем
- Ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче вилнисем
- 1982 ҫулта вилнисем
- СССР-та вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн кавалерӗсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе чысланисем
- «Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- Ҫынсем, алфавитпа
