Аверьянов Иван Ильич
| Аверьянов Иван Ильич | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1921 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн |
|
| Вилнӗ вӑхӑт | 1976 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ (55 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | Пехота |
| Звани | |
| Часть | Вӑта фронтӑн 60-мӗш ҫарӗн 280-мӗш стрелоксен дивизин 1035-мӗш стрелоксен полкӗн стрелоксен взвочӗн командирӗ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Аверьянов Иван Ильич (1921 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ, Болховский уезд[d], Орёл кӗпӗрни[d] — 1976 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ, Орехово-Зуево, Мускав облаҫӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Вӑта фронтӑн 60-мӗш ҫарӗн 280-мӗш стрелоксен дивизин 1035-мӗш стрелоксен полкӗн стрелоксен взвочӗн командирӗ, кӗҫӗн лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1921 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Попелёвка ялӗнче (халӗ Болхов районӗнчи Спешнево) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1936 ҫулта 7 класс пӗтернӗ, 1940 ҫулта — Мускаври аэроклуб. Хӗрлӗ Ҫарта 1941 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн — кӗҫӗн лейтенант запасра, Мускав облаҫӗнчи Орехово-Зуево хулинче пурӑннӑ, ӗҫленӗ.
Паттӑрлӑх
1943 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче Иван Аверьянов старшина взвод пуҫӗнче батальонра чи малтисенчен пӗри Киевран ҫурҫӗререх Днепр шывӗ урлӑ каҫнӑ. Тӑшмана ҫыран хӗрринчи окопсенчен ҫапса кӑларсан, Аверьянов старшина взвочӗ плацдарма ярса илнӗ. Плацдарма анлӑлатас ҫапӑҫура Аверьянова амантнӑ, анчах ҫапӑҫу хирӗнчен пӑрахса кайман.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (17.10.1943, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 1261);
- Ленин орденӗ (17.10.1943);
- медальсем.
Астӑвӑм
- Орёл облаҫӗнчи Болховӑра асӑну палли вырнаҫтарнӑ.
- Однолуки ялӗнчи шкула И. И. Аверьянов ятне панӑ.