Адольф Адан

Адольф Шарль Адан (Адам) (фр. Adolphe Charles Adam, 24 утă 1803, Париж, Франци - 3 мая 1856, Париж, Франци) — кĕвĕ хайлавçи, операсемпе балетсен çыравçи. Кĕвĕ хайлавçин, пианистпа кĕвĕ вĕрентекенĕн Луи Аданăн ывăлĕ. 1844- мĕш çултан Франци Институчĕн пайташĕ.

Кун-çулĕ

Çамрăкла Адан кĕвĕ хайлавçи пулма шутламан, вăл ăсчаха тухма ĕмĕтленнĕ.

Парижри Патшалăх кĕвĕ тата декламаци консерваторинче Рейх тата Франсуа Буальдьё вĕрентекенсен орган пултарулăх лаççинче вĕреннĕ. Çамрăк кĕвĕ ăстин ăнăçĕвĕсем çавтериех пĕлтерĕшлĕ пулнипе 1825 -мĕш çулта вăл Рим парнине илме тивĕçет.

1830-мĕш çулсенче Сăваплă Петĕрхулинче ĕçлет.

1848-мĕш çултан хăй вĕреннĕ консерваторинче композици вĕрентекенĕ пулса ĕçлет.

Пурнăçĕ çинчен кăсăклă асаилӳсем çырса хăварнă.

Ĕçĕсем

Вуламалли

  • Адан // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.