Азаров Семён Иванович
Азаров Семён Иванович (1909 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ [31-мӗшӗ], Вилейка[d], Могилёвская область[d] — 1942 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ, Лоухский район[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Карели фрончӗн 14-мӗш ҫарӗн 186-мӗш стрелоксен дивизийӗн 290-мӗш стрелоксен полкӗн командирӗ, аслӑ лейтенант, кĕçĕн полковник, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (22.02.1943)[1], [2], [3]. Указ дати - 22.02.1943[4].
Биографи
Могилёв кӗпернинчи Вилейка ялӗнче (халӗ Чаус районӗ, Могилёв облаҫӗ, Белорусси) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Наци енӗпе белорус. Шкулти 7 класс пӗтернӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1928 ҫултанпа. 1931 ҫултанпа, Ленинградри ҫар пехота шкулӗнчен вӗренсе тухсан, Инҫет Ҫурҫӗрте стрелоксен чаҫӗсенче хӗсметре тӑнӑ. 1937 ҫултанпа ВКП (б) пайташӗ
1939—-1940-мӗш ҫулсенчи совет-финн вӑрҫине стрелок батальонӗн командирӗ пулса хутшӑннӑ. Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
1941 ҫултанпа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑрҫӑн пуҫламӑш тапхӑрӗнче С. И. Азаров капитан 14-мӗш армин штабӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче совет Заполярьине «Норвеги» гитлеровецсен ҫарӗн пысӑк вӑйӗсем тапӑнса кӗнӗ. Анӑҫ Лица юханшывӗн чиккинчи юнлӑ йывӑр ҫапӑҫусенче 14-мӗш ҫарӑн икӗ стрелковӑй дивизийӗ тӑшмана малалла кайма чарнӑ. Анчах 1941 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче фашист ҫарӗсем Мурманск хули ҫине тапӑнма палӑртса ҫӗнӗрен наступлени пуҫласа янӑ. Мурманскри халӑх ополченийӗн боецӗсенчен 186-мӗш Поляр стрелоксен дивизине йӗркеленӗ. Опытлӑ офицер-фронтовика С. И. Азарова ҫак дивизири 290-мӗш стрелковӑй полк командирӗ туса хунӑ.
Анӑҫ Лицӑри сентябрь уйӑхӗнчи ҫапӑҫусенче 14-мӗш ҫарӑн ытти дивизийӗсемпе пӗрле ҫӗнӗ пӗрлешӳ фашистсен Мурманск енне каякан ҫулне ҫирӗп хупласа хунӑ.
Позици вӑрҫи тапхӑрӗнче Карели фрончӗн командованийӗ вырӑнти пӗлтерӗшлӗ тапӑну операцийӗсене уйрӑм енсемпе ирттернӗ. 1942 ҫулхи апрель уйӑхӗнче ҫакӑн пек операцие совет ҫарӗсем кестеньг енӗпе нимӗҫ группировкине хирӗҫ тунӑ. С. И. Азаров подполковник ертсе пыракан 298-мӗш стрелковӑй полк умне ҫапла тӗллев лартнӑ: Фигурная ҫӳллӗшне — сылтӑм флангра тӑшман оборонин хӑватлӑ тӗввине алла илмелле.
1942 ҫулхи майӑн 8-мӗшӗнче ирхине совет ҫарӗсем наступлени пуҫласа янӑ. Азаров полкӑн решенийӗ: Окунев Губ — Кӗҫтеньг ҫулне йӗнерлесси, ку Фигурная сӑртӗнчен кӑнтӑрарах, тӑшманӑн ҫапӑҫури йӗркисене унӑн базисенчен касса илесси, ҫакӑн хыҫҫӑн нимӗҫ ҫарӗсем ҫирӗплетнӗ сӑрта ярса илесси пулнӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне илнӗ вӑхӑтра 290-мӗш перевҫӗсен полкӗн штабӗ вырнаҫнӑ команднӑй пункта наступлени тунӑ вӑхӑтра нимӗҫ автоматчикӗсен ушкӑнӗ ҫӗмӗрсе кӗнӗ, анчах тытӑҫура ӑна тӗп тунӑ. Наступлени вӑхӑтӗнче С. И. Азаров командира пульӑпа вилмеллех амантнӑ. Вилес умӗн, Азаров подполковник, кӑшкӑрса янӑ: «Вперед, на высоту!» Совет ҫарӗсем, хӑйсен командирӗн юлашки приказне пурнӑҫласа, ҫӳллӗшне ҫавӑрса илнӗ.
С. И. Азаров подполковник Карелири Лоух районӗнчи Кӗҫтеньга паҫҫулкинче пытарнӑ.
Указ дати-22. 02. 1943. Указ дати-.
Наградӑсем
Указ дати-. 02. 1944.
Ленин орденӗ
Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ
Астӑвӑм
С. И. Азаров ятне урамсене панӑ:
Карели Республикин Лоух районӗнчи Кӗҫтеньга ял евӗрлӗ посёлокӗнче.
Белоруссири Могилёв облаҫӗнчи Чауы хулинче.
Паттӑрсен аллейинче Чауса хулинче Азаров портретне ҫакса тухнӑ.
Беларуҫ Республикин Могилев облаҫӗнчи Чауса хулинче, С. И. Азаров ячӗпе хисепленекен урамра, унӑн палӑкне вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Азаров Семён Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Азаров Семён Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Азаров Семён Иванович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 22 февраля 1943 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1943. — 23 февраля (№ 9 (215)). — С. 1
Каçăсем
Азаров Семён Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра