Айыы-Уола
Самсонов Александр Иннокентьевич (ытларах Айыы Уола псевдонимпа паллӑ; 1978 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Улахан-Ан[d], Якутская Автономная Советская Социалистическая Республика[d] — 1998 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ, Якутск) — якут юрӑҫи, юрӑсен авторӗ тата вӗсене юрлаканӗ. Вӑл 30 ытла юрӑ ҫырнӑ. Вӗсем икӗ музыка альбомне кӗнӗ. 1990-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Якутире палӑрнӑ. Вӑл 20 ҫулта вилнӗ. Вилӗм сӑлтавӗ — пӳре формиллӗ капилляротоксикоз[1].
Пурнӑҫӗ
Александр Самсонов 1978 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Хангалас улусӗнчи Улахан-Ан ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Иннокентийпе Марфа Самсоновсен ҫемйинче иккӗмӗш ача пулнӑ. Тӑванӗсем аса илнӗ тӑрӑх, ачаранпах музыкӑпа кӑсӑкланнӑ. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, икӗ ҫулта пианино ҫинче «Лётчик над тайгою» юрӑ кӗввине каласа кӑтартнӑ. Ача пахчинче вӑл музыка занятийӗсене хутшӑннӑ. Шкулта вӗреннӗ ҫулсенче концертсемпе конкурсра юрланӑ. Сӑмахран, 4-мӗш класра районти фестивальте «Манчаары» юрра юрласа панӑ[2]. Баян, гитара тата пианино калама вӗреннӗ. 7-мӗш класра вӑл «Дьүкээбил» («Ҫурҫӗр ялтӑравӗ») музыка ушкӑнне йӗркеленӗ. Ҫав ушкӑн валли вӑл хӑйӗн пӗрремӗш «Хаар» («Юр») юррине ҫырнӑ. Музыкӑсӑр пуҫне вӑл каратэпа тата ҫӑмӑл атлетикӑпа аппаланнӑ[3].
Чирӗ
Чирӗн пӗрремӗш паллисем Александр шкулта юлашки класра вӗреннӗ чухне палӑрнӑ. 1995 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна «капилляротоксикоз» диагнозпа пульницӑна хунӑ. 1996 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен вӑл пульницӑра сипленнӗ. Унта вӑл хӑйӗн нумай юррине ҫырнӑ. Пульницӑран тухсан унӑн сывлӑхӗ вӑхӑтлӑха лайӑхланнӑ[3].
Музыка ӗҫӗ-хӗлӗ
Халӑх умӗнче юрласси 1996 ҫулта пуҫланнӑ. Ун чухне вӑл Якутск хулинчи Ысыах уявӗнче юрланӑ. Ҫав ҫулах вӑл «Ази ачисем» тӗнчери спорт вӑййисенче «А’Студио» ушкӑнӑн концерчӗ умӗн юрланӑ. Сывлӑхӗ япӑхланнӑ пулин те тата тухтӑрсем хирӗҫ пулсан та, вӑл концертсенче юрлама пӑрахман. Кашни концерт хыҫҫӑн чирӗ вӑйланнӑ, унӑн урисем юнланнӑ.
Пӗрремӗш «Эһиэхэ аныыбын» («Сире халаллатӑп») альбома 1997 ҫулта Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче ҫырса илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Айыы Уола псевдоним илнӗ. Ку ята амӑшӗ шутласа кӑларнӑ. Вӑл «тӳпере сыхлакан айыы» ывӑлӗпе пӗрле пурнӑҫра тата пултарулӑхра яланах пултӑр» тесе ӑна суйланӑ. Альбом хӑтлавӗ Покровск хулинчи «Саргы түһүлгэтэ» культура центрӗнче иртнӗ. Иккӗмӗш «Санаабын этиэм» альбома 1998 ҫулта «Солли Тутти» студире ҫырса илнӗ. Ӑна кӑларма Хангалас улусӗнчи организацисем тата «Ил Тумэн» Патшалӑх Пухӑвӗн депутачӗ А. Н. Ким-Кимэн пулӑшнӑ[3].
Юлашки уйӑхсем тата вилӗм
1998 ҫулхи ҫулла Александр Самсонов Якутск патшалӑх университечӗн(выр.)чăв. (хальхи М. К. Аммосов ячӗллӗ Ҫурҫӗр-Тухӑҫ федераци университечӗ) чӗлхепе культура факультечӗн культурологи уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Анчах чирӗ вӑйланнине пула вӗренме пуҫлайман. 1998 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче реанимаци уйрӑмӗнче вилсе кайнӑ[3].
Дискографи
| Соло альбомӗсем | Ҫул |
|---|---|
| Эһиэхэ аныыбын | 1997 |
| Санаабын этиэм[3] | 1998 |
Клипсем
Уруhуйдуубун — 1997
Бэлэхтээ — 1996[3]
Юрӑсем
|
|
|
Астӑвӑм
- Кашни ҫулах Хангалас районӗнче Александр Самсонов — Айыы Уола ячӗллӗ юрӑ фестивалӗ иртет[2];
- Александр Самсонов-Айыы уола юррисемпе автор-исполнительсен кашни ҫул иртекен республика конкурсӗ[4];
- 2014 ҫулта Айыы Уола ҫинчен Эдуард Новиков(выр.)чăв. режиссёрӑн «Посланник небес» биографи фильмӗ тухнӑ. Унта юрӑҫӑн чӑн сассипе юрланӑ юрӑсем янӑранӑ[5][6];
- 2019 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче Улахан-Ан ялӗнче Айыы Уола юрӑҫ палӑкне вырнаҫтарнӑ[7];
- 2021 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче Улахан-Ан ялӗнче Айыы Уола ҫурт-музейӗ уҫӑлнӑ[8];
- 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче Якутск хулинче Александр Самсонов — Айыы уола скверне тата стелӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӑл студентсен хулнче, Ойунский урамӗнчи 33/1 ҫуртра вырнаҫнӑ[9].
Ӑнлантарусем
- ^ Легенде якутской эстрады Айыы Уола поставят памятник (выр.) (16 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 «Он жив, пока звучат его песни». Родные и близкие о легенде якутской эстрады Айыы Уола (выр.). ЯСИА (26 юпан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Александр Самсонов (Айыы уола) (выр.). VK (26 юпан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Ульяна Захарова. Айыы Уолун сырдык аата: «Бу орто дойдуга ыллаары кэлбитим» (выр.). ЯСИАс (26 юпан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Надежда Ефимова. Автор фильма «Айыы Уола»: «Мы хотели рассказать его историю». NVpress.ru (7 нарӑсӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Посланник небес (ТВ, 2014) (выр.). Кинопоиск (26 юпан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Легенде якутской эстрады — от поклонников. В селе Улахан-Ан установили памятник певцу Айыы Уола (выр.). ЯСИА (26 юпан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Ульяна Захарова. Хаҥаласка Айыы Уолун мусуойа аһылынна/ (выр.). Эдэр Саас (26 юпан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ В Якутске открыли сквер Айыы уола: «Молодежи с гитарой в память о моем сыне» (выр.). Sakhaday (26 юпан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.