Ысыах
| Ысыах | |
|---|---|
| | |
| Тӗсӗ | Якути уявӗ |
| Официаллӑ | якут. Ыhыах |
| Палӑртаҫҫӗ |
|
Ысыах (якут. Ыhыах, вырӑсла Ысэх пек вуланать) — якутсен ҫуллахи уявӗ. Айыы турӑсене тата ҫут ҫанталӑк чӗрӗлнине халалласа ирттерекен ҫуркуннехи-ҫуллахи уяв. Ӑна кӗл туса, апат-ҫимӗҫпе тулӑхлӑ сӑйланса, кӑмӑс ӗҫсе, ташӑсемпе халӑх вӑййисем ирттерсе, юланутпа чупса[1] уявлаҫҫӗ, уяв вӑхӑтӗнче вӑйлӑ та ҫаврӑнӑҫуллӑ каччӑсен ӑмӑртӑвӗсем те иртеҫҫӗ.
Уявлани
Якутсен ысыахӗ — Якутири чи паллӑ уяв. Ысыах сӑмаха «ытлӑ-ҫитлӗ» тесе куҫарма пулать, вӑл хӗвел туррисене пуҫ ҫапассипе, пулӑхлӑха халалласа ирттерекен тӗн йӑлипе ҫыхӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ысыаха ҫулла хӗвел таврӑннӑ кун — ҫӗртмен 21-мӗшӗнче — уявлаҫҫӗ[2].
Унсӑр пуҫне, юлашки вӑхӑтра ысыаха ҫӗртмен 10-мӗшӗпе ҫӗртмен 25-мӗшӗ хушшинчи тапхӑрта (ку улӑсран килет) ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ, уяв кунне кану кунӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ е вырӑнти пӗр-пӗр уйрӑмлӑха, е ытти япалана тӗпе хурса палӑртаҫҫӗ.
Уяв историйӗ
Якутсен уявӗн йӑли-йӗрки тӗрӗк халӑхӗсен — тувинсен, алтайсен, тутарсен, пушкӑртсен тата ыт. — пӗрешкелтерех. Якутсен выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен халӑхсемшӗн характерлӑ авалхи йӑли сыхланса юлнӑ — вӗсем ҫулталӑка икӗ пая пайлаҫҫӗ, ысыах шӑп та лӑп киввипе ҫӗнни, иртнипе пуласси хушшинчи хӑйне евӗр чикӗ шутланнӑ.
Анӑҫри тӗпчевҫӗсем уяв пирки пӗрремӗш хут ҫырса кӑтартнисем Голланди ҫулҫӳревҫин И. Идес ӗҫӗсенче тӗл пулаҫҫӗ, XVII ӗмӗр вӗҫӗнче вӑл Ҫӗпӗр урлӑ Китая кайнӑ та, ҫакӑн пирки хӑйен кун кӗнекине ҫырса хӑварнӑ. Вӑл палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх ку уява питӗ анлӑ уявланӑ: якутсем кӑвайт чӗртнӗ те ун ҫулӑмне уяв вӗҫленичченех сӳнтермесӗр тытса тӑнӑ.
Ҫу пуҫланнипе ҫутҫанталӑк вӑраннине уявланӑ май мӑн аслашшӗсене асӑнаҫҫӗ, вӗсен йӑлисене аса илеҫҫӗ. Екатерина Романова этнограф шучӗпе, кунашкал уяв ирттерни якутсемшӗн савӑнмалли сӑлтав кӑна мар. «Якутире хӗл питӗ вӑрӑм, — тет вӑл. — Пӗтӗм йӑха пуҫтарма вара шӑп та лӑп ҫак уявра май пур та».
Осуохай
Ысыахӑн пайӗ — якутсен осуохай ташши. Ҫынсем пӗр вырӑна пухӑннӑ май осуохай вӑйӑ картине йӗркелеҫҫӗ, вӑл пурнӑҫ ҫаврӑмне сӑнласа парать. Унта тӑрса ташланӑ май, ташлакансем васкамасӑр хӗвеле май куҫса пынӑ май, вӑхӑт тата уҫлӑх тӗлӗшӗнчен ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫапла май вӗсем Хӗвеле ҫутӑ тата ӑшӑ панӑшӑн тав тӑваҫҫӗ. Вӑйӑ картинче ертсе пыракан (осуохайдьыт) пур, унӑн тивӗҫӗ — таврари чӑнлӑха халаллакан тата таврара пулса иртекен ӗҫ-пуҫа мухтакан юрӑсем шӑрантарасси. Ҫак ташӑ пӗр чарӑнмасӑр ирчченех тӑсӑлать, пысӑк йӑхсем хӑш чухне осуохая виҫӗ кун та виҫӗ каҫа тӑсаҫҫӗ. Паллах, вӑйӑ картине тӑракансем ҫав вӑхӑтра пӗр-пӗринпе улшӑнаҫҫӗ, ҫаврӑма тӑракан кашни ҫын хӗвел хӑвачӗпе ҫулталӑклӑх вӑй илет тесе шутлаҫҫӗ. Уявӑн чи пӗлтерӗшлӗ саманчӗ: кӗсре сӗтӗнчен (кӑмӑсран) хатӗрленӗ йӑлана кӗнӗ ӗҫме-ҫимепе вута, курӑка тата йывӑҫ-тӗме сӑйлассин йӑли-йӗрки. Ӑна ирттерни Ҫут тӗнчепе этем ҫуралнине сӑнарласа парать.
2012 ҫулта якутсен Ысыах наци уявӗнче Гиннесс рекордне тунӑ. Ҫак рекорд осуохая пӗр харӑс ташлакансен чи нумай шучӗ пулнипе палӑрнӑ. Рекорда «Ысыах Туймаады» комплексӗнче кӑтартнӑ.
Ысыах уявӗнче тӗрлӗ ӑмӑртусемпе конкурссем иртереҫҫӗ. Вӗсем якут халӑхӗн ӑс-тӑнпа физика культурӑн пайӗсене кӑтартаҫҫӗ. Ҫав шутра — олонхо калакансен тата тойук (якут юрӑ жанрӗ) юрлакансен ӑмӑртӑвӗсем. Ҫавӑн пекех наци спорт тӗсӗсем: хапсагай кӗрешӳ, мас-рестлинг, ухӑран пересси, чупни, сикни, чул куҫарни тата лаша чуптарни.
Ысыах хальхи вахӑтра
Хальхи вӑхӑтра Ысыахӑн темиҫе шай пур. Вӗсем масштабпа тата тӗллевсемпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ:
Наслег (ял) ысыахӗсем ялсенче тата наслегсенче иртеҫҫӗ. Вӗсем вырӑнти йӑласене тата авалхи паллисене сыхлаҫҫӗ.
Улус ысыахӗсем район уявӗсем шутланаҫҫӗ. Вӗсем час-часах республика мероприятийӗсем валли хатӗрлев тапхӑрӗ пулаҫҫӗ.
Республика шайӗнче икӗ уяв уйрӑлса тӑрать:
Республика Ысыах Олонхо 2006 ҫултанпа Якутин тӗрлӗ улусӗсенче ҫулсерен иртет. Уяв героикӑллӑ олонхо эпосне сыхлама тата сарма тӗллев лартать. ЮНЕСКО олонхона сӑмахлӑ марлӑхӑн паха ӗҫӗ тесе йышӑннӑ. Уяв ытти йӑлари культурӑна та сыхлать. Вӑл районсен инфраструктурине аталантарма пулӑшать. Уява 5 пинрен 22 пин ҫынччен пухӑнать.
Республика Ысыах Туймаады — чи пысӑк мероприяти. Вӑл ҫулсерен Якутск ҫывӑхӗнчи Ус Хатын вырӑнӗнче иртет. Ку Раҫҫейри чи масштаблӑ наци уявӗ шутланать. Уява 200 пинрен 230 пин ҫынччен пухӑнать. Тӗп пулӑм — «Дыгын вӑййисем» спорт многоборйи. Унта чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ.
Ирттерекен вырӑнсем тата центрсем
Уяв Саха (Якути) Республикин пур пурӑнан вырӑнӗсенче иртет. Ун валли ятарласа уйӑрнӑ лаптӑксем пур. Ҫавӑн пекех уяв Раҫҫейӗн темиҫе хулинче (Мускав, Санкт-Петербург тата ытти) иртет. Уяв ют ҫӗршывсенче те (Монголи, Казахстан, Турци, Серби, Ҫӗнӗ Зеланди, Япони, Китай) иртет. Унта якут диаспорин элчисем пурӑнаҫҫӗ.
1990-мӗш ҫулсенче Саха Республикин тӗп Ысыахӗн вырӑнӗ Ус Хатын пулса тӑнӑ. 2005 ҫултанпа Саха (Якути) Правительствин постановленийӗпе Ус Хатын республикӑн ятарлӑ сыхланакан территорисен системине кӗрет. Ку Ытык Сирдэр ятлӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Сост. Н. А. Алексеев, Н. В. Емельянов, В. Т. Петров. Предания, легенды и мифы саха (якутов). — Сибирская издательская фирма РАН, 1995. — ISBN 5-02-030901-X. (c. 382)
- ^ ЯСИА. Якутяне будут отдыхать в День национального праздника Ысыах | ЯСИА - Новости Якутска и Якутии (выр.). ysia.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.( ӗҫлемен каҫӑ)
Каҫӑсем
- Ысыах — якутский национальный праздник
- Журнал «ИЛИН», № 3 (50), 2006 [/*http://ilin-yakutsk.narod.ru/2006-3/2006-3.htm*/ http://ilin-yakutsk.narod.ru/2006-3/04.htm] Ысыаха халалланӑ Е. Н. Романова тата ытти авторсен статйисен списокӗ пур. (выр.)
Усӑ курнӑ литература
- Людям о людях. Лица Якутии. Республиканская газета, № 1, 23 июня 2007 г. (выр.)
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Ысыах статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |