Акимов Михаил Фёдорович
Михаил Фёдорович Акимов (1884, Таяпа, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1914, Таяпа, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ) — Раҫҫей империйӗ саманинчи чăваш çыравçи, драматург, публицист, куçаруçă[1].
Кун-çулĕ
1884 ҫулта Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи (халӗ Тутарстан Республикин Теччӗ районӗ) Чӑваш Таяпи ялӗнче ҫуралнӑ. Ача чухне ашшĕпе пĕрле выльăх кӗтнӗ. Ялти пуҫламӑш шкула вĕренсе пĕтерсен, юнашар Кӑнна Кушки ялӗнчи икĕ класлă шкулта малалла вĕреннĕ.
1901 ҫулта Чӗмпӗр чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ. 1905 ҫулта шкулта ăна тата ытти «политика тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ мар» вĕренекенсене шкултан кăларса янă.
М. Ф. Акимов Хусан хулине куçса кайнă. Унта вăл типографи ĕçне вĕреннӗ. Тухма пуçланă «Хыпар» хаçатра ĕçлеме тытăннă. Хаçат ĕçченĕ пулнă май, статьясем çырнă, вулакансен текстне тӳрлетнĕ, вырăс чĕлхинчен чăваш чĕлхине очерксемпе статьясем куçарнă. Унăн ӗҫтешĕсем Н. В. Никольский, Тайӑр Тимкки, С. Кириллов тата ытти паллă чăвашсем пулнă[2].
1907 ҫулхи çу уйăхĕнче правительство пĕрремĕш чăваш хаçатне хупнă. Ун хыççăн Акимов Пелепей хулине куçса кайнă. Унта вăл нотариус конторинче ĕçленĕ, кайран адвокат пулса тăрăшнă[3]. Çуклă пурнăçне пула унăн сывлăхĕ хавшанă.
1914 ҫулта ӳпке чирĕнчен вилнĕ.
Пултарулăхӗ
«Хыпар» хаçатра М. Ф. Акимов хăйĕн публицистикăлла статьисенче чăваш ялĕсенче пурăнакан халăха чĕнсе çырнă. Вăл вĕсене авалхи пурнăç йĕркипе çыхăннă ĕмĕтленӳрен вăранма хистенĕ. Вăл çĕршывра хуçалăх йĕркисем тĕрĕс маррипе кĕрешме чĕннĕ. Çак шухăша унăн ĕçĕсен ячĕсем те кăтартаççĕ: «Улпут чапĕ — хресчен йывăр кунĕ», «Çитмен пурнăç» очерксем, «Хальхи кунсем» фельетон тата ыттисем те.
Пĕрремĕш калав-очеркӗнче («Кĕтӳ пухăвĕ») чăваш ялĕнчи пурнăçри паллă пулăмсене çырса кăтартать. Ĕçĕн темипе тĕллевĕ Тайӑр Тимккин «Эрех сиенĕ» калавне аса илтерет[2].
Пĕрремĕш вырăс революцийĕ хыççăн М. Ф. Акимовăн революциллĕ шухăшĕсем тата хăватланнă. «Эпĕ Патшалăх пухăвĕ çинчен шухăшлани» статйинче çыравçă 1905 çулхи юпан 17-мĕшĕнчи манифест халăха улталани пулни пирки хăйĕн шухăшне çырнă. «Шӳт туни» калавĕ Çимун ятлă хресченпе хуçа хушшинчи диалог çинче тытăнса тăрать. Кунта çыравçă иронипе тата сатирăллă меслетсемпе усă курнă. Унăн ĕçĕсенче сăнарлăх уйрăм палăрса тăрать[3]. «Тĕлĕнмелле» памфлетĕнче герой — хресчен — хăйĕн шухăшне монолог урлӑ кăтартать. «Шӳт туни» калавĕнче пекех кунта та «пур çын та ирĕклĕ çуралать» текен гуманизм шухӑшне çирĕплетет[2].
«Ялти пурнăç» драми 1907 ҫулта «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. Чăваш литература тĕпчевçи тата критикĕ М. Я. Сироткин çырнă тăрăх, автор драмӑра ялти çынсен пурнăçĕнчи пулăмсене кăтартнă. Ҫыравçă «пур чăваш ялĕсенче те çуклă çынсен йывăрлăхĕсем...» пирки каланă[4]. Драмӑри сӑнарсен пур йывăрлăхĕпе нушисен тĕп сăлтавĕ — культура тата вĕренӳ çителĕксĕрри. Чĕлхе пуянлăхĕпе, драма жанрне пĕлнипе тата реализм анлăшĕпе палăракан ку драма М. Ф. Акимов пултарулăхĕнче те, революцичченхи чăваш литературинче те пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнать[2].
Акимов вырӑсларан чӑвашла куçарас енӗпе ӗҫленӗ: Н. Д. Телешовăн «Беда» калавне чăвашла («Типшар») куçарнă, ку калав хăйĕн ĕçĕсен темине çывăх пулнă; М. Е. Салтыков-Щедрин юмахĕсемпе калавĕсене те куçарнă[3].
Ӑнлантарусем
- ^ В. В. Никифорова. Акимов Михаил Фёдорович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Артемьев Ю. М. Чувашская литература на рубеже двух веков (1900—1917 гг.) = Ĕмĕр пуçламăшĕ(чăв.). — Чăваш кĕнеке издательстви, 1996. — С. 44—56. — 1000 экз.
- ^ 1, 2, 3 Михаил Акимов. Электронлă вулавăш. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Сироткин М. Я. Чăваш литератури. 8-мĕш классра вĕренмелли кĕнеке. Улттăмĕш кăларăм. — Чăваш кĕнеке издательстви, 1990. — С. 130.
Вуламалли
- Артемьев, Ю. М. М. Ф. Акимов (1884-1914) // XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литератури : (1900-1917 ҫҫ.) / Ю. М. Артемьев. – Шупашкар, 1992. – С. 38-59.
- Данилов, А. П. Н. В. Никольскипе ҫамрӑк «Хыпарҫӑсем» / А. П. Данилов // Публицистикӑпа илемлӗ литература ыйтӑвӗсем / А. П. Данилов. – Шупашкар, 2002. – С. 48-51.
- Михаил Акимов // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2014. – [Т. 3] : Драматурги. – С. 31.
- Юман, М. Михаил Федорович Акимов / М. Юман // Сунтал. –1935. – № 1. – С. 17.
- Юмарт, Г. Михаил Акимов куҫарнӑ хайлавсем / Г. Юмарт // Хыпар. – 2010. – 29 кӑрлач. – С. 4.
- Акимов Михаил Федорович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 485.
- Акимов Михаил Федорович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 12
- Афанасьев, П. Акимов Михаил Федорович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 17.
- Никифорова, В. В. Акимов Михаил Федорович / В. В. Никифорова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 45.
- Сорокин, Н. М. Акимов Михаил Федорович // Сорокин, Н. М. Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан. – Чебоксары, 2015. – С. 7.
- Ялгир, П. Акимов Михаил Федорович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 8.