Акихико Хосидэ

Акихико Хоси́дэ (яп. 星出 彰彦 Хосидэ Акихико?); ҫур. 1968 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ[1][2], Сэтагая[d][2]) — яппун космонавчӗ.

undefined
undefined

Кун-çулĕ

Акихико Хосидэ Кэйо Университетӗнче (1992 ҫулта бакалавр степенне илнĕ) машиностроение тишкернĕ, кайран — Хьюстон университетӗнче (1997 ҫулта магистр степенне илнĕ) сывлӑшпа космос вӗҫевӗсен теорине тӗпченӗ. JAXA компанин космос уҫлӑхне тӗпчекен яппун агентствине космонавт пулмалли кандидатсен йышне илнĕ. 1992 ҫулта Хосидэ NASDA (National Space Development Agency of Japan, Японин космос аталанӑвӗн наци агентствине) ӗҫе кӗрет; икӗ ҫул хушшинче Нагойри агентствӑн бюровӗнче H-II ракета-носителе хатӗрлес ӗҫе хутшӑнать. 1994-1999 ҫулсенче Космонавтсен Бюровĕнче тренировка программисен инженерĕ пулса ӗҫленӗ. 1999 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Хосидэне Тӗнчери космос станцинчи проектсене хутшӑнма виҫӗ япун космонавчӗ йышне суйласа илнӗ. Ҫав ҫулах ака уйӑхӗнче тренировкӑсене пуҫӑннӑ, вĕсем 2001 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче вӗҫленнӗ . 2001 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа Хосидэ ҫӗнӗрен анлӑ тренировкӑсене хутшӑнса «Кибо» космос лабораторине тата H-IIA ракета-носителе лайӑхлатас ӗҫе хутшӑннӑ.

2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Хосидэ Ҫӑлтӑрлӑ хулара Ю. А. Гагарин ячĕллĕ космонавтсене хатӗрлекен центрта «Союз» космос карапӗн инженер-пилочӗ пулса хатӗрленӗве вӗҫлет, вара 2006 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен Линдон Джонсон ячӗллӗ Космос центрӗнче Спейс Шаттл программин карапӗсемпе вӗҫме тата МКС-ра ӗҫлеме хатӗрленнӗ.

2008 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Акихико Хосидэ Discovery (STS-124 вӗҫевӗ) карапĕпе космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗ. Ҫак экспедицин тӗп тӗллевӗ «Кибо» яппун тӗпчев лабораторине йӗркелесе ӗҫе ярасси пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Хосидэ Япони космос агентствин представителӗ пек тухса калаҫнӑ. STS-124 виҫӗ вӗҫеврен иккӗмӗшӗ пулнӑ, вӗсен тӗллевӗ — «Кибо»-на монтаж туса ӗҫе хута ярасси. Ĕç вăрăмăшĕ 13 кун та 18 сехет те 13 минутпа танлашнӑ.

2009 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче Хосидэ МКС-32 тата МКС-33 космос экспедицисен экипажӗсен членӗ пуласси паллӑ пулнӑ. Вӑл 2012 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗнче «Союз ТМА-05МА» карап борчӗпе каллех МКС-а кайнӑ[3]. Тӑватӑ уйӑх хушши пынă экспедици 2012 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. Вӗҫев вӑхӑчӗ 126 талӑк та 23 сехет те 13 минут та 34 ҫеккунтпа танлашнӑ.

2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Хосидэ экстремаллӑ тавралӑхра операцисем тӑвакан НАСА миссине (NEEMO 18) хутшӑннӑ[4].

2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнче JAXA компани МКС-64/-65 вӑрах вӑхӑтлӑх экспедицин пайташӗ йышӗнче МКС-65 вĕçнĕ вăхăтра командирӗн должноҫне йышӑнса вĕçмелле пуласси пирки пĕлтернĕ.

Экспедици ӗҫне пуҫӑнма 2019 ҫулхи кӗркунне планланă, вĕçеве 2020 ҫулхи çу уйӑхĕ тĕлне палӑртнӑ[5].

2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗнче уҫлӑхне вӗҫессине палӑртса хунӑ пулнӑ, анчах та япӑх ҫанталӑка пула ӑна пӗр кунлӑха куҫарнӑ. 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Япони вӑхӑчӗпе каҫхи 6 сехет те 49 минутра, АПШ-ри Флорида штатӗнчи Кеннеди ячӗллӗ космос центрӗнчен SpaceX компанин «Кру Дрэгон» космос карапне тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе янӑ. Карап орбитӑна ӑнӑҫлӑ тухнӑ, вӗҫев те ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Пӗтӗм тӗнчен космос станцийӗнче вӑл яппунсенчен иккӗмӗш командир пулса тӑнӑ, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа унта ӗҫлекен Ногути Соичи Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине таврӑннӑ. Хосидэ кӑшӑлвирусран вакцинӑланма ӗлкӗрнӗ, космос уҫлӑхне вирус е ытти инфекци чирӗсене ҫитересрен вӗҫес умӗн вӑл карантинра пулнӑ, ыттисемпе хутшӑнмасӑр пурӑннӑ[6].

Статистика[7]
Старт карапӗ Старт, UTC Экспедици Анса лармалли карап Анса ларни, UTC Вĕçев Уҫӑ космоса тухни Уҫӑ космосри вӑхӑт
1 Discovery STS-124 31.05.2008, 21:02 STS-124 Дискавери STS-124 14.06.2008, 15:15 13 талăк та 18 сехет те 13 минут 0 0
2 Союз ТМА-05М 15.07.2012, 02:40 МКС-32 / МКС-33 Союз ТМА-05М 19.11.2012, 01:53 126 талăк та 23 сехет те 13 минут 3 21 сехет те 23 минут
3 SpaceX Dragon 2 C206 Endeavour 23.04.2021, 09:49 Crew-2, МКС-65/66 SpaceX Dragon 2 C206 Endeavour 11.2021 (план) 1940дн. 16час. (продолжается),
190 суток (план)
0 0
140 талăк та 17 сехет те 26 минут[lower-alpha 1] 3 21 сехет те 23 минут

Харпӑр пурнӑҫ

Йăпану: регби, ишесси, ҫулҫӳревсем, вӗҫевсем, гитара[7]. KE5DNI радиопозывнойне юратакан[8].

Ăнлантарусем

  1. ^ 1, 2 http://iss.jaxa.jp/en/astro/biographies/hoshide/index.html
  2. ^ 1, 2, 3, 4 http://www.spacefacts.de/bios/international/english/hoshide_akihito.htm
  3. ^ Launch of the Soyuz Spacecraft (31S/TMA-05M) with Astronaut Akihiko Hoshide aboard (англ.). JAXA (15 утӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
  4. ^ European Space Agency. NEEMO (англ.). esa.int. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  5. ^ JAXA Astronaut Akihiko Hoshide Selected as ISS Expedition crew member and assuming the post of Commander (англ.). JAXA (2 пушӑн 2018).
  6. ^ 星出搭乗の「クルードラゴン」 今夕に打ち上げ(паллӑ мар). テレ朝ニュース (23 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Statistics - Hoshide Akihiko (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ.
  8. ^ Amateur License - KE5DNI - Hoshide, Akihiko (англ.). wireless2.fcc.gov. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.



Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующих тегов <ref> группы «lower-alpha» не найдено соответствующего тега <references group="lower-alpha"/>