Аксютин Николай Васильевич

Аксютин Николай Васильевич (1916, Пӑхӑрӑслан уесӗ[d], Самар кĕперни1944 ҫулхи акан 9-мӗшӗ, Крым, Крым АССР[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 4-мӗш Украина фрончӗн 51-мӗш ҫарӗн 216-мӗш стрелоксен дивизин 589-мӗш стрелоксен полкӗн стрелоксен ротин командирӗ, капитан, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (16.05.1944) [1],[2],[3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1916 ҫулта Самар кӗпӗрнинчи (халӗ Асекей районӗ, Ӗренпур облаҫӗ, Раҫҫей) Аксютино ялӗнче рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Наци енӗпе украинец. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ. Орджоникидзе хула евӗр паҫҫулкӑра, каярахпа Ялтӑри санаторире слесарь пулса ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа. 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Вӑрҫӑ тапхӑрӗнче Кӑнтӑр тата 4-мӗш Украина фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Капитан Н. В. Аксютин 1944 ҫулхи акан 8—9-мӗшӗнче Сиваш плацдармӗнчи ҫапӑҫусенче палӑрнӑ. Унӑн роти чи малтан тӑшман траншейине ҫӗмӗрсе кӗнӗ, вӑтӑр гитлеровеца пӗтерсе тӑкнӑ; наступление аталантарса пырса, иккӗмӗш траншейӑна, унтан — кӳлӗсем хушшинчи ансӑр дефилене ҫавӑрса илнӗ. Вӗсене хӑйсене те ултӑ офицерпа салтака пӗтернӗ, тӑшманӑн икӗ огневой точкине пусарнӑ.

1944 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫапӑҫура пуҫ хунӑ.

undefined

Хисепӗсем

Астӑвӑм

Красноперекоп районӗнчи Красноармейски салинче пытарнӑ. 1982 ҫулта мемориал хӑпартнӑ, халӗ — регион пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн объекчӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Аксютин Николай Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
  2. ^ Аксютин Николай Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.
  3. ^ Аксютин Николай Васильевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Аксютин Николай Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра