Акцентлă сăвă
Акцентлă сăвă — ирĕклĕ сăвва çывăх, анчах та пусăм пысăк пĕлтерĕш йышăнкан тата састашсемлĕ сăвă.
Чăвашсем (чăвашла калаçакансем) хушшинчи сăвă ĕçлевлĕхĕнчи акцентлă сăвă пирки Микки Микули нумай çырнă.
Анлă пĕлтерĕшпе «акцентлă сăвă» тени изотонизм (тоникăлла сăвă) ăнлавпа тÿр килет. Ансăртарах пĕлтерĕшпе — çав тоникăлла сăввăн пĕр палăрăмĕ (тĕсĕ) пулса тăрать: тоникăлла сăвăран тактовик, вальă тенисене шухăшпа кăларса пăрахатăн та, мĕн юлни çав хайхи ансăр пĕлтерĕшлĕ акцентлă сăвă пулать.
Акцентлă сăвă мĕн иккенне ăнланма Ҫеҫпӗл Мишшин «Йăвăр шухăшсем» сăвви пулăшма пултарать[1]:
Шупашкартан тухрăм, тÿрех утрăм, U U U — — U U — — U
Атăл тăвайккийĕ çине ухрăм — U U U — U U — — U
Кунта сăввăн икĕ йĕркине çеç илсе кăтарнă. Анчах малалла та çавнашкал çемĕ пырать.
Çавăн пекех
Литература
- Жирмунский В. М. Введение в метрику. Теория стиха, Л., 1925;
- Тимофеев Л. И. Из наблюдений над поэтикой Маяковского, в кн.: Творчество Маяковского, М., 1952;
- Никонов В. Ритмика Маяковского, «Вопр. лит-ры», 1958, № 7.
- Акцентный стих // Литературная энциклопедия терминов и понятий / Под ред. А. Н. Николюкина. — Институт научной информации по общественным наукам РАН: Интелвак, 2001. — Стб. 25 — 1596 с. — ISBN 5-93264-026-X.
- Акцентный стих // Словарь литературоведческих терминов / Ред.-сост.: Л. И. Тимофеев и С. В. Тураев. — М.: «Просвещение», 1974. — С. 10—11. — 509 с. — 300 000 экз.
Асăрхавсем
Каçăсем
- Башкирская энциклопедия2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- КЛЭ