Александрова Галина Анатольевна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Александрова Галина Анатольевна
Александрова Галина Анатольевна.jpg
Çуралнă вăхăт 1976 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ(1976-10-15) (49 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Ĕçлев тĕсĕ спортсмен

Александрова Галина Анатольевна (ҫур. 1976 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ, Хорнсор) — Раҫҫей ҫӑмӑл атлетки, Раҫҫей команда йышӗнче тӗнче чемпионачӗсен команда зачёчӗсенчи бронза призёрӗ (2000, 2009); ҫурмамарафон дистанцине (21 км 97 м) чупассипе Раҫҫей чемпионачӗсен кӗмӗл (2003) тата бронза (2009, Чӑваш Ен командин йышӗнче харпӑр тата команда зачётӗнче) призерӗ[1].

5000 м, 10000 м тата ҫурмамарафон чупассинче Раҫҫей чемпионачӗсен призёрӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Чӑваш АССРӗн Элӗк районӗнчи Хорнсор ялӗнче 1976 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 3 №-лӗ олимп резервӗн ачасемпе ҫамрӑксен ятарлӑ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Шупашкарти Олимп резервӗн ятарлӑ вӑтам училищинче пӗлӳ пухнӑ. Раҫҫей патшалӑхӗн вӑй-хал культурин, спортӑн, ҫамрӑксен тата туризмӑн университечӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗн студентки пулнӑ. Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ (1996). Хӑйӗн ӑсталӑхне ҫавӑн пекех «Раҫҫей Ҫарӗ» клубра ӳстернӗ[2].

Тренерӗсем: Семёнов Василий Семёнович; Егоров Юрий Михайлович.

Тӑван ялӗнче — Элӗк районӗнчи Хорнсор ялӗнче — кросс чупассипе Галина Александрова парнисемшӗн ҫулсерен ӑмӑрту иртет[3].

Ҫӗршыв чемпионачӗсенче хутшӑнни

  • 1999 ҫулхи ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ — 2 (ҫурмамарафон — 1:11.18);
  • 2001 ҫулхи ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ — 3 (5000 м — 15.46,99);
  • 2001 ҫулхи ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ — 3 (10 000 м — 32.29,4);
  • 2002 ҫулхи ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ — 2 (10 000 м — 32.13,20);
  • 2003 ҫулхи ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ — 2 (ҫурмамарафон — 1:10.30);
  • 2009 ҫулхи ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ — 2 (ҫурмамарафон — 1:11.32).

Марафон

2000 ҫулсен варринче марафон, ҫав шутра коммерцилле стартсем, чупасси ҫине куҫнӑ. Чылай марафонра малти вырӑнсене тухнӑ:

  • 2008 ҫул (07.12.2008) — Калифорни марафонӗ (Сакраменто, АПШ) — 2 — 2:37:13[4];
  • 2009 ҫул (06.12.2009) — Калифорни марафонӗ (Сакраменто, АПШ) — 3 — 2:40:41[5];
  • 2009 ҫул — Мадрид марафонӗ (Испани) — 3 — 2:36.02[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Александрова, Галина Анатольевна. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ.
  2. ^ Клуб: Российская Армия; Основной вид: 10.000 м. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  3. ^ Весенний легкоатлетический кросс на призы мастера спорта международного класса по легкой атлетике Галины Александровой (выр.). Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования «Cпортивная школа «Хелхем» Аликовского муниципального округа Чувашской Республики (13 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
  4. ^ Александрова Галина Анатольевна (выр.). www.rusathletics.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
  5. ^ Марафонки Орлова и Александрова взошли на пьедестал в США (выр.). https://www.championat.com (7 раштавӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
  6. ^ Галина Александрова стала третьей на марафоне в Мадриде (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики (27 акан 2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.

Каҫӑсем