Хорнсор (Элӗк районӗ)
Хорнсор (1927 ҫулта Хорнсор Мучикасси ятпа палӑртни тӗл пулать) — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ял. Крымсарайкă ял тăрăхне кĕрет[1].
1927 çулчен Хорнсор Мучикасси ятлă пулнă.
Тавралăхĕ
Шупашкара çитме 71 км, райцентрне - 11 км, ч.-ç. станцине - 43 км. Сурăм шывĕн сулахай çырнĕнче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Ялта 101 çын (2006) пурăнать. Икĕ урам — Кооператив тата Мир урамĕсем.
Этимологи
| Статьян çак пайне халлĕхе çырман. РУВИКИне хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Кун-çулĕ
1927 çулчен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Паллӑ ҫыннисем
- Александрова Галина Анатольевна, чӑваш спортсменӗ, чупас енӗпе Раҫҫей чемпионки.
- Афанасьев Егор Афанасьевич, сăвăç.
- Удяков Станислав Никитич - архитектор.
Вуламалли
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |