Александров Андрей Степанович
Александров Андрей Степанович (1919 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ, Карапсель[d], Енисей кĕпĕрни — 1978 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ, Николаевск-на-Амуре[d], Хабаровский край[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Украина фрончӗн 13-мӗш ҫарӗн 172-мӗш стрелоксен дивизийӗн 134-мӗш артиллери полкӗн оруди командирӗ, аслӑ сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945)[1],[2],[3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1919 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Енисей кӗпӗрнинчи (халӗ — Красноярск Енӗн) Канск уесӗн Анцир вулӑсӗнчи Карапсель ялӗнче ҫуралнӑ.
1931 ҫулта пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан колхозра ӗҫленӗ. Курссене вӗҫлесен 1936 ҫулта Иланри МТСра трактористра ӗҫлеме пуҫланӑ
РККА-а 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче чӗнсе илнӗ. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче хӗсметре тӑнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтне 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче лекнӗ.
1943-мӗш ҫултан ВКП (б) членӗ.
1945 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен Кебен (Хобеня, Польша) хули патӗнче оруди расчёчӗ, унӑн командирӗ А. С. Александров аслӑ сержант пулнӑ, танка, бронетранспортера тата темиҫе пулемёт точкине тӳрӗ наводка вучӗпе персе аркатнӑ, ҫаплах автоматчик-гитлеровецсен пысӑк ушкӑнне салатнӑ. Анчах артиллери орудийӗ валли боеприпассем пӗтсен, расчёт стрелковӑй хӗҫ-пӑшалпа наступлени туса пыракан тӑшмансем еннелле пеме пуҫларӗ, унтан гранатӑсемпе штыксем ҫапӑҫӑва кӗрсе кайрӗҫ.
Александров Андрей Степанович — (-), 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш гварди ҫарӗн 7-мӗш гварди танк корпусӗн 294-мӗш гварди штурмлакан авиаци дивизин 73-мӗш гварди стрелоксен полкӗн эскадрилья командирӗ, аслӑ сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ,.
Ҫартан демобилизаци хыҫҫӑн 1950 ҫултанпа Амур ҫинчи Николаевск хулинче (Хабаровск Ен) пурӑннӑ. Ҫар чаҫӗнче, горпромкомбинатра, пивзаводра, парти обкомӗнче завхозра ӗҫленӗ.
1978 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (10.04.1945);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ Александров Андрей Степанович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Александров Андрей Степанович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Александров Андрей Степанович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
Каçăсем
Александров Андрей Степанович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра