Алексеев Владислав Алексеевич, — публицист. 1999 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. Техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1979), пĕтĕм тĕнчери информатизаци академиĕн пайташ-корреспонденчĕ. Раççĕйĕн экологи академиĕн тĕп пайташĕ.
Шупашкарти пир-авăр комбиначĕнче, Шупашкарти трактор валли запас пайĕсем тăвакан заводра электрик пулса ĕçленĕ. Пĕтĕм союзри тĕпчекен, проект, констркутор тата технологи институчĕнче инженер-тĕпчевçĕ тата аслă ăслăлăх ĕçченĕ пулса ĕçленĕ. «Лада» коммерципе производство фирминче тĕп тиректăрĕн çумĕ, Раççей Федераци президент администрациĕнче эксперт-специалист вырăнĕнче пулнă. Çавăн пекех акционерсемпе укçа хуракансен прависен халăх комитечĕнче председателĕ, Патшалăх шучĕнче тăман пенси фончĕн филиалĕн пуçлăхĕ пулнă.
Владислав Алексеев Демократиллĕ Чăваш Ен юхăмăн председатель çумĕ, «Альтернатива» суйлакансен прависене хӳтелекен пĕрлешĕвне туса хуракан.