Алексеев Николай Васильевич (журналист)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Алексеев Николай Васильевич
Алексеев Николай Васильевич (журналист).jpg
Çуралнă вăхăт 1954 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ(1954-12-31) (71 ҫул)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Альма-матер

Алексеев Николай Васильевич (1954 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ, Тӗмер, Елчӗк районӗ, Чӑваш АССР) — журналист, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (1990), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2016).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1954 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Тӗмер ялӗнче ҫуралнӑ. Елчӗк районӗнчи Тӗмер тулли мар вӑтам шкулӗнче тата Ҫирӗклӗ шӑхалӗнчи вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1981 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974—1976 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ, саппасри аслӑ лейтенант. Аслӑ шкул хыҫҫӑн тӑван районти «Колхоз ялавӗ» (1997 ҫултанпа — «Елчӗк Ен») хаҫата ӗҫе вырнаҫнӑ, пӗтӗм ӗҫ биографийӗ ҫак хаҫатпа ҫыханнӑ:

  • корреспондент (1981),
  • яваплӑ секретарь (1981—2004),
  • тӗп редактор (2004—2017).

2004—2007 ҫулсенче пӗр вӑхӑтрах Чӑваш Республикин «Елчӗк издательство ҫурчӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятин директорӑн ҫумӗ пулнӑ.

Обществӑлла ӗҫсем

  • Алексеев Н. А. чылай вӑхат Елчӗк районӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн райкомӗн ертӳҫи пулнӑ.
  • 1991—1994 тата 2000—2006 ҫулсенче Чӑваш Республикинчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн рескомӗн пайташӗ пулнӑ.

Ҫутатакан ыйтусем

Ытларах ҫак ыйтусемпе ҫырнӑ:

  • физкультурӑпа спорт аталанӑвӗ,
  • ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парасси,
  • тӑван таралӑха, историе тӗпчесси — таврапӗлӳ,
  • районти хуҫалӑхсен ӗҫӗ-хӗлӗ.

Алексеев Николай пуҫарнипе «Елчӗк ен» хаҫатра ятарлӑ страницӑсем кун ҫути курма пуҫланӑ:

  • Физкультурӑпа спорт,
  • Шкул ачисен страници «Шӑнкӑрав»,
  • Пӗрле ларса вулар-и?,
  • Пурнӑҫри ӳкерчӗксем.

1992—2003 ҫулсенче Елчӗк районӗнчи хуҫалӑхсене халалланӑ кӑларӑмсем кун ҫути курнӑ, Н. Алексеев пуҫарнӑ, каярах ку ӗҫе редакцин ытти ӗҫченӗсем — А. Карлинпа С. Архипова — явӑҫнӑ.

Н. Алексеев тӗп редактор пулнӑ вӑхатра пысӑк пулӑмсене халалланӑ хаҫат номерӗсене 8, 12, 16 страницӑпа кӑларма пуҫланӑ.

2000—2017 ҫулсенче «Елчӗк издательство ҫурчӗн» типографийӗнче пӗчӗк кӗнекесем, брошюрӑсем кӑларнӑ. Ҫав шутра И. Иноходов, П. Сидоров, А. Сорокин тата районти ытти авторӑн кӗнекисем кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 20 ытла кӗнекине Н. Алексеев пухса хатӗрленӗ, редакциленӗ.

Кӗнекесем

Алексеев Николай «Елчӗк районӗ. Кӗске энциклопедийӗ» (Яльчикский район. Краткая энциклопедия, 2007) кӗнекен авторӗсенчен пӗри. Унӑн хӑйӗн тӑван ялӗн историйӗпе ҫырнӑ ҫакӑн пек кӗнекисем кун ҫути курнӑ:

  • Алексеев, Н. В. Тӗмер чиркӗвӗ / Н. В. Алексеев. — Елчӗк : Елчӗк издательство ҫурчӗ, 2006. — 55 с.;
  • Алексеев, Н. В. Тӗмер чиркӗвӗ / Н. В. Алексеев. — Елчӗк : «Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗ, 2013. — 36 с.;
  • Алексеев, Н. В. Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем : [аса илӳсем] / Н. В. Алексеев. — Елчӗк , 2012. — 1-мӗш кӗнеке. — 111 с., [6] л. ил. с.;
  • Алексеев, Н. В. Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем : [аса илӳсем] / Н. В. Алексеев. — Шупашкар : Ҫӗнӗ вӑхӑт , 2016. — 2-мӗш кӗнеке. — 414 с., 111 с., [6] л. ил. с.;
  • Алексеев, Н. В. Тӗмер ялӗн салтакӗсем / Н. В. Алексеев — Шупашкар : «Издательствопа полиграфи комплексӗ» акционерсен обществи, 2020. — 227 с., [4] л. ил. с.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ[1] (2016);
  • «2006 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх ҫыравне ирттерме хустар хутшӑннӑшӑн» медаль;
  • Чӑваш Республикин Пуҫлахӗн Тав ҫырӑвӗ (2015);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (2015);
  • Чӑваш Республикинчи пӗрлештернӗ профсоюзсен рескомӗн Хисеп грамоти (2014);
  • «Раҫҫей профсоюзӗсене 100 ҫул» юбилей медалӗ (2005);
  • Чӑваш Республикин Хисеп грамоти (2003);
  • Раҫҫей Федерацийӗн Культура тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамоти (2007);
  • Раҫҫей культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн Хисеп грамоти (2005, 2007);
  • Елчӗк район администрацийӗн Хисеп грамоти (2004);
  • Чӑваш Республикинчи кульутра ӗҫченӗсен профсоюзӗн рескомӗн Хисеп грамоти (2002);
  • Чӑваш Республикин Физкультурӑпа спорт министерствин Хисеп грамоти (1999);
  • Чӑваш Республикин Информаципе пичет министерствин Хисеп грамоти (1997);
  • Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти.

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 20. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
  • К. М. Леонтьева, Н. Ф. Малышкин. Яльчикский район = Елчӗк районӗ. — 2-е изд. — Чувашское книжное издательство, 2007. — С. 26. — 462 с. — ISBN 978-5-7670-1502-3.
  • Кӗнекере — паттӑрсен ячӗсем : [Николай Алексеевӑн «Тӗмер ялӗн салтакӗсем» кӗнеки ҫинчен] // Елчӗк ен. — 2020. — 16 ҫу. — С. 2 : ӳкерчӗк;
  • Петрова, Е. Г. Хаҫат пурнӑҫӗпе пурӑннӑ / Е. Г. Петрова // Елчӗк ен. — 2020. — 18 кӑрлач. — С. 2, 8 : сӑн ӳкерчӗк;
  • «Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем» : [«Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗнче Николай Васильевич Алексеевӑн «Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем» ятпа кӗнеке пичетленсе тухни ҫинчен] // Елчӗк ен. — 2013. — 12 кӑрлач. — С. 1;
  • Тимофеев, А. А. Пархатарлӑ ӗҫ, сумлӑ парне / А. А. Тимофеев // Елчӗк ен. — 2016. — 5 ҫу. — С. 4 : ӳкерчӗк;
  • Ял ҫинчен, унӑн ҫыннисем ҫинчен // Елчӗк ен. — 2016. — 19 чӳк. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк;

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем