Алимова Матлюба Фархатовна
Алимова Матлюба (Матлубэ) Фархатовна (качча кайсан — Ахметова; ҫур. 1954 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ, Андижан[d]) — совет саманин узбек тата Раҫҫейӗн киноактриси. Вӑл «Цыган» (1979) фильмра тата унӑн «Возвращение Будулая» (1985) ятлӑ малалли фильмра Настя чикан хӗрӗн ролӗсене вылянӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм союзра паллӑ пулса тӑнӑ.
Пурнӑҫӗ
Ашшӗ узбек, амӑшӗ вырӑс пулнӑ. Амӑшӗн тымарӗсем Ӗпхӳрен]]. Унта унӑн ашшӗ хӗсметре пулнӑ. Унӑн икӗ тӑван хӗр пур. Матлюба ача чухнех ашшӗпе амӑшӗ уйрӑлнӑ. Тӑванӗсем вырӑс кинне йышӑнман. Вӗсем хистенипе ашшӗ урӑх ҫемье ҫавӑрнӑ[2].
Вӑл ВГИКа Борис Бабочкинӑн курсне вӗренме кӗнӗ. Анчах пӗрремӗш ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн мастер Матлюбӑпа тата виҫӗ студента профессие тивӗҫлӗ мар тесе кӑларса янӑ. Анчах та кӗҫех Борис Андреевич вилнӗ. Тӑватӑ студента каялла вӗренме илнӗ. Алимова Алексей Баталовӑн курсне лекнӗ. Ун патӗнче вӑл питӗ лайӑх вӗреннӗ.
1978 ҫулта ВГИКӑн актёр факультетне пӗтернӗ (Алексей Баталовӑн ӑсталӑх лаҫҫи)[2].
1978 ҫултанпа — «Узбекфильм» киностудийӗн актриси. Кинора студент чухнех пӗрремӗш хут вылянӑ. Ку 1975 ҫулта «Баллада о белогривой» фильмра пулнӑ.
«Маленькие трагедии» (1979) телефильмри Лаура ролӗ хыҫҫӑн актрисӑна халӑх паллама пуҫланӑ. Унта унӑн партнёрӗсем Иннокентий Смоктуновский, Сергей Юрский тата Владимир Высоцкий пулнӑ[2]. Ҫав ҫулах «Цыган» тӑватӑ сериллӗ картина тухнӑ. Унта Алимова тӗп героя хӗрӳллӗн юратакан Настя чикан хӗрне вылянӑ. Ҫак роль ӑна пӗтӗм союзра паллӑ пулса тӑма май панӑ. Чикансем те ӑна йышӑннӑ, хӑйсен ҫынни тесе калама пуҫланӑ[2].
1980-мӗш ҫулсенче кинора хастаррӑн ӳкерӗннӗ. Ҫак тапхӑрти чи лайӑх ӗҫӗсем — «Василий Буслаев» (Византи императрици Ирина), «Встреча у высоких снегов» (Зебо), «Жаркое лето в Кабуле» (Сухейль), «Дикое поле» (Фатима) фильмсенчи рольсем.
Совет кино системи аркансан ӑна рольсем пама пӑрахнӑ. 1990-мӗш ҫулсенче вӑл Узбекистана таврӑннӑ. Унта вӑл Бухара тата Шахрисабз тӗррисене реставрациленӗ. 2004 ҫулта Мускава куҫнӑ[2]. 2000-мӗш ҫулсенче фильмсемпе телесериалсенче темиҫе пӗчӗк роль вылянӑ: «Баллады о гусарах», «Закон и порядок: Отдел оперативных расследований», «Тарас Бульба», «Подарок судьбы», «Судмедэксперты», «Мухаморы» тата ыттисем те.
Юлашки ҫулсенче актриса христиан тӗнне йышӑннӑ. Ку нумай енчен пайӑр пурнӑҫри ӑнӑҫсӑрлӑхсене пула пулса иртнӗ. «Чун пурнӑҫӗ пулман пулсан, эпӗ тахҫанах ӗҫке юлнӑ е ҫакӑнса вилнӗ пулӑттӑм», — тесе йышӑннӑ вӑл. Мускаври Сретенски мӑнастырьте пурӑннӑ. Унӑн игуменӗ Тихон (Шевкунов) 1982 ҫулта ВГИКӑн сценари факультетне пӗтернӗ. Хӑйӗнпе пӗр курсра вӗреннӗ Леонид Каюровпа нумай хутшӑнать. Вӑл та чиркӗве кайнӑ, диакон пулса тӑнӑ[2].
Харпӑр пурнӑҫӗ
Качча пӗр хут кайнӑ. Пӗрремӗш упӑшки — Мурат Ахметов (ҫурри вырӑс, ҫурри казах). Вӗсем ВГИКра паллашнӑ. Ун чухне Мурат режиссёр факультечӗн студенчӗ пулнӑ. Вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ виҫӗ ҫул тӑсӑлнӑ. Упӑшки сӑлтавсӑрах кӗвӗҫнине пула вӗсем уйрӑлнӑ. Ачисем ҫук.
Леонид Нечаев кинорежиссёр каланипе, Матлюба Алимова пӗр вӑхӑт унӑн арӑмӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл унӑн арӑмӗсен хушшинчи пӗртен-пӗр актриса пулнӑ.
Фильмографи
- 1975 — Баллада о белогривой (Узбекистан)
- 1979 — Маленькие трагедии — Лаура
- 1979 — Цыган — Настя
- 1980 — В стремнине бешеной реки — Малика
- 1981 — И с вами снова я — Таня чикан хӗрӗ
- 1982 — Василий Буслаев — Ирина, Византи императрици
- 1982 — Встреча у высоких снегов — Зебо
- 1982 — Сегодня и всегда — Парвина
- 1983 — Сказка о Звёздном мальчике — курӑҫ тата чикан хӗрӗ
- 1983 — Жаркое лето в Кабуле (СССР, Афганистан) — Сухейль
- 1984 — Фраги — разлучённый со счастьем (Туркменистан) — Сурайя
- 1985 — Возвращение Будулая — Настя
- 1986 — О том, чего не было — Матлюба
- 1989 — Шакалы — Шабатаева
- 1989 — Полнолуние (Казахстан) — Мадина
- 1989 — Маленький человек в большой войне (Узбекистан) — Сайера
- 1990 — Восточный коридор, или Рэкет по… — Линда
- 1991 — Дикое поле — Фатима
- 1991 — Снайпер — Саланте
- 1992 — Они (Грузи)
- 1992 — Изобретатель фараона (Казахстан) — Египет царици Амасу
- 1993 — Красный поезд (Азербайджан) — Гюзаль
- 2002 — Товарищ Бойкенджаев (Узбекистан) — Ингилаб Умарова
- 2005 — Баллады о гусарах (Молдави) — Зара чикан хӗрӗ
- 2009 — Тарас Бульба — Эльжбетӑна пӑхакан тутар хӗрӗ
- 2010 — Точка кипения — Бахтиярӑн пӗрремӗш арӑмӗ
- 2010 — Судмедэксперты — Стелла Гулиева
- 2016 — Мухаморы
- 2022 — Подарок феи
Ӑнлантарусем
- ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Куда сгинула роковая красавица Настя из «Возвращения Будулая» Матлюба Алимова (выр.). kp.ru. «Комсомольская правда» (14 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.