Алоис Йирасек

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Алоис Йирасек
Alois Jirásek by Agence Rol.jpg
Чӑн ят чех Alois Jirásek
Çуралнă вăхăт 1851 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ(1851-08-23)[1][2][…]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1930 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ(1930-03-12)[1][2][…] (78 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Ачисем Q4884289?
Премисемпе чысланисем
Автограф Автограф ӳкерчӗкӗ
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Алоис Йирасек[5] (1851 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ, Гронов1930 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ) — чех ҫыравҫи тата общество ӗҫченӗ. Чехи ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗ.

Биографийӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алоис Йирасек 1851 ҫулта Гронов хулинче ҫуралнӑ.

Шкулта вӗрентекен пулса ӗҫленӗ. Гуситсен юхӑмне, австри хуҫаланнӑ тапхӑрпа («тӗттӗм вӑхӑт») наци чӗрӗлӗвӗн самантне сӑнлакан калӑпӑшлӑ историллӗ романсен ярӑмӗн авторӗ; «Ян Гуси», «Ян Жижка», «Йытӑ пуҫлисем» тата «Ян Рогачо» драма ярӑмне хайланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл уҫӑмлӑ чӗлхепе ҫырнӑ, нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ «Авалхи чех юмахӗсен» авторӗ. Ку хайлав — ачасемпе ҫамрӑксем валли калӑпланӑ (хӑш чухне ҫак халапсем тӑрӑх ҫырнӑ хайлав та) чех халапӗсен пуххи. Кӗнекене чехсен халапӗсемсӗр пуҫне словаксен Юрай Яношик ҫинчен тата еврейсен Голем ҫинчен ҫырнӑ халапӗсем те кӗнӗ.

«Юмахсенче» Чехи кун-ҫулӗн авалтан пуҫласа XVIII ӗмӗр вӗҫӗчченчи тапхӑрта пулса иртнӗ пулӑмсене каласа панӑ[6]. Пӗрремӗш пайӗнче, «Тӗн йышӑнничченхи юмахсем» ятлинче, чех халӑхӗн ҫырулӑхсӑр тата христиан тӗнне йышӑнничченхи, IX ӗмӗрчченхи йӑли-йӗркипе ӗненӗвне ҫырса кӑтартнӑ[7]. Малалла «Христиансен вӑхӑтӗнчи юмахсем» май пырать: IX ӗмӗртен пуҫласа вӑтам ӗмерсемччен. Ярӑм «Авалхи пророкла каланисем» пайпа вӗҫленет[8].

Стиль тӗлӗшӗнчен Йирасек Вальтер Скотт евӗрлӗ хайланӑ, унӑн позицийӗ — патриотла, хирӗҫӳсем тӳрремӗн пулса иртеҫҫӗ, ҫакна пула унӑн романӗсемпе пьесисем Чехословаки хӑйӗн никама пӑхӑнманлӑхне йӗркеленнӗ тапхӑрта питӗ паллӑ пулнӑ. 1918 ҫулта шӑпах Йирасек Вацлав тӳремӗнче Чехословаки ирӗклӗхӗн прокламацине вуласа панӑ. 1920 ҫултанпа Йирасек Национал-демократсен партинчен Сенат депутачӗ пулнӑ. Прагӑра вилнӗ, анчах ӑна тӑван Гроноврах пытарнӑ.

1930—1940-мӗш ҫулсенче Йирасека сулахайрисем (сӑмахран, Юлиус Фучик) Чехословаки республики ҫинчен официозлӑ «буржуазлӑ» мифологине йӗркелеме хутшӑннӑшӑн тиркенӗ. Апла пулин те коммунистсем влаҫа хӑйсен аллине илнӗ хыҫҫӑн 1948 ҫулта К. Готвальд хушӑвӗпе Йирасек пултарулӑхне патриотизм тӗслӗхӗ пек (танл., СССРта космополитизмпа кӗрешни) пропагандӑланӑ, чех ҫыравҫисем, коммунистсем, унӑн хайлавӗсем евӗр ҫырма тӑрӑшнӑ.

Вырӑсла куҫарнӑ хайлавсен пуххисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Собрание сочинений в 8 томах (Из десяти книг): Пер. с чеш. / [Под ред. Б. Шуплецова, А. Павловича]; [Вступ. статья Б. Шуплецова]; [Коммент. Н. Пашаевой, Б. Шуплецова]. — {{{1}}} м: Гослитиздат, 1955—1958.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2 Alois Jirasek // Encyclopædia Britannica (англ.)
  2. ^ 1, 2 Alois Jirásek // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
  3. ^ Archiv hl. m. Prahy, Matrika zemřelých hlavního magistrátu, sign. MAG Z7, s. 277 — Т. MAG Z7. — С. 277.
  4. ^ LIBRIS — 2018.
  5. ^ Унӑн кӗнекисене вырӑсла пичетлесе кӑларнӑ чухне, тата справочниксенче Ирасек вариантпа усӑ курнӑ.
  6. ^ Зарубежные детские писатели в России. Биобиблиографический словарь. — С. 184.
  7. ^ Зарубежные детские писатели в России. Биобиблиографический словарь.
  8. ^ Зарубежные детские писатели в России. Биобиблиографический словарь. — С. 185.