Андреев Алексей Дмитриевич
| Андреев Алексей Дмитриевич | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1916 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ[1] |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1949 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ (33 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | гварди аслă лейтенанчӗ |
| Часть | Вăта фронтăн 61-мĕш çарĕн 76-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 237-мĕш гварди стрелоксен полкĕ |
| Командӑланӑ | рота |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Андреев Алексей Дмитриевич (1916 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ, Борисоглебка[d] — 1949 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ, Ярославль) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Вӑта фронтӑн 61-мӗш ҫарӗн 76-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 237-мӗш гварди стрелоксен полкӗн рота командирӗ, гварди аслӑ лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.01.1944)[2][3][4].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1916 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Томск кӗпӗрнинчи Каин уесӗн (халӗ Новосибирск облаҫӗ) Уба вулӑсӗнчи Борисоглебка посёлокӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вӗренӳ — вӑтам шкул.
Хӗрлӗ Ҫарта 1936—1938 ҫулсенче тата 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен. Лена пӗрлештернӗ юханшыв пӑрахутлӑхӗнче ӗҫленӗ. 1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Вӑтаҫӗр ҫар пехота училищинче вӗренсе тухнӑ та фронта янӑ.
Вӑта фронтӑн 61-мӗш ҫарӗн 76-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 237-мӗш гварди стрелоксен полкӗн рота командирӗ А. Андреев гварди аслӑ лейтенанчӗ ертсе пыракан рота 1943 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче Чернигов облаҫӗн Репкин районӗнчи Мысы ялӗнчен анӑҫарах алӑ айне лекнӗ япаласенчен сулӑсем туса Днепр юханшывӗн утравӗ ҫине каҫнӑ.
Фашистсене йышӑннӑ позицисенчен ҫапса кӑларса, оборонӑна хӑвӑрт йӗркелесе, Андреев роти полкӑн ытти подразделенийӗсене Днепр урлӑ каҫма май туса панӑ. Фашистсем оборонӑна татма, пирӗн ҫарсен каҫҫине татма хӑтланнӑ. Рота тӑшманӑн контратакине сирсе янӑ, ҫав хушӑрах алла ытла гитлеровеца тӗп тунӑ, вуникӗ пулемёта ярса илнӗ, полкӑн ытти подразделенийӗсемпе юханшыв урлӑ каҫма пулӑшнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Андреев Алексей Дмитриевич гварди аслӑ лейтенантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№2940) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[5].
1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче «Выстрел» комсостав курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ.
1946 ҫултанпа А. Д. Андреев капитан — саппасра. Ярославль хулинче пурӑннӑ, ҫар училищинче преподавательте ӗҫленӗ.
1949 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Леонтьеври граждан ҫӑвинче пытарнӑ, 1994 ҫулта юлашкисене Ярославль хулинчи Ҫар мемориал масарӗн Паттӑрӗсен аллейинче ҫӗнӗрен пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.01.1944, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 2940);
- Ленин орденӗ (15.01.1944);
- Александр Невский орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
- Унӑн ячӗпе тиев теплоходне ят панӑ.
- Вӑл Ярославльте (Трефолев урамӗ, 13) пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ http://www.warheroes.ru/hero/hero.asp?id=9959
- ^ Андреев Алексей Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Андреев Алексей Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Андреев Алексей Дмитриевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 15 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 23 кӑрлачӑн (№ 4 (264)). — . 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
- Герои огненных лет. — Ярославль: Верхне-Волжское кн. изд., 1985.
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь. Т.1. — М.: Воениз., 1987.
- Нагорный А. Ф., Травкин В. В. Земли Владимирской богатыри. — Ярославль, 1967.
Каçăсем
Андреев Алексей Дмитриевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Юпан 10-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1916 ҫулта ҫуралнисем
- Юпан 19-мӗшӗнче вилнисем
- 1949 ҫулта вилнисем
- СССР-та вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- «Выстрел» курсӗсенчен вӗренсе тухнисем
- Александр Невский орденĕн кавалерĕсем (СССР)
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи рота командирӗсем