Андреев Алексей Сергеевич

Андреев Алексей Сергеевич (1924 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ, Ӗренпур2001 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ, Ӗренпур) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 3-мĕш Беларуç фрончĕн 5-мĕш çарĕн 159-мĕш стрелоксен дивизийӗн 491-мĕш стрелоксен полкĕн 45-мм тупăсен батарейин оруди командирĕ, кĕçĕн сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945) [1][2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1924 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Оренбургра рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. ВКП (б) пайташӗ 1946 ҫултанпа. Пуҫламӑш шкулпа ФЗО шкулне пӗтерсен слесарь пулса ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫар ретне 1942 ҫулта чӗнсе илнӗ. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Тупӑ командирӗ Андреев кӗҫӗн сержант Витебск облаҫӗнчи Шельмино ялӗ таврашӗнче тӑшман оборонине татнӑ чухне 1944 ҫулхи ҫӗртмен 23—24-мӗшӗнче ҫапӑҫусенче уйрӑмах палӑрнӑ. Тӑшманӑн темиҫе пулемёт йӑвине тата тупписене пӗтерсе тӑкнӑ, миномёт батарейин вутне пусарнӑ. Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Андреевӑн артиллери расчёчӗ Лучеса (халӗ Лучоса) юханшывӗ урлӑ каҫса тӑшманӑн 2 блиндажне аркатнӑ, тӑшман танкне тата 2 БТРне тӗп тунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1948 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Андреев Алексей Сергеевич кӗҫӗн сержанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ..

1947 ҫулта демобилизациленӗ. Тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Оренбург хулинче пурӑннӑ. «Гидропресс» заводра слесарь пулса ӗҫленӗ, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ.

2001 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
  • Ленин орденӗ (24.03.1945);
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
  • медальсем, ҫав шутра
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫирӗм ҫул» юбилей медалӗ;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе вӑтӑр ҫул» юбилей медалӗ;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе херӗх ҫул» юбилей медалӗ;
  • Оренбург хулин хисеплӗ гражданинӗ (27.04.1995).

Астӑвӑм

  • Паттӑр палӑкне «Степной» масар комплексӗн Паттӑрсен аллейинче вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Андреев Алексей Сергеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Андреев Алексей Сергеевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Кто есть кто в Оренбургской области. — 1998. — С. 6.
  • Оренбург — 260. — Димур, 2003. — С. 383.
  • Книга Памяти. — 2002. — С. 492.
  • А. Елисеев. Оренбуржцы в боях за Родину. — 1978. — С. 25—28.
  • Т. Беликова. Оренбуржье. Памятник А. С. Андрееву. — 2002.
  • С. Голубенький. Путь к подвигу. — 1970.

Каçăсем