Андреев Евгений Николаевич (парашютист)
Андреев Евгений Николаевич (1926 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ, Çĕн Çĕпĕр, Ҫӗпӗр крайӗ[d] — 2000 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ, Щёлково-3[d]) — СССР тава тивӗҫлӗ парашютист-испытателӗ (1985), СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (1963), Пӗтӗм Союзри категориллӗ судья, полковник, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (12.12.1962)[1],[2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Новосибирскра 1926 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ. КПСС пайташӗ (1972). 1937—1942 ҫулсенче Серов хулинчи ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Анат Тагил хулинче заводра ӗҫленӗ. Совет Ҫарӗн ретӗнче 1943 ҫултанпа. Армавир хулинчи вӗҫев шкулӗнче СССР Сывлӑш ҫар вӑйӗсен ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче парашют техникин тӗрӗслевҫисен ушкӑнӗнче пӗлӳ пухнӑ.
1955 ҫулта Рязаньти сывлӑш-десант команда училищинчен вӗренсе тухнӑ. Аслӑ шкулран вӗренсе тухсан парашют системисен тӗрӗслевҫи пулса тӑнӑ. 1962 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче совет космос программин ертӳҫи С. П. Королёв ирттерекен вӑрттӑн эксперимент шайӗнче Вольск полигонӗнчен «Волга» стратостат ҫинчен П. И. Долговпа пӗрле 25 500 метр ҫӳллӗшне хӑпарса парашютпа сикнӗ. 24 500 метра вӑл чул пек ӳксе сехетре 900 километр чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ[3][4][5][6]. Ҫапла майпа вӑл тӗнчери вӑхӑтӑн 4 мин. 30 ҫек.) тата ирӗклӗ ӳкӗм дистанцин (24 500 м) рекорчӗсем тунӑ[3][7], вӗсене Пӗтӗм тӗнчери авиаци федерацийӗ (FAI) ҫирӗплетнӗ. 2012 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче ҫеҫ Феликс Баумгартнер австриец ҫӗнӗ рекордсен ярӑмне палӑртнӑ, Андреев ҫӳллӗшӗнчен 12 000 м ҫӳллӗш хушса ун рекордне ҫӗнетнӗ. Андреевӑн ирӗклӗ ӳкӗм рекорчӗ тытӑнса юлнӑ: Австри парашютисчӗ ирӗклӗ вӗҫевре 4 мин. 20 ҫек. пулнӑ[8].
Парашют техникине тӗрӗсленӗ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн 1962 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе Андреев Евгений Николаевича Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль панӑ (№ 11092).
1985 ҫулта Е. Н. Андреева ҫӗршыври чи пӗрремӗшсенчен пӗрне СССР тава тивӗҫлӗ парашютист-испытателӗ хисеплӗ ят панӑ, кӑкӑр ҫинчи паллӑн номерӗ — 3.
Пӗтӗмӗшле Евгений Андреев парашютпа 4500 ытла хутчен сикнӗ[9], ҫав шутра стратосферӑран 8 сикӗм[4], тӗнчери 8 рекорд палӑртнӑ[10].
Мускав облаҫӗнчи Чкаловский посёлокӗнче пурӑннӑ. 2000 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче вилнӗ. Мускав облаҫӗнчи Щёлково районӗнчи Леониха салин ҫӑвинче пытарнӑ[11].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (12.12.1962, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль, № 11092);
- Ленин орденӗ (12.12.1962);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- С. П. Королёв академик ячӗллӗ медаль;
- СССР спорт обществисемпе организацийӗсен пӗрлӗхӗн пысӑк ылтӑн медалӗ (спортри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн);
- Пӗчӗк ылтӑн медальсем (тӗнче рекорчӗсемшӗн);
- «СССРти планеризма 50 ҫул» пысӑк медаль;
- СССР тава тивӗҫлӗ парашютист-испытателӗ (16.08.1985);
- СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (1963);
- Пӗтӗм Союзри категориллӗ судья[12].
Ҫемье
- Ашшӗ — Николай Васильевич Андреев — апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн инженер-технологӗ пулса ӗҫленӗ, ӑна 1937 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче репрессиленӗ.
- Амӑшне — Мария Степановнӑна — 8 ҫуллӑха Ҫурҫӗр Казахстана янӑ.
- Йӑмӑкӗ — Нина Николаевна. Пиччӗшӗпе пӗрле ашшӗ-амӑшне арестленӗ хыҫҫӑн Серов хулинчи ача ҫуртне палӑртнӑ.
- Валентина Владимировна Андреевӑна качча илнӗ, мӑшӑрланӑвӗ пурнӑҫ вӗҫленичченех тӑсӑлнӑ[10].
Астӑвӑм
- Е. Н. Андреев бюстне Рязаньти В. Ф. Маргелов ҫар генералӗ ячӗллӗ аслӑ сывлӑш-десант команда училищин Паттӑрӗсен аллейинче вырнаҫтарнӑ.
- Паттӑр ятне Новосибирскри Мухтав Монуменчӗ патӗнче Паттӑрсен аллейинче ӗмӗрленӗ.
- Мускав облаҫӗнчи Леониха (Лосино-Петровский хула тӑрӑхӗ) ялӗнчи масарта вилтӑпри ҫине палӑк лартнӑ.
Фактсем
- Чылай ҫӑлкуҫра ҫуралнӑ вырӑн тесе Новосибирск хулине кӑтартаҫҫӗ. Регионти сумлӑ ҫӑлкуҫсем вӑл кивӗ Бердскра (Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр облаҫӗнчи Бердск хули) ҫуралнине, каярах вӑл Новосибирск ГЭСне тунӑ чухне шыв айне пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫакӑн ҫинчен Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр облаҫӗн Мультимедиа архивӗ тата краеведени порталӗ, Евгений Сметанин историк ҫине таянса журналистсен 2025 ҫулхи тӗпчевӗ кӑтартса параҫҫӗ[10].
- Андреев Совет Союзӗнче чи малтан питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӗҫекен самолётран тухса кайнӑ.
- Вӑл летчиксен тумне тата космонавтсен хатӗрӗсене тӗрӗсленӗ, самолётсемпе вертолётсенчен синкер лару-тӑрура тухса ҫӑлӑнмалли правилӑсене хатӗрленӗ.
- Болгари пысӑк ҫӳллӗш парашютисчӗсене валли икӗ хутчен хатӗрлев курсне йӗркеленӗ.
Еткер
- Андреев Е. Н. Небо вокруг меня. — М.: ДОСААФ, 1983. — 70 с.
- Документлӑ фильм «Прыжок из космосаса» (реж. Г. Григорьева) — Андреевпа Долгов паттӑрлӑхне халалланӑ[10].
Ӑнлантарусем
- ^ Андреев Евгений Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Андреев Евгений Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Регистрация рекорда на сайте Международной парашютной федерации. 2014 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2 Сайт Герои страны — Евгений Николаевич Андреев. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи акан 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Статья из журнала «Скайдайвер». Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Уникальный прыжок из стратосферы. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Мария Яблонская. Полёты на краю Земли. Лента.Ру (15 юпан 2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
- ^ Виталий Головачев. Баумгартнер чуть не вошел в штопор во время свободного падения. Газета Труд (16 юпан 2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
- ^ Андреев Евгений Николаевич — Пантеон России(паллӑ мар). ruspanteon.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Прыжок из космоса: гриф «секретно» снят с дела уроженца НСО Евгения Андреева - Лента новостей Новосибирска (2025-10-06). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Могила Е. Андреева. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Андреев Евгений Николаевич | Мультимедийный архив Новосибирской области (выр.). archportal.nso.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.