Андреев Николай Михайлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Андреев Николай Михайлович
Andreev NikMih.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1923
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ пехота
Пехота
Звани гварди сержант
Часть Вăта фронтăн 61-мĕш çарĕн 76-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 239-мĕш гварди стрелоксен полкĕ
Командӑланӑ отделени
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Наградӑсемпе хисепсем

| Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg |} | Ленин орденĕ |-

|}

Андреев Николай Михайлович (1923, Вязьма уесӗ[d], Смоленск кӗпӗрни1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Вăта фронтăн 61-мĕш çарĕн 76-мĕш гварди стрелоксен дивизин 239-мĕш гварди стрелоксен полкĕн отделени командирĕ, гварди сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.01.1944)[1],[2],[3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1923 ҫулта Смоленск облаҫӗнчи Анчуки ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулта ҫичӗ класс пӗтерсен колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1937 ҫултанпа Мускав облаҫӗн Кунцево районӗнчи Очаковӑра пурӑннӑ, унта автослесарь пулса ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫара Андреев 1942 ҫулта чӗнсе илнӗ, анчах фронта 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ лекнӗ. 1943 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче совет чаҫӗсем Днепр урлӑ каҫнӑ чухне Андреев икӗ боецпа пӗрле тӑшман йышӑннӑ юханшыв хӗррине каҫнӑ. Темиҫе пулемёт пӑнчине пусарса, вӗсем тӗп вӑйсене ӑнӑҫлӑ каҫарма пулӑшаҫҫӗ. Ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра Андреев аманнӑ, анчах стройран тухман.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Андреев Николай Михайлович гварди сержантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ. Наградӑна ӑна парайман, мӗншӗн тесен 1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Андреев хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Андреев Николай Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Андреев Николай Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Андреев Николай Михайлович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Вуламалли

Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс.

Каçăсем