Анисимов Николай Никандрович
| Ҫын пирки | |
| Анисимов Николай Никандрович | |
| Çуралнă вăхăт | 1951 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 2013 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ (62 ҫул) |
| Гражданлăх | |
| Альма-матер | |
Анисимов Николай Никандрович (1951 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ, Ҫӗнкас, Ҫӗмӗрле районӗ, Чӑваш АССР — 2013 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1951 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗнкас ялӗнче ҫуралнӑ. 1969 ҫулта Хутарти вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумне вӗренме кӗнӗ. 1969 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1971 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен ПВО ҫарӗсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1973 ҫулта «Вӑрман хуҫалӑхӗн ӑсти» специальнӑҫне алла илсе техникумран вӗренсе тухнӑ. 1973 ҫулта Вӑрнар вӑрман хуҫалӑхӗн ширпотреб цехӗн ӑсти пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1974—1980 ҫулсенче — Вӑрнар вӑрман хуҫалӑхӗн Авруй лесничествин лесничийӗн пулӑшуҫи, 1980—1987 ҫулсенче — ҫав лесничествӑрах лесничи. 1983 ҫулта Мари патшалӑх политехника институтӗнчен вӗренсе тухса «Вӑрман хуҫалӑхӗн инженерӗ» специальнӑҫне алла илнӗ. 1987—1990 ҫулсенче — Вӑрнарти йывӑҫ тирпейлекен комбинатӑн директорӗ. 1990 ҫулхине КПСС Вӑрнар райкомӗнче ӗҫленӗ. 1990 ҫултан чӗри тапма чарӑничченех Вӑрнар вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ: 1990—1996 ҫулсенче — тӗп инженерта, 1996—2004 ҫулсенче — тӗп лесничире, 2004—2013 ҫулсенче — директор пулса.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2000);
- «РСФСР вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ.
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 128. — 168 с.
Каҫӑсем
- Ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1951 ҫулта ҫуралнисем
- Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралнисем
- Раштавӑн 22-мӗшӗнче вилнисем
- 2013 ҫулта вилнисем
- МарПТУ-ран вӗренсе тухнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ҫӗнкасра ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫисем
- Вӑрнар вӑрман хуҫалӑхӗ
- Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнче вӗреннисем
- Мари патшалӑх политехника институтӗнче вӗреннисем