Анискин Михаил Александрович

Анискин Михаил Александрович (1922 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ, Иглино районӗ[d]1944 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ, Витебск облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 3-мĕш Беларуç фрончĕн 3-мĕш гварди механизациленӗ корпусăн 8-мĕш гварди механизациленӗ бригадăн 44-мĕш гварди полкĕн танк командирĕ, гварди лейтенанчĕ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1] [2][3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче Пушкӑрт АССРӗнчи Ӗпхӳ кантонӗн Костино Озеро посёлокӗнче, халӗ Пушкӑрт Республикин Иглино районӗнче хӗсметре тӑракан ҫемьере ҫуралнӑ. Вырӑс. Вӗренӳ вӑтам[4].

Хӗрлӗ Ҫара Иглино райвоенкомачӗ 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче чӗнсе илнӗ. 1943 ҫулта Саратоври танк училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫапӑҫакан ҫарта 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа[5].

1944 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче разведка взвочӗн танк командирӗ М. А. Анискин гварди лейтенанчӗ Студенка (Витебск облаҫӗн Сенна районӗ) ялӗ патӗнче разведкӑра чухне тӑшманӑн 60 ытла автомашиналлӑ колоннине тата рота таран салтаксемпе офицерӗсене тӗлпулнӑ. Колоннӑна хӑй тӗллӗн ҫӳрекен орудипе темиҫе тупӑ хӳтӗлесе тӑнӑ. Анискин танкӗ яла пырса кӗрсен, унӑн ҫулне татнӑ, ҫапӑҫӑва йышӑнмалли ҫеҫ юлнӑ. Гварди лейтенанчӗ Анискин ҫапла шутланӑ та. Танк туппинчен вӑл колоннӑна аркатма тытӑннӑ. Хӑй, командӑсем парса, тупӑ патӗнче колонна ҫинелле пеме тытӑннӑ. Пирвайхи снарядсемпе колонна пуҫне пӑчлантарнӑ. Тӑшман хушшинче паника пуҫланнӑ. Вара Анискин лейтенант вут-ҫулӑма колонна хӳрине куҫарнӑ, кайран снаряд хыҫҫӑн снаряд персе колоннӑна ҫӗмӗрсе, машинӑсене тата тӑшманӑн чӗрӗ вӑйне пӗтерсе пынӑ[5].

Гварди лейтенанчӗ Анискин танкӗ хӑюллӑ та чӑрсӑр хӑтланни, сасартӑк тата тӗл пеме пуҫлани тӑшмана тупписемпе усӑ курма паман. Тӑшманпа пӗр сехет ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн Анискин гварди лейтенанчӗ хӑй тӗллӗн ҫӳрекен орудие ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, 60 автомашинӑна, апат-ҫимӗҫ складне тата ытти ҫар пурлӑхне тӗп тунӑ. Ҫак ҫапӑҫура чи юлашкинчен Анискин М. А. гварди лейтенанчӗ хӑй те вилнӗ. Ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра тӑшманӑн 75 салтакпа офицерне ытла вӗлернӗ[5].

Витебск облаҫӗнчи Сенна районӗнчи Пустынки ялӗнче пытарнӑ[6].

Анискин Михаил Александрович 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн)[5].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин Правительствин Постановленийӗпе Совет Союзӗн Паттӑрӗн Анискин Михаил Александровичӑн ятне Пушкӑртстан Республикинчи Иглино районне кӗрекен Охлебининово ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле вӗренӳ бюджет учрежденине панӑ[7];
  • Анискина Иглино районӗнчи Иглино салинче тата Пустынки ялӗнче палӑксем лартнӑ, унти шкулсене унӑн ятне панӑ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Анискин Михаил Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Анискин Михаил Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Анискин Михаил Александрович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 И. Г. Каримова. Анискин Михаил Александрович (выр.). Региональный интерактивный энциклопедический портал «Башкортостан» (10 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3, 4 Н. В. Уфаркин. Анискин Михаил Александрович (выр.). Международный патриотический интернет проект «Герои страны». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ.
  6. ^ Братская могила советских воинов и партизан в д. Пустынки, д. Пустынки, Сенненский район, Витебская область (выр.). Проект «Сохраним историю» РОО «Патриоты Беларуси». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ.
  7. ^ Постановление Правительства Республики Башкортостан от 2 октября 2020 года № 585 «О присвоении общеобразовательным организациям Республики Башкортостан имен Героев Советского Союза, Героев Российской Федерации и выдающихся деятелей Республики Башкортостан» (выр.). Правительство Республики Башкортостан (2 юпан 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Славные сыны Башкирии. Книга 3, Уфа, 1968.

Каçăсем