Аноприенко Михаил Григорьевич

Аноприенко Михаил Григорьевич (1918 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ, Новооскольский уезд[d], Мускав облаҫӗ[d]1986 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ, Самар) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мĕш Беларуç фрончĕн 2-мĕш гварди танк çарĕн 20-мĕш танксене пĕтерекен артиллери бригадин 206-мĕш танксене пĕтерекен артиллери полкĕн батарея командирĕ, капитан, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (31.05.1945)[1] [2] [3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. Вӑтам шкултан 1938 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Хӗрлӗ Ҫара ҫав ҫулах чӗнсе илнӗ.

Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронтра. 1942 ҫулта КПСС ретне тӑнӑ.

Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне илнӗ вӑхӑтра 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 2-мӗш гварди танк ҫарӗн 20-мӗш уйрӑм танксене пӗтерекен артиллери бригадин 206-мӗш танксене пӗтерекен артиллери полкӗн 2-мӗш батарея командирӗ, гварди аслӑ лейтенанчӗ.

Капитан Аноприенко Берлиншӑн пынӑ ҫапӑҫусенче палӑрнӑ. 1945 ҫулхи акан 22-мӗшӗнче тӑшманӑн тӗрев пунктне алла илессишӗн пынӑ ҫапӑҫура батарея икӗ орудие, виҫӗ пулемёта, дзот, миномёт батарейине пӗтернӗ. 1945 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче урамри ҫапӑҫусенче артиллери батарейи тӳп-тӳрӗ наводкӑпа персе тӑшманӑн тӗрев пунктне пусарнӑ, тӑшман салтакӗсен пысӑк йышне пӗтернӗ.

Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне илнӗ вӑхӑтра Аноприенко капитан.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен Аноприенко ҫарта хӗсмете малалла тӑснӑ. 1958 ҫултанпа Михаил Аноприенко майор запасра.

Куйбышевра ӗҫлесе пурӑннӑ. 1986 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Самарта «» масар ҫине пытарнӑ.

Наградӑсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (6785 №, 31. 05. 1945) — нимӗҫ фашисчӗсен захватчикӗсене хирӗҫ кӗрешӳ фронтӗнче командованин боевой заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтрах хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн;
  • Указ дати-31. 05. 1945.
  • Икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
  • 3-мӗш степеньлӗ Богдан Хмельницкий орденӗ;
  • Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ икӗ орденӗ;
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
  • медальсем.

Астӑвӑм

  • Ҫӗнӗ Оскол хула варринче Мухтав аллейинче Паттӑр портречӗпе асӑну палли вырнаҫтарнӑ.
  • Самарта унӑн ячӗ Металлургсен паркӗнчи Паттӑрсене асӑну паллипе ӗмӗрленӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Аноприенко Михаил Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Аноприенко Михаил Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Аноприенко Михаил Григорьевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Каçăсем