Аношин Михаил Степанович

Аношин Михаил Степанович (1915 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ, Чĕмпĕр1939 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ, Монгольская Народная Республика[d]) — 4-мĕш çар ушкăнĕн Ленин орденлĕ комбриг М. П. Яковлев ячӗллӗ 11-мĕш танк бригадин 1-мĕш танк батальонĕн 1-мĕш ротин «БТ-5» танкăн аслă механик-водителĕ, кĕçĕн командир, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.08.1939)[1] [2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ, вырӑс. Вӗренӳ тулли мар вӑтам, ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулӑн 5 класне пӗтернӗ. 1933 ҫултанпа Ульяновскри ҫӑкӑр заводӗнче слесарь-механик пулса ӗҫленӗ.

1936 ҫулхи кӗркунне ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ, Байкал лешьен ҫар округӗнчи бронетанк чаҫӗсенчен пӗринче хӗсметре тӑнӑ. 11-мӗш механизациленӗ корпусӑн кӗҫӗн пуҫлӑх йышӗн шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, танк механик-водителӗ пулнӑ. Васкавлӑ ҫар служби вӗҫленсен сверхсрочнӑя юлнӑ.

1939 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа Халхин-Гол (Монголи) юханшывӗ ҫинчи Япони милитарисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ.

Аношин М. С. Аношин хӑйӗн танкне тӑшман оборонин пӗтӗм тарӑнӑшне илсе ҫитернӗ. Танк командирне вӗлернӗ. Тепӗр танкӑн экипажӗпе пӗрле М. С. Аношин ертсе пыракан боецсем пӗр талӑк ытла тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, унтан хӑйсеннисем патне ҫӗмӗрсе кӗнӗ. 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пынӑ ҫапӑҫура хастар танкист пуҫне хурать. Ундэр-Хан (Монгол Халӑх Республики) хулинче пытарнӑ.

Ҫар тата интернационаллӑ тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн, кӗҫӗн комвзводшӑн Аношин Михаил Степановича 1939 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.

Наградӑсем

  • Указ дати-. 02. 1944.
  • Ленин орденӗ.

Астӑвӑм

Ҫар чаҫӗнчи хисеплӗ хӗрлӗармеецсен списокне кӗртнӗ. Совет Союзӗн Геройӗ М. С. Аношин ячӗпе Ульяновск хулинчи тӑкӑрлӑк ятне панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Аношин Михаил Степанович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Аношин Михаил Степанович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Каçăсем