Анри Матисс

Анри́ Мати́сс(фр. Henri Matisse; 31 раштав 1869, Ле-Като-Камбрези, Нор, Франци (Иккĕмĕш франци импери) — 3 чӳк 1954, Ницца, Франци) — франци ӳнерçи тата скульпторĕ, фовизм юхăмĕн ертӳçи. Кăмăл-туйăмсене тĕс тата калăп тăрăх парас шыравĕсемпе паллă.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Ачапа яшлăх çулĕсем

Анри Эмиль Бенуа Матисс (фр. Henri Émile Benoît Matisse) 1869-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче çурçĕр Францин Пикарди енĕнчи Ле-Като-Камбрези хулинче çуралнă. Вăл Эмиль Ипполит Матисспа Элоиза Анна Жерар кил-йышĕнчи аслă ывăлĕ пулнă. Ача çулĕсем кӳршĕри Боэн-ан-Вермандуа хулинче иртнĕ, унта ашшĕ тырă суту-илӳçи пулнă, лавкка тытнă. Амăшĕ ашшĕне лавккара пулăшнă тата тăм-савăт капăрласа илемлетнĕ.

1872-мĕш çулта унăн шăллĕ, Эмиль Огюст çуралнă. Ашшĕ ирĕкĕпе, аслă ывăлĕ çемье ĕçне еткерсе илме тивĕç, анчах та Анри, 1882-1887-мĕш çулсенче вăтам шкулта тата Анри Мартен лицейĕнче вĕреннĕ хыççăн, сут-тӳре ĕçне вĕренме Парижа каять.

Фовизм тапхăрĕ

1905-мĕш çулхи çу уйăхĕсене Матисс Андре Дерен тата Морис де Вламинкпа паллашать.

Матисс ăста лаççи

Вуламалли

  • Турчин В. С. По лабиринтам авангарда. — М.: Изд-во МГУ, 1993.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем