Антипенко Иосиф Степанович
Антипенко Иосиф Степанович (1910, Воскресенка[d] — 1945 ҫулхи акан 30-мӗшӗ, Берлин) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Беларуç фрончӗн 5-мӗш тапăнакан çарӗн 9-мӗш стрелоксен корпусӗн 301-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1052-мӗш стрелоксен полкӗн çыхăну ротин телефонисчӗ, сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.05.1946)[1][2][3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1910 ҫулта Украинӑри Херсон облаҫӗнчи Новотроицк районӗнчи Воскресенка ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Украин. 4 класс, трактористсен курсне вӗренсе пӗтернӗ. Колхозра комбайнерта, бригадирта тата ферма заведующийӗнче ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1943 ҫултанпа. Ҫапӑҫакан ҫарта 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа.
1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш тапӑнакан ҫарӗн 9-мӗш стрелоксен корпусӗн 301-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1052-мӗш стрелоксен полкӗн ҫыхӑну ротин телефонисчӗ Антипенко Иосиф Иванович сержант уйрӑмах 1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче фашистла Германин тӗп хулинче Берлинта ҫапӑҫусем пынӑ чухне палӑрнӑ.
Антипенко 1052-мӗш стрелоксен полк командирӗпе батальон командирӗсен ҫыхӑнӑвне тытса, тӑшман вут-хӗмне пула татӑлнӑ вунӑ ытла татӑлчӑк пӑралука ҫитсе сыпса тӑнӑ.
1945 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче 1052-мӗш стрелоксен полкӗ ҫурт хыҫҫӑн ҫурта ирӗке кӑларнӑ. Гитлеровецсем ҫыхӑнӑва пӗрре кӑна мар сиенлетнӗ, анчах Антипенко сержант И. С. ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑ, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр тӑшманӑн вут-ҫулӑмӗ айӗнче лини ҫинчи пилӗк татӑлнӑ вырӑна сыпса полк командованийӗн тата батальонсен ҫыхӑнӑвне пӗр кӑлтӑксӑр тытса тӑнӑ. Ҫак ҫапӑҫура Иосиф Антипенко сержант хырӑмӗнчен йывӑр аманнӑ.
Ыратнине пӑхмасӑр Антипенко рота командирӗ патне ҫитнӗ те ҫыхӑну линине юсаса ҫӗнетни ҫинчен пӗлтернӗ. Илнӗ сурансене пула 2-3 минутранах вилнӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Антипенко Иосиф Степанович сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят (вилнӗ хыҫҫӑн) панӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.05.1946, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (15 05.1946);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
- III степеньлӗ Мухтав орденӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
- Берлинта пытарнӑ. Тӑванла вилтӑпри обелискӗ ҫинче вилнӗ салтаксен нумай ячӗсем хушшинче унӑн ятне те касса кӑларнӑ.
- Украинӑн Херсон облаҫӗнчи Новотроицк районӗнчи Воскресенка ялӗнче И. С. Антипенкона асӑнса палӑк тата асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ, ентеш-герой ячӗпе урам ятне панӑ.