Антипин Иван Николаевич

Антипин Иван Николаевич — (1914, Киренский уезд[d], Иркутское генерал-губернаторство[d]1943 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ, Брагинский район[d], Полесская область[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Вăта фронтăн 61-мĕш çарӗн 356-мĕш стрелоксен дивизийӗн 483-мĕш уйрăм сапёр батальонӗн сапёрсен отделенийӗн командирӗ, кĕçĕн сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.01.1944)[1][2][3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1914 ҫулта Иркутск кӗпӗрнинчи Кирен уесӗн (Иркутск облаҫӗн Усть-Кут районӗ) Усть-Кут вулӑсӗнчи Кокуй ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс.

1921 ҫулта Подымахри пуҫламӑш шкула вӗренме кӗнӗ, кайран Таюра шкулӗнче тата Марково ялӗнчи шкулта вӗреннӗ. 1928 ҫулта комсомола кӗнӗ, кайран Усть-Кут тата Кирень шкулӗнче вӗреннӗ. Шкул пӗтерсен Иркутска куҫса кайнӑ, унта фабрикӑпа завод вӗрентӗвӗн шкулӗнче вӗреннӗ.

Вӗренсе тухсан облаҫри стрелоксен «Осоавиахим» клубӗн инструкторӗ пулса ӗҫленӗ. 1940 ҫулта Усть-Кута таврӑннӑ, Усть-Кут райӗҫтӑвкомӗн заведующийӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

1942 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ӑна Усть-Кут райвоенкомачӗ Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ.

1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче фронта ҫапӑҫакан ҫара ӑсатнӑ. Вӑта фронтӑн 61-мӗш ҫарӗн 356-мӗш стрелоксен дивизийӗн 483-мӗш уйрӑм сапёр батальонӗн сапёр уйрӑмӗн командирӗ пулса Анӑҫ, Брянск, Орёл тата Тӗп фронтсенче ҫапӑҫнӑ. Ҫавӑн пекех Орёл патӗнчи тата Курск патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Орёл операцийӗ вӑхӑтӗнче Иван Николаевич хӑйӗн боецӗсемпе 400 мина тата «парне» сиенсӗрлетнӗ.

1943 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче хӑйӗн уйрӑмӗпе Любеч (Украинӑн Чернигов облаҫӗнчи Репкин районӗ) пурӑнан вырӑнӗ патӗнче Днепрӑн сулахай ҫыранне каҫма кимӗ шыраса сулӑсем тума тытӑннӑ, ҫавӑн пекех каҫӑ валли меллӗ вырӑнсем шыранӑ. 1943 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче, ҫӗрле, тӑшманӑн вӑйлӑ пулемёт тата миномёт вучӗ айӗнче юханшыв урлӑ батальона каҫарнӑ.

1943 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче Днепр плацдармӗнче ҫапӑҫнӑ чухне пуҫ хунӑ. Чи малтанах Белоруссин Гомель облаҫӗнчи Брагин районӗнчи Людвинов ялӗнче (халӗ ял ҫук) пытарнӑ, анчах та каярахпа ҫӗнӗрен Куритичи ялӗнче (халӗ Петриково районӗ, Гомель облаҫӗ, Беларуҫ) пытарнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Антипин Иван Николаевич кӗҫӗн сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят (вилнӗ хыҫҫӑн) панӑ.

Астӑвӑм

  • Унӑн ятне Иркутскри ДОСААФ стрелок клубне панӑ;
  • Беларуҫри Гомель облаҫӗн Брагин районӗн таврапӗлӳ музейӗн ҫурчӗ ҫинчи асӑну хӑминче ун ятне 15-мӗш номерпе ҫырса хунӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Антипин Иван Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Антипин Иван Николаевич.
  3. ^ Антипин Иван Николаевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Каçăсем