Антонец Никита Степанович
| Антонец Никита Степанович | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1915 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ (15-мӗшӗ) |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1966 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ (50 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | гварди лейтенанчĕ |
| Часть | Вӑта фронтӑн 2-мӗш гварди кавалери корпусӗн 3-мӗш гварди кавалери дивизин 12-мӗш гварди кавалери полкӗн взвод командирӗ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Антонец Никита Степанович (1915 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ [15-мӗшӗ], Животовка[d], Ильинцы районӗ[d] — 1966 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ, Оратов районӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Вӑта фронтӑн 2-мӗш гварди кавалери корпусӗн 3-мӗш гварди кавалери дивизин 12-мӗш гварди кавалери полкӗн взвод командирӗ, гварди лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (18.05.1943)[1][2][3][4].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Халӗ Украинӑри Винница облаҫӗнчи Оратовка районӗнчи Животовка ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Украин. Вӗренӳ — вӑтам пӗлӳ.
1936—1939 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче чӑн ҫар хӗсмечӗ иртнӗ. Кавалери чаҫӗнче хӗсметре тӑнӑ. Полк шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ та кӗҫӗн лейтенант званийӗнче демобилизациленнӗ.
Иккӗмӗш хут Хӗрлӗ Ҫара 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче чӗнсе илнӗ. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1941 ҫулта Ташкентра кӗҫӗн лейтенантсен курсне пӗтернӗ. Ҫапӑҫусенче йывӑр аманнӑ.
1943 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Вӑта фронт ҫарӗсем тапӑнӑва куҫнӑ. Юланутҫӑсем Новгород-Северский патӗнче Десна патне хӑвӑрт ҫитнӗ. Анчах сылтӑмра та, сулахайра та ҫакӑн пек ӑнӑҫу пулман, ҫавӑнпа та командовани кавалери корпусӗн чаҫӗсене хӳтӗленӗве куҫма хушнӑ. Тепӗр темиҫе кунтан Десна патне ыткӑнса тухнӑ утлӑ ушкӑна тӑшман флангпа тылран тапӑннӑ.
1943 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗнче Сума облаҫӗнчи Шосткин районӗнчи Вовна сали патӗнче хӳтӗленекен 12-мӗш гварди кавалери полкне тӑшман пехотин икӗ полкӗпе аллӑ танк хупӑрласа илнӗ. Фашистсем, хӑйсен ытларах вӑй пулнипе усӑ курса, совет ҫарӗсен хӳтӗлевне татнӑ. Ҫак ҫапӑҫура Никита Антонец чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Нимӗҫ танкӗсенчен пӗри, совет боецӗсем ҫине пулемётпа тупӑ пеме пуҫласан, Антонец ун ҫине улӑхса кайнӑ та танк пулемечӗн шарнирлӑ кӗпҫине аяккалла пӑрнӑ. Ҫапла вӑл хӑйӗн вуншар юлташне вилӗмрен ҫӑлнӑ. Тӑшман туппи пенӗ самантра танк башни ҫинчен сывлӑш хумӗ сирпӗтсе ҫӗре ӳкернӗ. Вӑл ҫӗр ҫинчен тӑма та ӗлкӗреймен, танкӑн ҫӳлти люкӗ уҫӑлнӑ та, тӑшман совет командирне автоматран пенӗ.
Тӗттӗмленсен, хулпуҫҫипе кӑкӑрне йывӑр амантнӑскер, вӑрмана ҫитнӗ, унта ӑна совет салтакӗсем курнӑ. Хӗрлӗ Ҫарӑн пысӑк вӑйӗсем пырса ҫитнипе усӑ курса кавалеристсем ункӑран тухнӑ. Тӑшмана Сев юханшывӗ хӗрринче чарнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Антонец Никита Степанович гварди лейтенантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№1059) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Госпитальте сипленнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн полкне таврӑннӑ та Ҫӗнтерӳ кунӗччен вӑрҫа малалла хутшӑннӑ.
1945 ҫул вӗҫӗнчен пуҫласа запасра. Винница облаҫӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ. 1966 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче йывӑр та вӑрах чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (18.05.1943, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 1059);
- Ленин орденӗ (18.05.1943);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫирӗм ҫул» медаль;
- медальсем.
Астӑвӑм
Совет Союзӗн Паттӑрне Н. С. Антонеца тӑван ҫӗрӗнче бюст лартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Антонец Никита Степанович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Антонец Никита Степанович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Антонец Никита Степанович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему составу Красной Армии» от 18 мая 1943 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1943. — 25 мая (№ 19 (225)). — С. 1
Вуламалли
Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
Каçăсем
Антонец Никита Степанович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
