Антонов Валерий Михайлович

Антонов Валерий Михайлович (1965 ҫулхи акан 20-мӗшӗ, Каншел, Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Чӑвашгосснаб» ТМЯО аталану енӗпе ӗҫлекен директорӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1965 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялти 8 ҫул вӗренмелли шкулта, Аслӑ Арапуҫри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Камчаткӑри Петропавловск тинӗс училищинчен «карапсем ҫинчи вӑй-тытӑм хатӗрӗсене ӗҫлеттересси» специальнӑҫпа (1985), И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен «юриспруденци» специальнӑҫпа (2000) вӗренсе тухнӑ.

  • 1986—1995 ҫулсенче Камчаткӑри Петропавловскри В. И. Ленин ячӗллӗ пулӑ тытакан колхозра юсав автослесарӗ, механик, аслӑ механик пулса вӑй хунӑ.
  • 1995 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче — Камчаткӑри Петропавловскри таможня инспекторӗ.
  • 1995—1997 ҫулсенче — Камчаткӑри Петропавловскри «Иянин Кутх» АХО механикӗ.
  • 1997—1998 ҫулсенче — «ТАВ» ТМЯО юрисконсульчӗ.
  • 1998—1999 ҫулсенче — «ТАВ» компани» ТМЯО юрисконсульчӗ, тӗп директорӑн йӗркелӳпе право енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, тӗп директорӗ.
  • 1999—2000 ҫулсенче — «ТАВ юридици фирми» ТМЯО тӗп директорӗ.
  • 2000—2004 ҫулсенче – «Чӑвашгосснаб» АУО тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗ, тӗп директорӗ.
  • 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗ — Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ» КУП директорӗ.
  • 2004—2011 ҫулсенче – «Чувашгосснаб» концерн» тӗп директорӗ, (2008—2009 ҫулсенче — аталану енӗпе ӗҫлекен директор).
  • 2011—2013 ҫулсенче – «Чӑвашгосснаб» ТМЯО тӗп директорӗ.
  • 2014—2017 ҫулсенче – «Чӑвашгосснаб» ТМЯО управляющийӗ.
  • 2017—2023 ҫулсенче – «Чӑвашгосснаб» ТМЯО тӗп директорӗ.
  • 2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа — «Чӑвашгосснаб» ТМЯО аталану енӗпе ӗҫлекен директор[1].

Обществӑлла ӗҫ

Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн пайташӗ.

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Хула хӑтлӑхӗ» проекчӗн Чӑваш Республикинчи координаторӗ шутланать[2][3].

Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн тӑваттӑмӗш-улттӑмӗш суйлавӗсен депутачӗ пулнӑ Хула хуҫалӑхӗн комитетне ертсе пынӑ, Бюджет комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ.

2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗнчен пӗрлӗхлӗ суйлав округӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне (Патӑрьел 2-мӗш регион ушкӑнӗ) суйланнӑ, депутат ӗҫне-хӗлне тӗп ӗҫ-хӗлӗнчен уйрӑлмасӑр пурнӑҫлакан.

  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительствипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх комитечӗн пайташӗ,
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Ҫурт-йӗр политикипе инфратытӑм аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ,
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Регламент ушкӑнӗн пайташӗ[4].

Ҫемье

  • Ашшӗ — Михаил Осипович, амӑшӗ — Сираида Фёдоровна.
  • Мӑшӑрӗпе — Елена Александровнӑпа — икӗ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ: Екатерина тата Иван.

Кӑсӑк самант

Спортпа туслӑ:

  • шкулта вӗреннӗ чухнех ирӗклӗ кӗрешӳпе айланнӑ,
  • Шупашкарта скандинави уттине пуҫарса яракансенчен пӗри,
  • 2022—2024 ҫулсенче Атӑл урлӑ ишсе каҫассипе Chebswim ӑмӑртӑва хутшӑннӑ,
  • 2025 ҫулта «Chebswim — 2025» ӑмӑртура 60 ҫултан аслӑрах ветерансем хушшинче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ[5].

Ыркӑмӑллӑх ыйтӑвӗсене — чиркӳсем тӑвас тата юсас, спортпа культура ӗҫченӗсене пулӑшас, мероприятисем ирттерес ӗҫсене — пысӑк тимлӗх уйӑрать. Куславкка районӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсем тӑвакансене» мемориала тума пысӑк тӳпе хывнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшассипе хастар ӗҫлет.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин халӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ,
  • «Шупашкар хули умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль,
  • «Чӑваш автономи облаҫне никӗсленӗренпе 100 ҫул» медаль,
  • Вырӑс православи чиркӗвӗн «Апостолсемпе тан Владимир Аслӑ кнеҫ вилнӗренпе 1000 ҫул ҫитнине асӑнса» юбилей медалӗ,
  • «Раҫҫей флочӗ 300 ҫулта» юбилей медалӗ,
  • «Шупашкар хули 550 ҫул тултарнине асӑнса» юбилей медалӗ,
  • Чӑваш Республикин Хисеп хучӗ[6],
  • Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗпе суту-илӳ министерствин Хисеп хучӗ,
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ,
  • Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн Хисеп хучӗ,
  • Шупашкар хула администрацийӗн Хисеп хучӗ,
  • Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗ[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Антонов Валерий Михайлович (с 19.09.2021). Государственный Совет Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
  2. ^ Антонов Валерий Михайлович (выр.). https://chuvash.er.ru. «Единая Россия». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
  3. ^ «ЕР» поможет в проведении Всероссийского голосования за объекты благоустройства (выр.). ЧелябинскСегодня (2 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
  4. ^ Антонов Валерий Михайлович (с 19.09.2021). Государственный Совет Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
  5. ^ Владислав ДМИТРИЕВ. На старт вышли и депутаты (выр.). Газета «Республика» Государственного Совета Чувашской Республики (23 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
  6. ^ Николаев наградил Почетной грамотой депутата Госсовета Чувашии. na-svyazi.ru (21 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
  7. ^ Владислав Николаев. У Антоновых новаторство – в крови. Газета «Республика» Государственного Совета Чувашской Республики (26 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.