Антонов Василий Сергеевич
Антонов Василий Сергеевич (ҫур. 1949 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ, Çĕнĕ Хурамал, Мияки районĕ, Пушкăрт АССР, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тата Раҫҫей поэчӗ, ҫыравҫи.
Чăваш Республикин профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (2003), Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташĕ (2003)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Пушкӑрт АССРӗнчи Мияки районӗнчи Ҫӗнӗ Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗпхӳри музыкӑпа педагогика училищинчен‚ Пушкӑрт патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Пушкӑртстанри Учала хулинче учитель пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Вырӑнти «Ҫурлапа мӑлатук» хаҫат сотрудникӗ пулнӑ, шалти ӗҫсен органӗсенче тата ведомствӑлла ҫар хуралӗнче ӗҫленӗ.
Пушкӑртстанри Иглино районӗнчи Чӑваш Кӑпавӗ «Пилеш» чӑваш юррин халӑх ансамблӗн ертӳҫи[1].
Общество ӗҫне, Пушкӑртстанри чӑваш пӗрлешӗвӗсен ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать, тӗлпулусене ҫӳрет[2].
Ҫемье
Авланнӑ. 2 ача ҫитӗнтернӗ[3].
Пултарулӑх
Малтанхи сӑввисемпе калавӗсене 1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсенче, «Урал сасси», «Хыпар» хаҫатсенче, «Шуратӑл кӗввисем», «Улькар», «Душевные искры» хайлавсен пуххисенче пичетленнӗ[1].
Кӗнекисем
Унăн пичетленсе тухнă кӗнекисем[1]:
- Антонов, В. С. Вӑрттӑн телей : калавсем / Василий Антонов; [Ю. Силэм умсӑмахӗ]. — Шупашкар : Калем, 2003. — 224 с.
- Антонов, В. С. Ик ҫыран хушшинче : сӑвӑсем, повесть / Василий Антонов; [В. Енӗш ум сӑмахӗ]. — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2010. — 259 с. : ил.
- Антонов, В. С. Каҫхи уйӑх ҫутипе : икӗ пьеса, пӗр калав / Василий Антонов; [редакторӗ П. К. Андреев]. — Шупашкар : [и. ҫ.], 2022. — 133, [2] с. : ӳкерчӗксем.
- Антонов, В. С. Пӗрле пулар : сӑвӑсем / Василий Антонов. — Шупашкар, 2012. — 62 с.
- Антонов, В. С.. Пӗчченҫи : виҫӗ калав, пӗр повесть / Василий Антонов. — Шупашкар, 2022. — 125, [2] с.
- Антонов, В. С. Сӑнӳкерчӗкпе калаҫни : ҫӗнӗ сӑвӑсем / Василий Антонов. — Шупашкар : [и. ҫ.], 2020. — 57, [2] с.
- Антонов, В. С. Ҫылӑх : повесть / Василий Антонов ; ; [редакторӗ П. К. Андреев]. — Шупашкар : [и. ҫ.], 2021. — 114, [1] с.
- Антонов, В. С. Тивлет : роман / Василий Антонов; [редакторӗ П. К. Андреев]. — Шупашкар : [и. ҫ.], 2021. — 186, [1] с.
- Антонов, В. С. Тухӑҫран анӑҫалла : калавсем / Василий Антонов. — Шупашкар : [и. ҫ.], 2021. — 102, [1] с.
- Антонов, В. С. Уйрӑлу каҫӗ : калавсем, тӗрленчӗк, пьеса / Василий Антонов; [Александр Савельев-Сас умсӑмахне ҫырнӑ]. — Шупашкар : [и. ҫ.], 2020. — 149, [2] с.
- Антонов, В. С. Неповторимое счастье мое : [стихотворения] / Василий Антонов. — Чебоксары, 2013. — 310, [9] с.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Антонов, Василий Сергеевич (писатель; 24.01.1949) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Встреча с писателем, членом Союза писателей Чувашской Республики и России Василием Антоновым (выр.). Газета «Светлый путь» (24 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Заслуженные люди (выр.). Администрация сельского поселения Новокарамалинский сельсовет. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
Вуламалли
- Василий Антонов // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2003. — [Т. 1] : Проза. — С. 472.
- Василий Сергеевич Антонов// Тӑван Атӑл. — 2014. — № 2. — С. 25 : сӑн ӳкерчӗк.
- Васильев-Бурзуй, Е. Пушкӑрт чӑвашӗсен пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен / Е. Васильев-Бурзуй // Хыпар. — 2014. — 18 нарӑс. — С. 3.
- Ишимбай, М. Пурӑнать хастар чӑваш / М. Ишимбай // Урал сасси (Пушкӑртстан). — 2019. — 24 кӑрлач/январь (№ 4). — С. 3.
- Ишимбай, М. Пурӑнать хастар чӑваш / М. Ишимбай // Тӑван Атӑл. — 2019. — № 2. — С. 46.
- Никифорова, В. В. Хальхи литература идеи-идеалӗ: 2001—2005 ҫулсенчи проза / В. В. Никифорова // Актуальные вопросы истории и культуры чувашского народа. — Чебоксары, 2011. — Вып. 1. — С. 204—227.. — См. текст
- Осипов, Н. Н. «Тӑван Атӑл» паянхи чӑваш калавне туптакан литература лаҫҫи / Н. Н. Осипов // Хальхи чӑваш калавӗ (2000—2015 ҫулсем) / Н. Н. Осипов. — Шупашкар, 2015. — С. 13-23.
- Савельев-Сас А. Хивре сӑвӑсем / А. Савельев-Сас // Урал сасси (Пушкӑртстан). — 2012. — 24 ҫу (№ 21). — С. 3.
- Челпир, Г. Вичкӗн куҫлӑ ҫыравҫӑн кӑмӑллӑ сӑнарӗсем / Г. Челпир // Урал сасси (Пушкӑртстан). — 2018. — 22 ҫу/май (№ 21). — С. 3.
- Антонов Василий Сергеевич // Краткая чувашская энциклопедия Башкортостана. — Уфа, 2014. — С. 36.
- Афанасьев, П. Антонов Василий Сергеевич / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 30.
- Ялгир, П. Антонов Василий Сергеевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 13.