Антонов Иван Васильевич
| Антонов Иван Васильевич | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1920 |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1943 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | гварди аслă сержанчĕ |
| Часть | 1-мӗш Украина фрончӗн 3-мӗш гварди танк ҫарӗн 7-мӗш гварди танк корпусӗн 56-мӗш гварди танк бригадин 425-мӗш танк батальонӗн Т-34 танк механик-водителӗ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Антонов Иван Васильевич (1920, Искор[d], Урал облаçĕ (РСФСР) — 1943 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ, Васильковский район[d], Киев облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне илнӗ вӑхӑтра 1-мӗш Украина фрончӗн 3-мӗш гварди танк ҫарӗн 7-мӗш гварди танк корпусӗн 56-мӗш гварди танк бригадин 425-мӗш танк батальонӗн Т-34 танк механик-водителӗ, гварди аслӑ сержанчӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.01.1944)[1][2][3][4].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1920 ҫулта Перӗм Енри Чердынск районӗнчи Искор ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. 6 класс вӗреннӗ. Искор лесхозӗнче лесник, кайран вырӑнти МТСра шофер пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1939 ҫултанпа. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фронтра 1943 ҫултанпа. 56-мӗш гварди танк бригадинче Т-34 танкӑн водителӗ пулса ҫапӑҫнӑ. Сылтӑм ҫыранӗнчи Украинӑна ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче палӑрнӑ.
1943 ҫулхи чӳкӗн 4-6-мӗшӗнчи ҫапӑҫусенче Антонов гварди аслӑ сержанчӗ механик-водитель пулнӑ экипаж, малтанхисен шутӗнче Киев — Житомир шоссине ҫитнӗ, Святошино ялне, унтан Жуляны станцине (халӗ Киев хулине кӗрет) тата Глеваха ялне (халӗ Киев облаҫӗнчи посёлок) ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Ҫапӑҫура унӑн танкне ҫапса тивӗртнӗ, механик-водитель аманнӑ. Аманнине пӑхмасӑр Антонов танка юсанӑ та каллех тӑшман ҫине ыткӑннӑ. Ҫак ҫапӑҫура Антонов хӑйӗн танкӗпе тиенӗ 12 автомашинӑна, 5 танка хирӗҫ туппа, 3 пулемёта, 2 ултӑ кӗпҫеллӗ миномёта расчёчӗсемпе пӗрле, 13 лав тата тӑшманӑн 75 салтакӗпе офицерӗ таранах тӗп тунӑ. Анчах механик-водителӗн суранӗсем те вилмеллех пулнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Антонов Иван Васильевич гварди аслӑ сержанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят (вилнӗ хыҫҫӑн) панӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.01.1944, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (10.01.1944).
Астӑвӑм
- Юлашки ҫапӑҫу вырӑнӗнче, Глеваха посёлокӗнче, пытарнӑ, унта ӑна халалласа палӑк лартнӑ.
- Тӑван Искор ялӗнче ӑна халалласа стела-мемориал вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Антонов Иван Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Антонов Иван Васильевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Антонов Иван Васильевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 января (№ 3 (263)). — С. 1
Вуламалли
Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
