Артемьев Виктор Митрофанович
Артемьев Виктор Митрофанович | |
---|---|
Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1905 |
Ҫуралнӑ вырӑн | Раҫҫей империйӗ Пăва уесĕ Алманчă халь Патăрьел районĕ |
Вилнӗ вӑхӑт | 1971–мĕш çул |
Вилнӗ вырӑн | СССР Украина ССР Кĕйӳ |
Пӑхӑнни |
![]() |
Хӗсметри ҫулсем | - |
Звани | Шаблон:СССР, 2-мĕш рангри капитан |
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
Наградӑсемпе хисепсем |
Артемьев Виктор Митрофанович - Ленин орденĕн кавалерĕ, 2-мĕш рангри капитан.
Кун-çулĕ
1905-мĕш çулта Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. Çар службине Ленинградра пуçланă. Срокран юлса взвод командирăн пулăшаканĕ пулнă. Политруксен шкулне пĕтернĕ хыççăн Аякри Тухăçра, торпеда катĕрĕсен дивизионĕнче хесметре тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче Атăл флотилинче, кайран Хура Тинĕс флотĕнчи торпеда катĕрĕсен бригадинче нумай çапуçусене хутшăннă. Вăрçă хыççăн Дунай флотилинче. 1949-1950-мĕш çулсенче Мускаври çар-политика академинче вĕреннĕ, ун хыççăн Камчаткăра хĕсметре тăнă. 1971-мĕш çулта Кĕйӳра вилнĕ. Офицерсен династине пуçаракан. Ывăлĕ, Артемьев Виталий Викторович, 1-мĕш рангри капитан.
Чысĕсем
- Ленин орденĕ;
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ (иккĕ);
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (иккĕ);
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш шайри орденĕ.
Вуламалли
- Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 25.
Категорисем:
- Пăва уесĕнче ҫуралнисем
- Патăрьел районĕнче ҫуралнисем
- Кĕйӳра вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕсем
- Рувики:Ҫӑр ҫынни пирки ҫырнӑ ӳкерчӗксӗр статьясем
- Чăваш Ен паллă çыннисем
- Чăваш Енĕн паллă çар çыннисем
- Çынсем, алфавитпа
- 1905 ҫулта ҫуралнисем
- 1971 ҫулта вилнисем