Аслă Мами (Тури Услон районĕ)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ял
Аслă Мами
Флаг Герб
Флаг Герб
55°24′02″ с. ш. 48°40′31″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Тутарстан
Муниципаллă район Тури Услон
Ял хутлăхĕ Аслă Мами
Шайли пайлану урамсем
Сехет тӑрӑхӗ UTC+4:00
Национальноҫсем вырăссем, чăвашсем
Конфессисем православсем
Катойконим аслăмамисем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 84374
Почта индексӗ 422588
ОКТМО кочӗ 92620403101
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) 92220000002
Карттӑна кӑтарт/пытар
Аслă Мами на карте
Аслă Мами
Аслă Мами

Аслă Мами (тут. , выр. Большие Меми) — Тутарстанăн Тури Услон районĕнчи ял. Тахçан, 19-мĕш ĕмĕрте унта çурри вырăссем, çурри чăвашсем пурăннă пулнă. Каярахпа, 1923-мĕш çулта, чăвашсем урăх тĕле, хальхи Анатри Кÿлĕ ялне никĕслесе куçса ларнă. Çапах та вĕсем унта паянхи кун та пур — Аслă Мамин кашни виççĕмĕш çынни (33%).

Ял ячĕн этимологийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял ячĕ ăçтан пуçланса кайни паллă мар. Анчах та Чăваш республикинчи Канаш районĕнче "Мами" компонентлă ойконимсем пурри хăшпĕр тĕшмертÿсем патне çывхарма хистет. Тури Услонри Тĕп кĕнекесарăн сайтĕнче чăваш чĕлхинчи темĕнле сăмахпа çыхăнтарма хăтланнă. "Кăкăр" тенине пĕлтерет имĕш çав сăмах. Анчах та чăннипе унашкал сăмах пурри иккĕленÿллĕ.

Вĕрентÿ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтан ялта икĕ шкул пулнă: вырăс земство шкулĕ тата Сăваплă Гурий Тăванлахĕн чăваш шкулĕ; 1889-мĕш çул хыççăн шкулсене пĕрлештернĕ, анчах вырăс ачисен ушкăнне тата чăваш ачисен ушкăнне кашнине уйрăм йĕркепе вĕрентме пăрахман[1].

Чăваш шкулĕ 1883-мĕш çултанпа[2], вырăс шкулĕ 1884-мĕш çултанпа[3] ĕçленĕ.

  • Садоводство и чуваши Свияжского уезда. / Волжский вестник, 1899.
  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.
  • Чуваши Присвияжья: история и культура : [монографическое исследование] 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; [А. П. Васильева и др. ; под ред. В. П. Иванова, Г. Б. Матвеева]. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2015. - 303 с. : ил., портр., табл. ; 24 см. - (Чуваши в современном мире : история и культура). Библиография в конце глав. - 1000 экз. ISBN 978-5-7670-2303-5

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ И.Я.Яковлев. Ф.Степанов патне янă çыру. 8, ноябрь, 1889. /И.Я.Яковлев. Из переписки. Часть 1. Чебоксары, 1989. — С.107-108.
  2. ^ Аслă Мами ялĕн истоийĕ ("Каçăсем" секцие пăхăр)
  3. ^ История Большемеминской библиотеки