Афакин Николай Васильевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Афакин Николай Васильевич
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1921
Ҫуралнӑ вырӑн Тутар АССР, Çĕпрел районĕ, Хулаçырми
Пӑхӑнни СССРFlag of the Soviet Union.svg СССР
Хӗсметри ҫулсем 1940-1945
Звани
Сержант
Часть 8-мĕш гварди çарĕн 266 гварди çар танксене пĕтерекен Хĕрлĕ ялавлă артиллерии полкĕ
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи[НЛ 1], [НЛ 2]
Наградӑсемпе хисепсем
Мухтав орденĕ
Мухтав орденĕ
«Хăюлăх» медалĕ

Афакин Николай Васильевич (1921 ç. ) 266 гварди çар танксене пĕтерекен Хĕрлĕ ялавлă артиллерии полкĕн артиллерии орудии тĕллекенĕ, гварди сержанчĕ.

Совет Союзӗн Паттӑрӗ чысне илме таратнă. Вăл Тутарстанăн Хулаçырми ялĕнче çуралнă. Чăваш.

1940-мĕш çулта Сталинград облаçĕн Хĕрлĕ Октябрь район военкомачĕ урлă Хĕрлĕ Çара илеççĕ.

Çăпăçусене вăрçан малтанхи кунĕсенченех пуçлать. 1942-мĕш çултан Афакин гварди сержанчĕн орудийĕ 6 тăшман танкĕ, 4 бронетранспортерĕ, 18 автомашина, 500 ытла тăшман салтакĕпе офицерне пĕтернĕ. Уйрăмлах Афакин гварди сержанчĕ Висла юханшывĕ çинчи плацдармра тата Познань карманĕ штурмланă вăхăтра кăтартнă. 1945-мĕш çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче тӳррĕн тĕллесе çывхаракан 12 танка 200 м таран çывхартса хăватла тата тĕл персе 3 танкĕпе (вĕсенчен пĕри «Тигр») тата 1 хăй тĕллĕн çӳрекен артиллерии орудийĕ. Тăшманăн контратака тăвас ĕмĕчĕ ăнман. Пирĕн чаçсем контратакăна çĕкленсе тăшмана тĕреклетнĕ вырăнсенчен çапса кăларнă. Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне пама тăратнă, анчах 2-мĕш шайри Мухтав орденнне çĕç тивĕçтернĕ [НЛ 3]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
  1. ^ Награда хучĕ. Афакин Николай Васильевич [1]
  2. ^ Награда хучĕ. [2]
  3. ^ Награда хучĕ. Афакин Николай Васильевич [3]



Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.