Ача-пӑча кӗнеке картти
Ача-пӑча кӗнеке картти | |
---|---|
![]() | |
Пуҫланнӑ | 2026 ҫул |
Вырӑн |
![]() |
Сӑлтав | шкул ҫулне ҫитмен ачасене вӗрентмелли патшалӑх программи |
Хутшӑнакасем | 3-рен пуҫласа 6-чченхи ачасем |
Ача-пӑча кӗнеке картти (выр. Детская книжная карта) — Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин 2025 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Вырӑс чӗлхипе Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене пулӑшмалли сферӑра патшалӑх политикине пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче пуҫарса янӑ шкул ҫулне ҫитмен ачасене вӗрентмелли патшалӑх программи[1]. 2026 ҫултан пуҫланать[2]. 3 пин тенкӗ номиналлӑ карттӑна 3-рен пуҫласа 6-чченхи ачасем валли уйӑрнӑ[3]. Унпа усӑ курса эксперт обществи ырланӑ 10 кӗнекерен кая мар туянма пулать[4].
Историйӗ
2025 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Вырӑс чӗлхине пулӑшмалли сферӑра патшалӑх политикине пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче «Пушкин картти» евӗр «Ача-пӑча кӗнеке карттине» йӗркелеме сӗннӗ[1]. Патшалӑх пуҫлӑхӗн шухӑшӗпе, унӑн номиналӗ виҫӗ пинпе танлашмалла, вӑл виҫӗ ҫултан пуҫласа ултӑ ҫулчченхи ачасем валли пулмалла, унпа усӑ курса литераторсем, психологсем тата шкул умӗнхи вӗрентӳ специалисчӗсем ырланӑ кӗнекесем туянма май пулмалла[3]. Ҫав вӑхӑтрах Владимир Путин кӗнекесен хакне тивӗҫлӗ шайра йӗркелеме ыйтнӑ — хаксем пӗр карттӑпа вунӑ кӗнекерен кая мар туянма май параканнисем пулмаллине палӑртнӑ[1].
Пуҫласа яни
«Ача-пӑча кӗнеке карттине» 2026 ҫултан пуҫласа кӑларма пуҫламалла[2]. Президент пулӑшуҫи Елена Ямпольская пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ программа регионти издательствӑсене аталантарма пысӑк хӑват парӗ[1]. Вӑл картта валли пӗр вариантне те сӗннӗ — «Золотой ключик» (чăв. Ылтӑн ҫӑраҫҫи)[1].
Ярса илнӗ анлӑш
Программа виҫҫӗрен пуҫласа улттӑ ҫулчченхи 7–8 миллиона яхӑн ачана ярса илессине палӑртса хунӑ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Заседание Совета по реализации госполитики в сфере поддержки русского языка и языков народов России (05.06.2025). Тĕрĕсленĕ 3 Утӑ уйӑхӗн 2025.
- ^ 1, 2 Три тысячи на книжки. Путин предложил с 2026 года выдавать дошкольникам детскую книжную карту (05.06.2025). Тĕрĕсленĕ 3 Утӑ уйӑхӗн 2025.
- ^ 1, 2 Путин предложил запустить программу "Детская книжная карта" - Российская газета (2025-06-05). Тĕрĕсленĕ 3 Утӑ уйӑхӗн 2025.
- ^ Путин предложил выпустить «детскую карту» на ₽3 тыс. для покупки книг (05.06.2025). Тĕрĕсленĕ 3 Утӑ уйӑхӗн 2025.
- ^ Дети в России . Федеральная служба государственной статистики (1 Ҫӗртме уйӑхӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 6 Ҫӗртме уйӑхӗн 2025.