Баба сӑмсах патӗнчи ҫапӑҫу
Баба сӑмсах патӗнчи ҫапӑҫу | |
---|---|
Местонахождение | |
Участник(и) | Осман империйĕ тата Греци |
Момент времени | 1828 |
Лектон сӑмсахӗ патӗнчи ҫапӑҫу (грек Λεκτόν) е Баба сӑмсах патӗнчи ҫапӑҫу, — 1828—1829 ҫулсенче пынӑ Грецине Ирӗке кӑларакан вӑрҫӑ тапхӑрӗнчи 1828 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче грексемпе осман эскадрисем хушшинчи тинӗс ҫапӑҫӑвӗ, вӑл ҫак вӑрҫӑн юлашки тинӗс ҫапӑҫӑвӗсенчен пӗри шутланать.
Ҫапӑҫу умӗнхи лару-тӑру
7 ҫул пынӑ вӑрҫӑ хушшинче Осман ҫарӗсем Самос утрав ҫине лекеймен (Самос ҫапӑҫӑвӗпе Геронтас патӗнчи ҫӑпӑҫупа паллашӑп).
1828 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Иоанн Каподистрия утрав патне пысӑках мар эскадра янӑ, вӑрҫӑн вӗҫлекен тапхӑрӗнче турккӑсем кӗтмен ҫӗртен пырса кӗресрен сыхланнӑ май ӑна Миаулис Андреас-Вокос ертсе пынӑ.
Наварин ҫапӑҫӑвӗ хыҫҫӑн хӑйсен ҫухатӑвӗсене пайӑн-пайӑн саплаштарма хӑтланса турккӑсем пур верфсем ҫинче те карапсем тума тытӑннӑ. Миаулис патне хыпар ҫитнӗ — Лесбос утрав ҫинче Дарданеллӑна кайма хатӗр корвета туса пӗтернӗ иккен.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Миаулис ӑна ҫӑвӑрса илес тӗллевпе «Эллада» фрегат ҫинче Тенедос утравӗ патне кайнӑ, анчах утраври голланд консулӗн шлюпӗнче ӑна асӑрханӑ, ҫавна май унӑн Баба сӑмсах патнелле кайма тивнӗ.
Ҫапӑҫу
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Миаулис пӗчӗк ази ҫыранӗ хӗррипе пыракан пӗрре мар, икӗ корвета асӑрханӑ та тӳрех вӗсем ҫине тапӑннӑ. Корветсем ҫапӑҫӑва кӗмесӗр Баба сӑмсахӗнчи артиллери хӳттине кайнӑ. Сӑмсах патӗнче шыв тарӑн мар пулни тата чулсем йышлӑ вырнаҫни фрегата ирӗклӗ маневрлама паман, ҫавна май Миаулис Самосран хӑйне пулӑшмашкӑн брандер чӗнсе илнӗ, унӑн капитанӗ Константин Канарис пулнӑ.
Канарис ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫитнӗ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 16:00 сехетре, ҫил майлӑ вӗрнӗ вӑхӑтра, «Эллада» крепость патне пынӑ те ӑна тупӑсенчен персе атакӑлама тытӑннӑ. Йӗри-тавра тӗтӗм тӑнине пӑхмасӑр, корветсемпе крепость хирӗҫ тупӑсенчен персе тӑнӑ пулин те, Канарис корветсенчен чи пысӑкки патне ҫитме пултарнӑ, вӑл брандера корвет сӑмсинчен ҫыхӑнтарнӑ та ӑна вутпа тивӗртнӗ. Апла пулин те турккӑсен фелюгӑри экипажсем брандера карапран уйӑрма пултарнӑ. Вара Миаулис, ку ӗҫ-пуҫ хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарнӑ пулин те, ҫывӑхарах пырса тӑнӑ та сылтӑм бортри 32 тупӑпа пӗр харӑс пенӗ, ун хыҫҫӑн тепӗр енӗпе ҫаврӑнса тӑрса сулахай бортран тепӗр 32 тупӑран харӑс пенӗ. Виҫҫӗмӗш хут тупӑсенчен персен корвет тӗппипе арканӑ, вӑл шыва путнӑ. Иккӗмӗш корвет экипажӗ, карапа ҫӑлас тесе, хӑйсен карапне ӑшӑх вырӑна кӗртсе лартнӑ.
Тепӗр кунне, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, балансира улӑштаркаласа турккӑсем корвета ӑшӑх вырӑнтан кӑларма пултарнӑ, анчах «Эллада» фрегат ку вӑхӑталла вӗсем патне ҫитнӗ те пӗрре персех корвета шыва путарнӑ.
Ҫӑлкуҫсем
- Δημήτρης Φωτιάδης. Κανάρης. — Πολιτικές καί Λογοτεχνικές Εκδόσεις, 1960. — Σ. 396—399.
- Δημήτρης Φωτιάδης. Ή Επανάσταση του 21. — ΜΕΛΙΣΣΑ, 1971. — Τ. Δ. — Σ. 71—73.
![]() |
Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Бой у мыса Баба статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |