Базель
Базель (ним. Basel, фр. Bâle) — Швейцари хули, Базель-Штадт кантонăн тĕпĕ. Кунта çĕршывăн ватă университечĕ ĕçлет (1460).
Халăхĕ
Хулара 166'000 çын ытла пурăнать.
Хуçăлăхĕ
Рейн çинчи порчĕ — Швейцарин япала турттарас енĕпе пĕртен-пĕр вырăнĕ, Рейн витĕр япаласене Роттердам тинĕс портне çитереççĕ. Тĕнчери аэропорчĕпе виçĕ çĕршыв — Франци, Германи тата Швейцари хуçаланаççĕ. Хăй вара Франци çĕрĕнче ларать. Базель — пысăк сутă-илӳллĕ, финанс тата культура тĕпĕ. Базельте Тĕнчери укçа куçарас/шутлас пĕрлешӳллĕ Банкĕн тĕп-хваттерĕ ĕçлет. Базель — Швейцарин хими тата фармацевтика промыçлĕ тĕпĕ. Кунта Novartis, Hoffmann–La Roche, Clariant компанисен тĕп-хваттерĕсем вырнаçнă.
Спорт
Хулан Базель ятлă футбол клубĕ пур.
Каçăсем
- Официаллă сайт 2005 ҫулхи акан 26-мӗшӗнче архивланӑ. (ним.) (Франcла) (итал.) (Акăлчанла) Шаблон:Zh icon (Вырăсла)
- Базель — Швейцарин культура хули 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ.