Бакейкин Сергей Дмитриевич
Сергей Дмитриевич Бакейкин (1966 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ, Чӗмпӗр облаҫӗ — 2025 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫейӗн патшалӑх тата общество ӗҫченӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Регионсем хушшинчи «Межрегиональный центр библиотечного сотрудничества» общество организацийӗн тӗп директорӗ, «Информаци пуриншӗн те» ЮНЕСКО программин Раҫҫей комитечӗн Председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн ЮНЕСКО-па ӗҫлекен комитет пайташӗ, 2022—2032 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗнче Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен чӗлхисен вунӑҫуллӑхне хатӗрлесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен Йӗркелекен наци комитечӗн пайташӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1966 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ.
1985—1987 ҫулсенче Кремль полкӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1987—1993 ҫулсенче ҫарта пулнӑ.
1993—2003 ҫулсенче — «Либерея» издательствӑн тӗп директорӗн ҫумӗ, «Либерея-Бибинформ» издательство директорӗ («Библиотека» журнал).
1997—2001 ҫулсенче — Мускав патшалӑх культура университетӗнче(выр.)чăв. вӗреннӗ, ВУЗран чи лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ.
2001—2005 ҫулсенче — Мускав патшалӑх культура университетӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ӑсчах степеньне илнӗ[1].
2003 ҫултанпа мӗн виличчен — Регионсем хушшинчи «Межрегиональный центр библиотечного сотрудничества» общество организацийӗн тӗп директорӗ.
2021 ҫултанпа мӗн виличчен — «Информаци пуриншӗн те» ЮНЕСКО программин Раҫҫей комитечӗн Председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн ЮНЕСКО-па ӗҫлекен комитет пайташӗ, 2022—2032 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗнче Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен чӗлхисен вунӑҫуллӑхне хатӗрлесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен Йӗркелекен наци комитечӗн пайташӗ[2][3].
Унчченхи ҫулсенче тӗнче, Раҫҫей, регион шайӗнчи тата регионсен хушшинчи 100 ытла конференцие, семинара, ҫавра сӗтеле йӗркелесе ирттерме хастар хутшӑннӑ, библиотекӑсемпе издательствӑсен тата кӗнекепе суту-илӳ тӑвакан предприятисен ӗҫченӗсен квалификацине ӳстерекен курссемпе тренингӗсене ирттернӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерствин(выр.)чăв., Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин(выр.)чăв., Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен федераллӑ агентствин ертӳҫисем, Раҫҫей Федерацийӗн хӑш-пӗр субъекчӗсем, ЮНЕСКО, Казахстанпа Азербайджанӑн культура министрӗсем вӑл йӗркелесе ирттернӗ пӗтӗм мероприяти пысӑк шайра пулнине палӑртнӑ.
Сергей Бакейкин ҫавӑн пекех ЮНЕСКО-н правительствӑсен хушшинчи «Информаци пуриншӗн» программи, вулавӑш фончӗсене упраса хӑвармалли наци программи, Вулава пулӑшакан тата аталантаракан наци программин, Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавне пулӑшакан патшалӑх программин, «Патшалӑх наци политикине пурнӑҫлани» патшалӑх программин, «Ман тӑван чӗлхе» программи шайӗнче пурнӑҫлакан мероприятисен организаторӗ шутланать.
Ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусемпе вырӑсла тата акӑлчанла 60 ытла кӗнеке тата брошюра хатӗрлесе пичетлесе кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ.
2016 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен Раҫҫейри вулавӑш ассоциацийӗн вице-президенчӗ пулнӑ.
2010 ҫулта культурӑна аталантарас енӗпе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерствин Хисеп хучӗпе чысланӑ.
2016 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗпе чысланӑ.
2021 ҫулта «Киргизи Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
РФ Культура министерствин, Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен федераллӑ агентствин, Раҫҫей Федераци субъекчӗсен пуҫлӑхӗсен тав хучӗсем пур.
2025 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр вилнӗ.
Ҫемйи
Авланнӑ, ывӑлпа хӗр пур.