Балхаш (кӳлĕ)
| Балхаш | |
|---|---|
| «Нациллӗ ячӗ» параметрта синтаксиса пӑснӑ: ӑна тӗрӗс ҫапла хатӗрлемелле: «чӗлхе кочӗ/ят/иккӗмӗш чӗлхе кочӗ/ят». Тархасшӑн, йӑнӑша тӳрлетӗр! | |
| Страна | |
| Регионсем | Алма Ата облаçĕ, Жамбыл облаçĕ, Караганда облаçĕ |
| Район | Алма Ата облаçĕ/Жамбыл облаçĕ/Караганда облаçĕ |
| Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ | 340 м |
| Калăпăш | 16,4 пин. км |
| Калăпăш | 16,4 пин. км³ |
| Çыран хĕрри тăршшĕ | 2385 км |
| Чи пысăк тарăнăш | 26 м |
| Вăтам тарăнăш | 5,8 м |
| Тăрăлăх | 1-5,5 м |
| Шыв пухăмĕн лаптăкĕ | 413 000 км² |
Балхаш — тĕнчери чи калăплисенчен пĕри, ниçта та юхса тухман, тухăç Казахстанри çурма тăварсăр кӳлĕ. Кӳлĕ анлă Балхаш-Алаколь котловина çĕрĕнче вырнаçнă. Или, Каратал, Аксу, Лепсы, Аягуз юханшыв юхса кĕрет, юхса тухать. Кӳлĕ лаптăкĕ 16,4 пин. км².
Пĕрлехи хыпарсем
- Тинĕс шайĕнчен çӳллĕшĕ — 340 м (улшăнуллă)
- Лаптăкĕ 17—22 пин çм², тăсăлăвĕ — 605 çм, анлăшĕ — 9-19 çм тухăç пайĕнче, 74 çм анăçĕнче
- Шыв калăпăшĕ — 112 çм³. Шыв-çĕр лаптăкĕ —501 пин çм² яхăн
- Чи тарăнăшĕ — 26 м.
3 çм анлăшлĕ кӳлмек Балхаша икĕ тĕрлĕ пая уйăрать: Анăç пайĕ тарăн маар, шывĕ тăварсăр, Тухăç пайĕ — тарăн, чылай тăварлă (3,5 - 6 г/л).
Балхашăн анăçне пысăк шыв Или (пур юхса кĕрен шывĕн 80 %), тухăçне — Каратал, Аксу, Лепсы, Аягуз пĕчĕк шывсем тата урăххисем те юхса кĕреççĕ. Кӳлĕн тухăç шывĕ тăварлă.
Çыран йĕрĕ кукăранчăклă. Хăйĕн çыранĕ нумай кӳлмекбухтăсемпе таткаланса пĕтнĕ. Утрав йышĕ сахал, чи мăннисем — Басаралпа Тасарал.
Климат
Кӳлĕ таврашĕнче климат пушхирти евĕр.
Утă уйăхĕнчи вăтам температура 24 °C яхăн, кăрлачри —8°С яхăн. Çул хушшинчи вăтам нӳрĕклĕх — 120 мм. Сывлăшăн вăтам нӳрĕкĕ: 55—60 %. Çилĕн çул тăршипе вăтам хăвăртлăхĕ 4,5—4,8 м/çек яхăн. Шывăн çийĕнчи температури раштавра 0 °C утăра 28 °C, тарăн çĕрте сахал улшăнуллă — 3,3 °C ытла мар. Кӳлĕ çулсерен пăрпа витĕнет, пăр яланхилле чӳкпе пуш хушшинче тăрать.
Юхăмĕсем çиллĕ, анăç пайĕнче пĕрмаях çавраллă.
Çутçанталăк
Вуламалли
- Домрачев П. Ф., Балхаш и Прибалхашье, Алма-Ата, Мускав, 1935;
- Сапожников Д. Г., Современные осадки и геология озера Балхаш, Мускав, 1951;
- Тарасов М. Н., Гидрохимия озера Балхаш, Мускав, 1961.
Каçăсем
- Мăн совет энциклопедийĕ
- Брокгаузпа Ефронăн энциклопеди сăмахсарĕ( ӗҫлемен каҫӑ)
Çавăн пекех
Вуламалли
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Мариковский, П. И. . — Алматы. — 295 с.
- Мариковский, П. И. . — М.: Мысль. — 238 с. — ISBN 5-244-00563-4.
- Остроумова, Л.П., Шапов, А.П. . — СПб.: Гидрометеоиздат. — 269 с. — ISBN 5-286-01135-7.
- Романова С. М., Казангапова, Н. Б. . — Алматы: Добровол. о-во инвалидов войны в Афганистане - Братство. — 175 с. — ISBN 9965-25-105-3.
- Самакова А. Б. . — Алматы: Каганат. — 583 с. — ISBN 9965-25-136-3.
- Сапожников Д. Г. . — М.
- Саядян Ю. В., Милановский Е. Е., Асланян А. Т., Севастьянов Д. В., Трешников А. Ф. . — Ленинград: Наука. — 301 с. — ISBN 5-02-024578-X.
- Соколов А. А. [1]. — Л.: Гидрометеоиздат.
- Тарасов М. Н. . — М.
- Шапиро, С. М., Павличенко Л. М., Подольный О. В. . — Алма-Ата: Наука. — 128 с.
