Баранова Джамилия Эдуардовна
Ҫын пирки | |
Баранова Джамилия Эдуардовна | |
Çуралнă вăхăт | 1995 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ (30 ҫулта) |
---|---|
Çуралнă вырăн |
Баранова Джамилия Эдуардовна (1995 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ, Иштерек, Муркаш районӗ, Чӑваш Ен) — Раҫҫей биатлонисчӗ, Раҫҫей чемпионачӗн призёрӗ.
Кун-ҫулӗ
Ача чухне йӗлтӗрпе чупма юратнӑ, 2010-мӗш ҫулсен варринче биатлона куҫнӑ. Пӗрремӗш тренерӗ — Моисеев Виталий Тимофеевич. Джамилия ҫавӑн пекех Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ СШОРта ӑсталӑхне ӳстернӗ, унӑн тренерӗсем Павлов Валерий Михайлович, Салдимиров Геральд Прокопьевич пулнӑ. Чӑваш Республикин чысне хӳтӗлет.
Темиҫе хут Атӑлҫи ФО юниорсен хушшинчи ӑмӑртусенче ҫӗнтернӗ[1], ҫав шутра спринтра та мала тухнӑ[2]. Чӑваш Енре иртнӗ регион юниорӗсен ӑмӑртӑвӗсенче призёр пулнӑ[3][4].
Раҫҫей Кубокӗн ӑмӑртӑвӗсене 2015–2016 сезонран пуҫласа хутшӑнать. Харпӑр хӑй чупнӑ чухне чи малти 10 вырӑна пӗрре те хӑпарайман.
Раҫҫей чемпионачӗн 2019 ҫулхи патруль ӑмӑртӑвӗн[5] тата Атӑлҫи ФО сборный йышӗнче командӑпа чупассинче бронза призёрӗ пулса тӑнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Татьяна Акимова стартует на очередном этапе Кубка мира по биатлону в Италии
- ^ Биатлон. В Ижевске проходят Чемпионат и Первенство ПФО
- ^ Элтепер парнисемшӗн ветеран-йӗлтӗрҫӗсем тупӑшнӑ
- ^ Фоторепортаж: Соревнования в недостроенном биатлонном комплексе в Чебоксарах . Пӑхнӑ кун: 23 Ҫурла уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 20 Авӑн уйӑхӗн 2020 ҫул.
- ^ Джамилия Баранова стала бронзовым призером чемпионата России по биатлону . Пӑхнӑ кун: 23 Ҫурла уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 17 Пуш уйӑхӗн 2019 ҫул.
Каҫӑсем
![]() |
Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Баранова, Джамилия Эдуардовна статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |