Белогурова Лариса Владимировна
| Лариса Белогурова | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | Лариса Владимировна Белогурова |
| Ҫуралнӑ | 1960 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ[1] |
| Ҫуралнӑ вырӑнӗ | |
| Вилнӗ | 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ[1] (54 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑнӗ | |
| Гражданлӑх | |
| Пӗлӳ илни | |
| Професси | XX, XXI ĕмĕрсенчи совет, Раҫҫей актриси |
| Карьери | 1979 — 1996 |
| IMDb | ID 0069403 |
| Кинопоиск | 281273 |
Белогурова Лариса Владимировна (1960 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ, Волгоград — 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ, Мускав) — совет театрпа кино актриси, Ленинградри Мюзик-холл солистки, спортсменка (ӳнер гимнастики)
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1960 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Сталинградра ҫуралнӑ. 1979 ҫулта Ленинградри Мюзик-холл ҫумӗнчи хореографи студинче вӗренсе тухнӑ. 1985 ҫулта — ГИТИС-ран, 1993 ҫулта — Анатолий Васильевӑн(выр.)чăв. драма ӳнерӗн шкулӗ ҫумӗнчи актёр тата режиссёр курсӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Гимнастка (ӳнер гимнастики) пек пуҫланӑ, кайран профессионаллӑ ташӑсемпе аппаланнӑ. Ленинградри Мюзик-холл солистки пулса ӗҫленӗ, Фридрихштадтпаласт сцени ҫинче те вылянӑ.
ГИТИСӑн студентки чухнех Лариса Белогурова кинора ӳкерӗнме тытӑннӑ. Актриса 1981 ҫултан пуҫласа 1992 ҫулччен ӳкерӗннӗ.
1980—1990-мӗш ҫулсенчи чи асра юлакан тата юратнӑ актрисӑсенчен пӗри пулса тӑнӑ.
Пӗр вӑхӑт Моссовет ячӗллӗ театрта ӗҫленӗ, унта «Инфанты» спектакльте вылянӑ.
1987—1996 ҫулсенче «Школа дратического искусства»(выр.)чăв. театрта ӗҫленӗ, Анатолий Васильевӑн спектаклӗсенче тӗп рольсене вылянӑ.
2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Мускавра ракпа чирлесе вилнӗ[2], ӑна кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Волгоградра Верхнезареченск ҫӑвинче пытарнӑ[3].
Кино
Киноэкран ҫинче Лариса Белогурова романтикӑллӑ героиньӑсене вылянинчен пуҫланӑ. Самвел Гаспаров режиссёрӑн Граждан вӑрҫи вӑхӑчӗ ҫинчен ӳкернӗ «Шестой» (1981) ҫивӗч сюжетлӑ лентинче Ольга сӑнарӗнче ҫавӑн пек курӑннӑ та.
Ларисӑна чи асра юлмалли тата пӗр самантрах паллӑ рольсенчен пӗри — Исаак Дунаевскин пӗр ятлӑ оперетти тӑрӑх Ян Фрид ӳкернӗ «Вольный ветер» (1983) мусӑк камитӗнче тӗп героиня — Стелла ролӗ — пулса тӑнӑ. Лариса экран ҫинче пӗрремӗш хут чаплӑ актёр вӑййине кӑна мар, ташӑ хӑнӑхӑвӗсене те кӑтартнӑ.
Малалла «Приключения маленького Мука» фильм-юмахри Амина тухӑҫ пикин ролӗ, «И еще одна ночь Шахерезады...» юмахри Калиф хӗрӗн Маликӑн ытарайми принцессин ролӗ.
Романтикӑлла сӑнартан пӗрремӗш хут Эльер Ишмухамедовӑн «Прощай, зелень лета…» (1985) картинӑра пӑрӑннӑ: Ульфат хӗрӗн драма рольне вылянӑ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ ирӗкӗпе савнине пӑрахса урӑх ҫынна качча тухма тивет. Ҫак роль, актриса хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн кинори пӗрремӗш «чун витӗр тухнӑ» ӗҫӗ пулса тӑнӑ.
Валерий Рубинчикӑн «Отступник» (1987) талантлӑ фильмӗнче Марийӑн кӑткӑс та тарӑн, драмӑллӑ та кӑсӑклӑ сӑнарне калӑпланӑ. «Унпа ӗҫленӗ хыҫҫӑн тин эпӗ чӑн-чӑн романтикӑлла характер трагедиисӗр пулма пултарайманнине ӑнланса илтӗм», — хӑйӗн ӗҫӗ пирки палӑртнӑ актриса.
Ун хыҫҫӑн Ермахмад Аралевӑн «Кумир» картининчи Садаф, Юрий Кара режиссёрӑн «Пиры Валтасара, или Ночь со Сталиным» трагифарсӗнче Нина, Берия арӑмӗн сӑнарӗ асра юлнӑ, Вера Глаголеван «Сломанный свет» (1990) фильмра Галка актриса рольне вылянӑ.
1986 ҫулта «Была не была» фильм тухнӑ, унта Лариса Белогурова тӗп рольсенчен пӗрне — литература вӗрентекенӗн Анна Павловнӑн рольне — вылянӑ.
«Спокойствие отменется», «Горы дымят», «Восточный роман» фильмсенче ӳкерӗннӗ. Лариса хутшӑннӑ юлашки фильмсенчен пӗри Юрия Сааков режиссёрӑн «Воспоминания о «Коровьем марше» (1991). Вӑл «Весёлые ребята» фильма мӗнле ӳкернӗ пирки каласа парать, Лариса экскурсоводӑн тӗп рольне вылянӑ, хитре ташӑ тата хореографи хӑнӑхӑвӗсене те кӑтартнӑ.
Лариса «Вольный ветер» фильмсӑр пуҫне ӑна миллион-миллион куракан юратса пӑрахнӑ икӗ ҫутӑ рольпе асра юлнӑ:
- пӗрремӗшӗ — Евгений Гинзбург тата Рауф Мамедов ӳкернӗ «Остров погибших кораблей» (1987) мусӑк фантази-буффонадинчи Вивиан сӑнарӗ. Ҫак картинӑра актриса тӗлӗнмелле пластика, ташӑ техникине кӑтартнӑ. Константин Райкинпа(выр.)чăв. пӗрле ӗҫлени те телей пулнӑ;
- иккӗмӗшӗ — Виктор Сергеевӑн «Гений» (1991) плут детективӗнче Настя Смирнова. Лариса Белогурова тӗп геройӑн — Сергей Ненашев аферистӑн (ӑна Александр Абдулов калӑпланӑ) — юратнӑ хӗрӗн сӑнарне калӑпланӑ. Белогурова сӑнарӗ — ҫирӗм ҫулхи хӗр, актриса ҫав самант тӗлне вӑтӑрта пулнӑ.
Хӑйӗн юлашки рольне кинора — Мамлакат — Лариса Белогурова 1992 ҫулта Виктор Титовӑн «Восточный роман» мелодраминче вылянӑ. Унтанпа актриса ӳкерӗнмен. Вӑл 1996 ҫулччен Анатолий Васильевӑн «Школа дратического искусства» театрӗнче вылянӑ, Боготӑна гастроле кайса килнӗ. Анчах 1996 ҫулта театртан кайнӑ.
2006 ҫулта тухнӑ аудиокӗнекери «Записки Игумении Таисиии» (Таисия Леушинская (Солопова) игумения асаилӗвӗсем» текстне вуланӑ.
Фильмографи
- 1981 — Шестой — Ольга, Данилевскийӗн воспитанници
- 1983 — Вольный ветер — Стелла Марис
- 1983 — Приключения Маленького Мука — Амина принцесса
- 1983 — Спокойствие отменяется — Радда
- 1984— И ещё одна ночь Шехерезады… — Малика принцесса, Халифӑн хӗрӗ
- 1985 — Законный брак — милиционер
- 1985 — Прощай, зелень лета… — Ульфат
- 1986 — Была не была — Анна Павловна, литература вӗрентекенӗ
- 1987 — Остров погибших кораблей — Вивиан Кингман / Володя арӑмӗ
- 1987 — Отступник — Мария
- 1988 — Кумир — Садаф
- 1989 — Пиры Валтасара, или Ночь со Сталиным — Нина Теймуразовна Берия
- 1989 — Горы дымят — баронеса фон Штейнберг
- 1989 — Дезертир[уточнить]
- 1990 — Сломанный свет — Галка, актриса
- 1991 — Воспоминание о «Коровьем марше» — экскурсовод
- 1991 — Гений — Настя Смирнова
- 1992 — Восточный роман — Мамлакат
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ Белогурова покинула «грешное» кино и обратилась к Богу, но смерть оказалась сильнее. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ В Волгограде прошли похороны актрисы Ларисы Белогуровой. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.