Людвиг ван Бетховен
Людвиг ван Бетховен (ним. Ludwig van Beethoven [ˈluːt.vɪç fan ˈbeːt.hoːfən] - нимĕç композиторĕ, дирижерĕ тата пианисчĕ.
Кун-çулĕ
Людвиг ван Бетховен 1770-мĕш çулхи раштавра Бонн хулинче çуралнă.Раштавăн 17-мĕшĕнче тĕне кĕртнĕ. Ашшĕ, (Johann van Beethoven, 1740—1792) придворный капеллĕра юрăç пулнă. Амăшĕ, Мария-Магдалена, (Maria Magdalena Keverich, 1748—1787 Кобленцра придворный шеф-повар пулнă.
Ĕçĕсем
- 9 симфони: № 1 (1799—1800), № 2 (1803), № 3 «Героическая» (1803—1804), № 4 (1806), № 5 (1804—1808), № 6 «Пасторальная» (1808), № 7 (1812), № 8 (1812), № 9 (1824).
- 11 симфони увертюри, вĕсемхушшинче «Кориолан», «Эгмонт», «Леонора» № 3.
- фортепианопа оркестр валли 5 концерт.
- фортепиано валли 6 çамрăксен соначĕ.
- фортепиано валли 32 сонаты, 32 вариаци тата 60 яхăн пьеса.
- фортепианопа сĕрме купăс валли 10 соната.
- сĕрме купăс оркестр валли концерт, фортепиано, сĕрме купăс тата виолончель валли концерт («виççĕллĕ концерт»).
- фортепианопа виолончель валли 5 соната.
- 16 хĕлĕх квартечĕ.
- 6 трио.
- Балет «Прометей пултарăвĕсем».
- Опера «Фиделио».
- Мăнаçлă месса.
- «Аякри савни патне» Вокал циклĕ .
- Тĕрлĕ поэтсен сăввисемпе юрăсем, халăхюррисене тирпейлени.
- Камера кĕвви те чылай çырнă. Çав хутра фортепьяно, гобой, кларнет, фагот тата валторна квинтечĕ, ор. 16 тата ытти те
Палăксем
Бетховен сăнарĕ
Литературăра
Ромена Ролланăн Жан Кристоф ромнĕн тĕп геройĕн прототипĕ.
Кинематографра
- Композитăр шăпипе «Племянник Бетховена» (режиссёр Пол Моррисси) тата «Бессмертная возлюбленная» (тĕп рольте Гэри Олдмен) ӳкернĕ.
- «Заводной апельсин» кинора тĕп геройĕ Бетховена кĕввисене кăмăлать.
- «Бетховен» комединче сенбернара Бетховен тесе чĕнеççĕ.
- «Героическая симфония» кинора Бетховена Ян Харт вылянă.
- Совет-нимĕç «Бетховен — дни жизни» фильмĕнче Бетховена Донатас Банионис вылянă.
- «Переписывая Бетховена» фильмра композиторон юлашки çулĕ çинчен каласа параççĕ (тĕп рольте Эд Харрис).
- «Бетховен пурнăçĕ» (СССР, 1978, режиссёр Б. Галантер) композитăрăн çывăх юлташĕсен асаилĕвĕсемпе ӳкернĕ.
- «Лекция 21» (Италия, 2008), итали писателĕпе музыковечĕн Алессандро Барикко кинори дебючĕ, «Тăххăрмĕш симфони» çинчен каласа парать.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Альшванг А. .
- Корганов В. Д. . — Алгоритм, 1997. (djvu-книга на www.libclassicmusic.ru)
- Борис Кремнев. Бетховен ЖЗЛ
- Кириллина Л. В. . — Московская консерватория, 2009.
Каçăсем
- Бетховен Людвиг ван — Ноты произведений
- Бетховен Людвиг ван — Жизнь и творчество 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Бетховен в Вене 2011 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Все концерты и сонаты для фортепиано Бетховена в исполнении мастеров 2013 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- От чего умер Бетховен?
- Piano Sonatas n. 22, 27 2007 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ. MP3 Creative Commons Recording
- Музей Бетховена в Бонне
- International Music Score Library Project ҫинчи Людвиг ван Бетховен: хайлавсен нотисем