Боб Хартли
Боб Хартли (фр. Bob Hartley; ҫур. 1960 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ, Хоксбери[d], Онтарио[d])[1] — Канада хоккей тренерӗ. Нихӑҫан та Наци хоккей лигинче (НХЛ) выляса курман[2].
Профессиллӗ тренер карьерине 1998 ҫулта пуҫланӑ, «Колорадо Эвеланш» командӑна ертсе пынӑ, унпа тӑватӑ ҫул хушшинче ҫулсерен дивизион чемпионӗ пулса тӑнӑ, Анӑҫ конференци ҫӗнтерӳҫин титулне тата Стэнли кубокне выляса илнӗ[3]. Хартли Петер Форсберг, Джо Сакик, Патрик Рой, Рэй Бурк, Роб Блейк тата Теорен Флёри хоккеистсемпе ӗҫлеме тӳр килнӗ[4].
2003—2016 ҫулсенче тӗрлӗ клубсенче ӗҫленӗ: «Атланта Трэшерз» (2003—2007), унпа 2006/07 сезонра Кӑнтӑр-тухӑҫ дивизионӗнче ҫӗнтернӗ, «Цюрих Лайонс» (2011—2012), унпа тӳрех 2011/12 сезонра чемпион пулса тӑнӑ, «Калгари Флэймз» (2012—2016)[3].
2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа Континент хоккей лигинчи «Авангард» Раҫҫей клубӗн тӗп тренерӗ пулнӑ[5]. 2020/21 сезонра «Авангардпа» Гагарин кубокне выляса илнӗ[6].
2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа «Авангардӑн» Хоккей академийӗн консультанчӗ шутланать[7].
2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Ярославльти «Локомотив» хоккей клубӗн тӗп тренерӗ[8].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1960 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче Онтарио провинцийӗнчи Хоксбери хулинче ҫуралнӑ. Наци енӗпе — франкоканадец[9]. Нихӑҫан та НХЛра выляман, тӑван хулинчи юниорсен командине вӗрентме тытӑннӑ чух PPG Industries ҫил кантӑкӗсем кӑларакан фабрикӑра ӗҫленӗ[10][11]. Кунта вӑл чемпион пулса тӑнӑ. Ӑна Квебекӑн Тӗп юниорсен хоккей лигинчи (QMJHL) «Лаваль Титан» представителӗсем асӑрханӑ[12].
Тренер карьери
Малтанхи ҫулсем
Боба Хартли тӗп тренер пулса ӗҫленӗ икӗ сезон «Лаваль Титаншӑн» ӑнӑҫлӑ пулнӑ: канад ертсе пыракан команда 81 матчра ҫӗнтернӗ, 52 хут выляса янӑ. Хӑйӗн иккӗмӗш сезонӗнче Хартлипе «Лаваль Титан» QMJHL Президент кубокне выляса илнӗ, Мемориал кубокӗн финалне ҫитнӗ[13].
Америка хоккей лиги
Хартлие «Корнвелл Ацес» клубӑн тӗп тренерӗн Жак Мартинӑн пулӑшаканӗ пулма илнӗ. Мартина «Квебек Нордикс» тӗп тренерӗн пулӑшуҫине лартсан Хартли тӗп тренер пулса тӑнӑ, командӑна икӗ сезон ертсе пынӑ. «Нордикс» Денвер хулине куҫса кайсан, «Колорадо Эвеланш» ятлӑ пулса тӑнӑ, фарм-клуб та ылмашӑннӑ. Хартлие «Херши Беарс» тӗп тренерӗ пулма ҫирӗплетнӗ. 1997 ҫулта вӑл командӑпа Колдер кубокне выляса илнӗ[3][13].
«Колорадо Эвеланш»
Хартлин «упасемпе» тунӑ ҫитӗнӗвӗсене «Эвеланш» тӗп менеджерӗ Пьер Лакруа асӑрханӑ, вӑл плей-оффа тӗлӗнмелле тухнӑ хыҫҫӑн сасартӑк отставкӑна кайнӑ Марк Кроуфорд вырӑнне тренер шыранӑ. Хартли ертсе пынипе команда хӑйӗн Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ дивизионне пӗрремӗш хут выляса илнӗ, плей-оффра «Даллас Старза» парӑннӑ. Иккӗмӗш сезонра Хартлипе «Эвеланш» каллех хӑйсен дивизионӗнче ҫӗнтернӗ, плей-оффра маларахри пекех «Далласа» конференцисен финалӗнче выляса янӑ. «Колорадо» тӗп менеджерӗ Рой Бурк тепӗр сезонра Стэнли кубокне выляса илме тӗллев лартнӑ. Хартлин виҫҫӗмӗш сезонӗ чи ӑнӑҫли пулса тӑнӑ — «Эвеланш» Президент кубокне выляса илнӗ. Стэнли Кубокӗн плей-оффӗнче команда «Ванкувер Кэнакс», «Лос-Анджелес Кингз», «Сент-Луис Блюз» тата финалта «Нью-Джерси Девилз» командӑсемпе вылянӑ, пурне те ҫӗнтернӗ. Хартли Стэнли кубокне тӑван Хоксбери хулине илсе килнӗ, трофей PPG Industries завода ҫитсе курнӑ. Ҫавӑн пекех 2000/01 сезонра Хартлие мӗнпур ҫӑлтӑрсен матчӗнче Ҫурҫӗр Америка пӗрлештернӗ командин тренерсен штабне кӗртнӗ[13][14].
Боб Хартли «Эвеланшран» 2002 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче, команда раштав уйӑхӗ тӗлне таблица тӗпне анса ларсан, кайнӑ, ӑна Тони Гранато улӑштарнӑ. Унӑн 193 ҫӗнтерӗвӗ франшиза рекорчӗ шутланать. Командӑн историйӗнче вӑл пӗрремӗш тӑватӑ сезонра 40-рен кая мар ҫӗнтернӗ пӗртен-пӗр тренер пулса тӑнӑ[2][15].
«Атланта Трэшерз»
«Эвеланшран» ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр уйӑхран Хартлие «Атланта Трэшерз» тӗп тренерӗн пулӑшуҫине лартнӑ. Вӑл ертсе пынипе хоккейӑн ҫӗкленекен ҫӑлтӑрӗ Илья Ковальчук Морис Ришар Трофи ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. 2007 ҫулхи акан 16-мӗшӗ тӗлне Хартли клуб историйӗнче чи ӑнӑҫлӑ тренер шутланнӑ[16]. 2007 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче ӑна ӗҫрен кӑларнӑ, вӑхӑтлӑха ун чухне тӗп менеджер пулнӑ Дон Уодделл улӑштарнӑ[17].
«Цюрих Лайонс»
2011 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнче Хартли «Цюрих Лайонс» хоккей клубӗпе икӗ ҫуллӑх контракт алӑ пуснӑ, вӑл Швеци пӗрлештернӗ командипе Туринра иртнӗ Олимпиадӑра ылтӑн выляса илнӗ Бенгт-Оке Густафссон швед тренерӗ вырӑнне килнӗ[18]. 2012 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче Хартли Швейцари чемпионӗн титулне выляса илнӗ[3].
«Калгари Флэймз»
2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Хартли НХЛа «Калгари Флэймз» тӗп тренерӗ пулса таврӑннӑ[19]. 2014/15 сезонра Хартли ертсе пыракан клуб плей-оффа тухнӑ, унта Анӑҫ конференцийӗн ҫурма финалне ҫитнӗ, пилӗк матчра «Анахайм Дакс» командӑна парӑннӑ. 2015/16 сезон пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх «Флэймз» Анӑҫ конференцийӗнче 12-мӗш вырӑн кӑна йышӑннӑ, ҫакӑ клуба плей-оффа тухма май паман. 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче команда ертӳлӗхӗ Хартлие йышӑнакан должноҫран хӑтарнӑ[20].
Латви пӗрлештернӗ команди
2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Латви хоккей федерацийӗ Хартли Латвин наци пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ пулма килӗшнине пӗлтернӗ. 2021 ҫулхи шайбӑпа хоккейла тӗнче чемпионачӗ вӑхӑтӗнче латвисем Канадӑна хирӗҫ матчра 2:0 шутпа ҫӗнтернӗ[21][22]. 2021 ҫулта Хартли должноҫран тухса кайнӑ[23].
«Авангард» (Омск)»
2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Боб Хартлие Континент хоккей лигинче ӑмӑртакан Омскри «Авангард» тӗп тренерӗ вырӑнне лартнӑ. Хоккей клубӗ канадпа икӗ ҫуллӑха контракт тунӑ[5]. 2018/19 сезонра Хартли командӑна Гагарин кубокӗн финалне ҫитернӗ, унта Омскри клуб Мускаври ЦСКАна тӑватӑ матчра парӑннӑ[12].
2021 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче, «Авангардра» тӗп тренер постӗнче юлса, Гагарин кубокне ҫӗнсе илнӗ. Команда финалта ЦСКА клуба 4: 2 шутпа ҫӗнтернӗ[12].
2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа «Авангард» Хоккей академийӗн консультанчӗ шутланать[7].
«Локомотив» (Ярославль)
2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Ярославльти «Локомотив» клуба ертсе пыма пуҫланӑ[24]. 2025—2026 ҫулсенчи сезонра авӑнӑн 5-мӗшӗнче КХЛӑн регулярлӑ чемпионачӗн пӗрремӗш вӑййи иртнӗ. Ҫак матчра вӑл «Трактор» командине буллитсемпе 2:1 шутпа ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа вӑл хӑйӗн карьеринче виҫҫӗмӗш хут Открыти Кубокӗн хуҫи пулса тӑнӑ[25]. Авӑнӑн 7-мӗшӗнче тренер Туношна ялӗнчи мемориалта пулнӑ. Ку палӑка 2011 ҫулта вилнӗ Ярославльти «Локомотив» командине халалланӑ[26].
Тренер статистики
Клубсенче
| Лига | Команда | Ҫул | Пӗр тӑтӑш сезон | Плей-офф | |||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| В | Ҫ | ВЯ | НҪ | OT | О | Дивизионри вырӑн | В | Ҫ | ВЯ | Результат | |||
| QMJHL | Лаваль Титан | 1991/92 | 70 | 38 | 27 | 5 | — | 81 | дивизионра 3-мӗш | 10 | 4 | 6 | Дивизион финалӗнче выляса янӑ |
| 1992/93 | 70 | 43 | 25 | 2 | — | 88 | Дивизионра 1-мӗш | 13 | 12 | 1 | Президент кубокне выляса илнӗ | ||
| АХЛ | Корнвелл Ацес | 1994/95 | 80 | 38 | 33 | 9 | — | 85 | 2-мӗш (Кӑнтӑр) | 14 | 8 | 6 | 3-мӗш раундра выляса янӑ |
| 1995/96 | 80 | 34 | 34 | 7 | 5 | 80 | Тӗп дивизионра 4-мӗш | 8 | 3 | 5 | 2-мӗш раундра выляса янӑ | ||
| Херши Беарс[27] | 1996/97 | 80 | 43 | 22 | 10 | 5 | 101 | 2-мӗш (Атлантика) | 23 | 15 | 8 | Колдер кубокне выляса илнӗ | |
| 1997/98 | 80 | 36 | 31 | 7 | 6 | 85 | 2-мӗш (Атлантика) | 7 | 3 | 4 | 2-мӗш раундра выляса янӑ | ||
| НХЛ[28] | Колорадо Эвеланш | 1998/99 | 82 | 44 | 28 | 10 | 0 | 98 | 1-мӗш (Ҫурҫӗр-анӑҫ) | 19 | 11 | 8 | Конференци финалӗнче выляса янӑ |
| 1999/00 | 82 | 42 | 28 | 11 | 1 | 96 | 1-мӗш (Ҫурҫӗр-анӑҫ) | 17 | 11 | 6 | Конференци финалӗнче выляса янӑ | ||
| 2000/01 | 82 | 52 | 16 | 10 | 4 | 118 | 1-мӗш (Ҫурҫӗр-анӑҫ) | 23 | 16 | 7 | Стэнли кубокне выляса илнӗ | ||
| 2001/02 | 82 | 45 | 28 | 8 | 1 | 99 | 1-мӗш (Ҫурҫӗр-анӑҫ) | 21 | 11 | 10 | Конференци финалӗнче выляса янӑ | ||
| 2002/03 | 31 | 10 | 8 | 9 | 4 | 33 | Ӗҫрен хӑтарнӑ | — | |||||
| Атланта Трэшерз | 2002/03 | 39 | 19 | 14 | 5 | 1 | 44 | 3-мӗш (Кӑнтӑр-тухӑҫ) | Плей-оффа лекеймен | ||||
| 2003/04 | 82 | 33 | 37 | 8 | 4 | 78 | 2-мӗш (Кӑнтӑр-тухӑҫ) | Плей-оффа лекеймен | |||||
| 2005/06 | 82 | 41 | 33 | — | 8 | 90 | 3-мӗш (Кӑнтӑр-тухӑҫ) | Плей-оффа лекеймен | |||||
| 2006/07 | 82 | 43 | 28 | — | 11 | 97 | 1-мӗш (Кӑнтӑр-тухӑҫ) | 4 | 0 | 4 | Поражение в первом раунде | ||
| 2007/08 | 6 | 0 | 6 | — | 0 | 0 | Ӗҫрен хӑтарнӑ | — | |||||
| НЛА | Цюрих Лайонс | 2011/12 | 50 | 23 | 19 | — | 8 | 77 | Лигӑра 7-мӗш | 16 | 12 | 4 | Швейцари чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ |
| НХЛ | Калгари Флэймз[29] | 2012/13 | 48 | 19 | 25 | — | 4 | 42 | 4-мӗш (Ҫурҫӗр-тухӑҫ) | Плей-оффа лекеймен | |||
| 2013/14 | 82 | 35 | 40 | — | 7 | 77 | 6-мӗш (Лӑпкӑ океан) | Плей-оффа лекеймен | |||||
| 2014/15 | 82 | 45 | 30 | — | 7 | 97 | 3-мӗш (Лӑпкӑ океан) | 11 | 5 | 6 | 2-мӗш раундра выляса янӑ | ||
| 2015/16 | 82 | 35 | 40 | — | 7 | 77 | 5-мӗш (Лӑпкӑ океан) | Плей-оффа лекеймен | |||||
| КХЛ | Авангард[29] | 2018/19 | 62 | 39 | 23 | — | — | 83 | Тухӑҫ конференцийӗнче 4-мӗш | 19 | 12 | 7 | Гагарин кубокӗн финалӗнче выляса янӑ |
| 2019/20 | 62 | 37 | 25 | — | — | 83 | Тухӑҫ конференцийӗнче 3-мӗш | 6 | 2 | 4 | Пӗрремӗш раундра выляса янӑ | ||
| 2020/21 | 60 | 36 | 24 | — | — | 84 | Тухӑҫ конференцийӗнче 2-мӗш | 24 | 16 | 8 | Гагарин кубокне выляса илнӗ | ||
| КХЛ | Локомотив | 2025/26 | 4 | 1 | 3 | - | - | 5 | |||||
| Пурӗ | 1 066 | 536 | 410 | 61 | 59 | 1035 | Дивизионра 6 ҫӗнтерӳ | 127 | 72 | 53 | 1 Стэнли кубокӗ, 1 Гагарин кубокӗ | ||
Пӗрлештернӗ командӑра
| Ҫӗршыв[29] | Турнир | Ушкӑн этапӗ | Плей-офф | |||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| В | Ҫ | ОТҪ | ВЯ | ОТВЯ | Очко | Вырӑн | В | Ҫ | ВЯ | Результат | ||
| ТЧ-2017 | 7 | 3 | 0 | 3 | 1 | 10 | 5-е | Плей-оффа лекеймен | ||||
| ТЧ-2018 | 7 | 3 | 1 | 1 | 2 | 13 | 4-е | 1 | 0 | 1 | 1/4 финалта выляса янӑ | |
| ТЧ-2019 | 7 | 3 | 0 | 4 | 0 | 9 | 5-е | Плей-оффа лекеймен | ||||
| ТЧ-2021 | 7 | 2 | 0 | 2 | 3 | 9 | 6-е | Плей-оффа лекеймен | ||||
Тренер ҫитӗнӗвӗсем
Ӑнлантарусем
- ^ Консультант Академии Боб Хартли — Биография. Хоккейный клуб «Авангард». Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Мартюшева Н. Боб Хартли: тренер, который умеет побеждать (2018-05-28). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Нуждёнов К. Боб Хартли: хоккейный отец Ильи Ковальчука. КХЛ (19 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Власов Р. «Колорадо» брал Кубок Стэнли 21 год назад: тренировал Боб Хартли, в составе жгли Руа, Сакик и Форсберг (2022-06-19). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Боб Хартли — новый главный тренер омского «Авангарда». Чемпионат.com (27 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Хартли — второй тренер, выигравший Кубок Гагарина и Кубок Стэнли. Первый — Кинэн (2021-04-28). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Боб Хартли вернулся в Омск. Канадский специалист в Академии «Авангарда». Хоккейный клуб «Авангард» (12 авӑнӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Чемпион КХЛ назвал нового главного тренера (05.07.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Алексей Житник: «У Хартли в НХЛ репутация тренера первого сезона». Russia-hockey.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Avalanche coach brings Stanley Cup to Ont. (англ.). CTV (1 ҫурлан 2001). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Он вкалывал на стекольной фабрике, а потом выиграл Кубок Стэнли. Голливудская история Боба Хартли (2018-10-02). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Новый чемпион. «Авангард» впервые в истории стал обладателем Кубка Гагарина, победив ЦСКА (2021-04-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Емельянов С. Кубок для легенды! Последний триумф «Колорадо» — потрясающая сказка НХЛ (2022-06-08). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Лучшая команда НХЛ этого сезона 21 год не выигрывала кубок. В последний раз её привёл к успеху Хартли (2022-04-22). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Боб Хартли. RusTeam. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Bob Hartley. Head Coach of the Atlanta Thrashers (англ.). NHL. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2006 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
- ^ McKenzie B. Thrashers fire head coach Hartley (англ.). TSN (17 юпан 2007). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
- ^ Последнее «золото» Турина досталось хоккейной команде Швеции. Sport.ru (26 нарӑсӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Боб Хартли стал новым главным тренером клуба НХЛ «Калгари» (2012-05-31). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ НХЛ. Хартли уволен с поста главного тренера «Калгари» (2016-05-03). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Власов Р. Мощная сенсация в первый же день ЧМ-2021: Латвия не просто обыграла Канаду, а засушила её (2021-05-21). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Климовицкий П. Суперсенсация на чемпионате мира! Латвия сотворила подвиг и впервые в истории победила Канаду (2021-05-21). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Шитик И. Витолиньш сменил Хартли на посту главного тренера сборной Латвии (2021-07-26). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Бывший тренер "Авангарда" Хартли возглавил ярославский "Локомотив" (2025-07-05). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Настя Винник. Боб Хартли стал обладателем Кубка Открытия в третий раз. championat.com. Чемпионат (5 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Антон Панченко. Боб Хартли навестил мемориал, посвящённый погибшей в 2011 году команде «Локомотив». championat.com. Чемпионат (7 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Хартли Боб. R-Hockey. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Bob Hartley (англ.). Hockey-Reference.com. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Боб Хартли, тренер (Канада). Спорт-Экспресс. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ NHL Awards 2015. Итоги в цифрах (2015-06-25). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Like Father, Like Son: Bob and Steve Hartley (англ.). Hockey Canada (24 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Bob Hartley (англ.). Memim.com. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.