Богушевская Ирина Александровна
Богуше́вская Ири́на Алекса́ндровна (ҫур. 1965 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин тата Раҫҫейӗн юрӑҫи, сӑвӑҫи, композиторӗ. Вӑл музыкӑна театрласа лартнӑ джаз е кабаре-рок стилӗпе ҫырать. Унӑн Алексей Кортневпа пӗрле ҫырнӑ альбомӗсем питӗ паллӑ пулса тӑнӑ. Вӗсен шутне «Книга песен» тата «Лёгкие люди» кӗреҫҫӗ. Вӑл Александр Ф. Склярпа пӗрле Александр Вертинскийӗн сӑввисемпе юрӑсем ҫырнӑ[1].
Пурнӑҫӗ
- 1988 — Артём ывăлĕ çуралнă. Ашшĕ — А. Кортнев.
- 1990 — МПУ студенчĕсен театрĕн «Синие ночи ЧК» мюзиклĕпе Эдинбургри «Fringe Festival» театрсен фестивальне хутшăннă.
- 1992 — МПУ Философи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Студентсене философине вĕрентнĕ.
- МПУ студенчĕсен театрĕн спектаклĕсенче вылянă.
- Иващенкăпа Васильевăн музыка студийӗнче вĕреннĕ.
- 1993 — артистсен Андрей Миронов ячĕллĕ юрă конкурсĕнче Гран-При илнӗ («Несчастный случай» ушкӑнпа пӗрле). Тепĕр иккĕ çултан автокатастрофăна лекнĕ те икĕ çуллăха хăйĕн юратнă ĕçĕнчен вăхăтлăха уйрăлнă.
- Ира Тверская ди-джей пулса «Радио 101»-ра ĕçленĕ.
- 1995 — МПУ студенчĕсен театрĕнче бенефис-спектакль «Зал ожиданий» катартнă.
- 1997 — «Лёгкие люди» ушкăна йĕркелет, Мускав клубĕсенче юрлать.
- 1998 — «Что? Где? Когда?» кăларăмра юрăсене юрлать.
- 1999, 2001 тата 2005 — Дмитрий Дибровăн «Антропология» кăларăмне хутшăннă.
- 2000 — «Легкие люди» альбома тата «Богушевич бэнд» çĕнĕ ушкăна кăтартнă.
- 2002 — Леонид Голованов журналистпа пӗрле пурӑннӑ чухне Даниил ывӑл ҫуралнӑ.
- 2004 ҫул — Алексей Иващенкопа пӗрле «Утро карнавала» концерт программине кӑтартнӑ. Ку программӑра Антониу Карлос Жобин тата Луис Бонфа юррисене вырӑсла юрланӑ. Юрӑсене босанова стилӗпе шӑрантарнӑ[2].
- 2005 ҫул — Патшалӑх Кремль керменӗнче концерт панӑ. Концерт Ф. Арановский ертсе пыракан оркестрпа пӗрле иртнӗ.
- 2011 ҫул — «Детская площадка № 1» проектра («юрлакан продюсер» пек) хутшӑннӑ. Ҫак проектра диск кӑларнӑ тата концерт программи кӑтартнӑ. Программӑн тӗп пайне Андрей Усачёвӑн сӑввисемпе Александр Пинегин ҫырнӑ юрӑсем йышӑннӑ[3].
- 2013 ҫул — «Вновь ночи без сна: стихи о любви» сӑвӑ кӗнеки кӑларнӑ[4].
- 2015 ҫул — «Куклы» альбом кӑларнӑ.
- 2021 ҫул — Андрей Усачёвпа пӗрле ачасем валли аудиокӗнекесем тата проектсем ҫырас ӗҫре хутшӑннӑ («Путешествие в Мышляндию», «Умная собачка Соня» тата ыттисем те).
Дискографи
- Книга песен (1998)
- Легкие люди (2000)
- Бразильский крейсер (2000, концерт (Александр Склярпа пĕрле)
- Шоу для тебя одной (2003), концерт.
- Нежные вещи (2005)
- Шёлк (2010, юпа, 16)
- Детская Площадка № 1 (2011, Андрей Усачёвпа тата Александр Пинегинпа)
- Детская площадка № 2 (2014, Андрей Усачёвпа тата Александр Пинегинпа)
Вуламалли
- Алексеев А. . — М.: АСТ: Астрель. — 4000 экз. — ISBN 978-5-17-048654-0 (АСТ). — ISBN 978-5-271-24160-4 (Астрель). — ISBN 978-985-16-7343-4 (Харвест).
Ӑнлантарусем
- ^ "Правда 24": Александр Скляр о Вертинском и русском роке – Москва 24, 24.10.2012 (выр.). www.m24.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Ирина Богушевская и классика босса-новы. Российская газета. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Гуру Кен. Резенция на альбом «Ирина Богушевская + А. Усачев, А. Пинегин — Детская площадка № 1». Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
- ^ У Ирины Богушевской выйдет книга стихов. «Радио Шансон» (23 ҫӑвӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
Каçăсем
- И. Богушевская сайчĕ
- Несчастный случай (музыка ушкăнĕ)
- Алексей Кортнев
- Богушевская хăйĕн çинчен 2006 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Официаллă мар сайт 2006 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче архивланӑ. (аудио, видео, фото)
- Е. Погребижская «Исповедь четырёх» кĕнекин сыпăкĕ.