Борисов Борис Самойлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Борис Борисов
Boris Samoylovych Borisov.jpg
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Борис Самойлович Борисов
Ҫуралнӑ 1872
Ҫуралнӑ вырӑнӗ
Вилнӗ 1939 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ(1939-11-11)
Вилнӗ вырӑнӗ
Гражданлӑх
Професси Раҫҫей актёрӗ
Карьери 1895 — хальхи вӑхӑт
Наградӑсем
РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ
IMDb ID 1021217
Кинопоиск 372673

Борис Самойлович Борисов (чӑн хушамачӗ Гурович; 1872, Запорожье[d], Екатеринослав кĕперни1939 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ, Мускав ) — совет саманин вырӑс эстрада тата театр актёрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл юрӑҫ тата композитор пек паллӑ. Республикӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1927).

Пурнӑҫӗ

Борис Самойлович Борисов 1872 ҫулта Екатеринослав кӗпӗрнинчи Александровск хулинче (хальхи Запорожье(выр.)чăв.) ҫуралнӑ[1]. Вӑл 16 ҫултанпа тӗп хуласенче тата провинцире ӗҫленӗ. Пӗлӳ илнипе юрист. Анчах та юрист карьерине пӑрахса артист пулса тӑнӑ.

Сцена ҫинчи ӗҫне М. Л. Кропивницкийӑн труппинче пуҫланӑ (1895—1897 ҫулсенче). Ун хыҫҫӑн Харьков (1897—1899) тата Киев (1899—1903) театрӗсенче вылянӑ. Мускаври Корш театрӗн (1903—1913), Ирӗклӗ театрӑн (1913 ҫултанпа), унтан Мускав драма театрӗн актёрӗ пулнӑ. Паллӑ куплетист Станислав Сарматов ҫирӗппӗн сӗннипе хӑйӗн амплуане кӑшт улӑштарнӑ. Драма театрӗ вырӑнне вӑл шантансенче тата водевиль сценӗ ҫинче хӑй тӗллӗн номерсемпе тухса вылянӑ.[2]:86

1908 ҫултанпа «Летучая мышь» театр-кабарере вылянӑ. Унта вӑл чи паллӑ актёрсенчен пӗри пулнӑ.

1921 ҫулта Мускаври «Коробочка» театр-кабарене ертсе пынӑ. Унти нумай миниатюрӑна «Летучая мышь» театр репертуарӗнчен илнӗ пулнӑ.[3]

1923—1924 ҫулсенче Нью-Йоркра гастрольте пулнӑ. Таврӑнсан Корш театрӗнче вылянӑ тата эстрадӑра юрланӑ. Театрта вӑл ытларах камит актёрӗ пулнӑ.

Театрсӑр пуҫне вӑл паллӑ эстрада актёрӗ тата юрӑҫ пулнӑ. Беранже юррисене юрланӑ, куплетист тата калавҫӑ пулнӑ. Вӑл сӑвӑ-калав вулакан пулнӑ (А. П. Чехов миниатюрисене, Демьян Бедный юптарӑвӗсене, Иосиф Уткин поэмисене вуланӑ). Вӑл хӑй романссем ҫырнӑ тата вӗсене юрланӑ. Вӗсенчен чи палли — «Звёзды на небе» романс (Елизавета Дитерихс сӑввипе ҫырнӑ Снился мне сад в подвенечном уборе). Ҫавӑн пекех музыкӑпа вокал пародийӗсем, эстрада импровизацийӗсем тата экспромтсем хатӗрленӗ. Борис Борисовӑн «Почему я безумно люблю» романсӗ Раиса Раисова оперетта примадонни юрланипе питӗ паллӑ пулса тӑнӑ. Ҫак грампластинка 1910-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче темиҫе тиражпа тухнӑ.[4]

Борис Гурович 1939 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Новодевичи масарӗнче (2-мӗш участок) Мария Павловна Борисова-Смоленская (1877—1953) арӑмӗпе пӗрле пытарнӑ.

Наградӑсемпе премисем

  • РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1927).

Театрти ĕçĕсем

  • «Бедность не порок» А. Островского — Любим Торцов
  • «Горе от ума» А. Грибоедова — Фамусов
  • «Дети Ванюшина» С. Найденова — Ванюшин
  • «Касатка» А. Толстого — Желтухин
  • «Ревизор» Гоголя — Городничий
  • «Укрощение строптивой» — Грумио
  • «Поташ и Перламутр» Монтегю и Гласа — Поташ
  • «Лев Гурыч Синичкин» Ленского — Синичкин
  • «Цыганский барон» Штрауса — Зупан
  • «Бог мести» Ш. Аша — Шепшович

Фильмографи

  1. 1911 — Севастополе хӳтĕлениэпизодлӑ
  2. 1914 — Блюститель нравственности — мӑнтӑр Борисов
  3. 1914 — Женщина захочет — и чёрта обморочит — Розенблат банкир
  4. 1914 — Ӳнер хайлавĕ — Кошельков тухтӑр
  5. 1915 — Депутат — депутат
  6. 1915 — Леон Дрей — Леон ашшӗ
  7. 1918 — Виç вăр-хурах — Орнано банкир
  8. 1919 — Хĕвел уявĕ

Ӑнлантарусем

  1. ^ bard.ru. Борисов Борис Самойлович
  2. ^ «Все звёзды». Эстрада России XX век, энциклопедия (под ред. проф. Е.Д.Уваровой). — М.: Олма-пресс, 2004 г., — тираж 5000
  3. ^ bigenc.ru
  4. ^ "«Почему я безумно люблю», русский романс Бориса Борисова (Гуровича) в исполнении Раисы Раисовой (акк. ф-но). — С.Пб.:Гномъ Концертъ Рекордъ: S-18044.

Каҫӑсем