Борисов Василий Александрович

Борисов Василий Александрович (1913 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ [акан 12-мӗшӗ] , Гора Пневиц[d], Нерльское сельское поселение[d]1993 ҫулхи акан 20-мӗшӗ, Лобня[d], Мускав облаҫӗ[1]) — совет саманин ҫар летчикӗ. Гварди подполковникӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1942). СССР тава тивӗҫлӗ пилочӗ.

Пурнӑҫӗ

Василий Борисов 1913 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче[2] Гора Пневиц ялӗнче (хальхи Тверь облаҫӗнчи Калязин районӗ) ҫуралнӑ.

1926 ҫултанпа Мускав облаҫӗнчи Богородск (хальхи Ногинск) хулинче пурӑннӑ. Вӑл «Стальстрой» управленийӗнче тата Ярославльти резина комбиначӗн стройкинче арматурщик пулса ӗҫленӗ.

1933 ҫулта Борисов Саратоври авиаци техникумне вӗренсе пӗтернӗ. 1935 ҫулта вара Гражданла сывлӑш флочӗн пилочӗсен Тамбоври авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ.

Авиаци шкулне пӗтерсен 1935 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа Гражданла сывлӑш флочӗн Инҫет Тухӑҫ управленийӗнче пилот пулса ӗҫленӗ. Унтан авиазвено, авиаотряд командирӗ пулнӑ. Владивосток ҫывӑхӗнчи «Вторая Речка» аэродромри вӗрентӳ отрядӗнче ӗҫленӗ. 1937 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна Петропавловск-Камчатский хулинче Камчатка авиаотрячӗн (ГСФ ИТУ 211-мӗш авиаотрячӗн) командирне лартнӑ. Камчаткӑра вӑл гидросамолётсемпе вӗҫнӗ, пӗтӗм Камчаткӑпа Чукоткӑна ҫаврӑнса тухнӑ. Инҫетри тухӑҫ тата ҫурҫӗр районсенче япаласем турттарас ӗҫсене пурнӑҫланӑ. БАМа проектламалли аэрофотосъёмка ӗҫне тунӑ. Ӑна Тинӗсҫум крайӗн райсовет депутатне суйланӑ[3].

1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна самолётсене фронта куҫармалли Аэрофлотӑн ятарлӑ ушкӑн эскадрильин командирне лартнӑ. Вӑл фронта яма ыйтса нумай хутчен рапорт ҫырнӑ. 1942 ҫулта ӑна Ӗҫ ҫыннисемпе Хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн авиаци пайӗсене куҫарнӑ. 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне Василий Борисов капитан СССР инҫет авиацийӗн 750-мӗш авиаполкӗн звенине ертсе пынӑ[4].

1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне Борисов ҫапӑҫма 80 хут вӗҫеве тухнӑ. Ку вӗҫевсенче вӑл тӑшман тылӗнчи пӗлтерӗшлӗ стратеги объекчӗсене бомбӑсемпе персе аркатнӑ[4]. Полкра вӑл чи пӗрремӗш 100 килограмлӑ вунӑ бомба тата 500 килограмлӑ виҫӗ бомба илме пуҫланӑ. Ҫакна пӗлсен аэродрома Сергей Владимирович Ильюшин авиаконструктор ятарласа килнӗ. Вӑл самолёта пӑхса тухнӑ тата ҫак ҫӗнӗлӗхпе килӗшнӗ. Ҫак ӗҫшӗн Борисова трофей мотоциклӗпе чысланӑ[5]. Хӗсметре пӗрле тӑракансем Борисова «тӳпе рыцарӗ» тата «Борис Патша» тенӗ[6].

1942 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн указӗпе ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Указпа килӗшӳллӗн хисеплӗ ята «Хӗрлӗ Ҫарӑн инҫет авиацийӗн пуҫлӑхри йыша Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне парасси ҫинчен» ятлӑ пулнӑ. Ята «нимӗҫ захватчикӗсемпе ҫапӑҫакан фронтра командовани панӑ ҫар ӗҫне тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» панӑ. Ӑна Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 769) чысланӑ[4][7].

1944 ҫулхи акан 5-мӗшӗнче «кӑнтӑрлахи 2 тата ҫӗрлехи 250 вӗҫӗвшӗн» Борисов гварди подполковникне иккӗмӗш хут «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль пама тӑратнӑ[8], анчах ӑна иккӗмӗш Ленин орденне кӑна панӑ.

Пӗтӗм вӑрҫӑ хушшинче Борисов 286 хут вӗҫӗвӗ тухнӑ (вӗсенчен 282-шне ҫӗрле тунӑ)[4]. Вӑл Ил-4, A-20G «Бостон» тата B-25 «Митчелл» бомбардировщиксенче вӗҫнӗ. Вӑл Берлин, Данциг, Кёнигсберг, Будапешт, Варшава, Хельсинки хулисене бомбӑсемпе аркатнӑ (пӗтӗмпе тӑшманӑн инҫетри тылне 20 хут ытла вӗҫнӗ).

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн

1946 ҫулта Борисов гварди подполковникӗ ҫар хисепӗнче саппаса тухнӑ. Чи малтан СССР ШӖМ системинче ӗҫленӗ.

1947—1952 ҫулсенче 501-мӗш стройка ҫумӗнчи ҫӑмӑл моторлӑ авиаци отрядне ертсе пынӑ. С-2, По-2, Си-47 транспорт, Ли-2, «Боинг», Бе-25, «Бостон» йышши самолётсемпе аэрофотосъёмка тунӑ, йӗлтӗрлӗ тата кимӗллӗ шассисемпе усӑ курса тӗрлӗ япаласемпе пассажирсене турттарнӑ.

1952—1955 ҫулсенче «Дальстройӑн» сывлӑш транспорчӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1955—1959 ҫулсенче — Магаданри авиаци предприятийӗн пуҫлӑхӗ, 1959—1961 ҫулсенче — тӗнче шайӗнчи «Шереметьево» аэропортӑн пуҫлӑхӗ. 1961 ҫултанпа Аэрофлотӑн Полярнӑй управленийӗнче ӗҫленӗ, Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр полюссенчи экспедицисене хутшӑннӑ. Мускав облаҫӗнчи Лобня хулинче пурӑннӑ.

1993 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче вилнӗ[4]. Лобняри Киово масарӗнче пытарнӑ.

Ҫемье

Вӑл православи тӗнне тытакан хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Александр Иванович Борисов (1917 е 1919 ҫулта тиф чирӗнчен вилнӗ), амӑшӗ — Александра Ивановна Борисова (1884—1968)[9][3]. Ҫемьере икӗ ача пулнӑ — Василий тата унӑн шӑллӗ Александр[9].

Арӑмӗ — Антонина Ивановна Борисова (1918—2006). Вӗсем 1937 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче Петропавловск-Камчатский хулинче паллашнӑ[9][3]. 1940 ҫулта Юрий ывӑл ҫуралнӑ[10].

Наградӑсем

undefined

Астӑвӑм

  • Унӑн ятне Лобня хулинчи 3-мӗш шкула панӑ[11].
  • Мускав облаҫӗнчи Лобня хулинчи пӗр урам В. А. Борисов ячӗпе хисепленет[12].
  • Воркута аэропорчӗн штабӗн ҫуртӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[12].
  • Воркутари Ҫӗнтерӳ лапамӗнче мемориал плити лартнӑ[12].
  • Калязинти Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Паттӑрсен аллейинче асӑну стели лартнӑ[12].
  • «Аэрофлот» компани тӑван ҫӗршывра туса кӑларнӑ тӑххӑрмӗш «Sukhoi Superjet 100» (борт номерӗ RA-89009) самолёта унӑн ятне халалласа «Василий Борисов» ят панӑ[13]. Каярахпа «LIGHT» спецификациллӗ самолётсене «FULL» спецификациллисемпе улӑштарнӑ чухне ҫак ята RA-89027 борт номерлӗ самолёта панӑ[14].
  • Паттӑра асӑнса Салехардри Ҫӗнтерӳ лапамӗнче асӑну плити лартнӑ[12].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Гор-Пневиц ялӗнчи Турамӑш Ҫуралнин чиркӗвӗн метрика кӗнеки тӑрӑх 1914 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче (акан 22-мӗшӗнче) ҫуралнӑ тесе ҫырнӑ. Анчах та амӑшӗ ывӑлне шкула иртерех ярас тесе ҫул хушса ҫырнӑ (шкулта ачасене тӳлевсӗр ҫитернӗ). Ҫавӑнпа 1921 ҫултанпа пӗтӗм официаллӑ хутсенче 1913 ҫулхи акан 12-мӗшӗ тесе палӑртнӑ. Ҫӑлкуҫ: Бессмертный полк — Борисов Василий Александрович. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  2. ^ Борисов Василий Александрович. Авиаторы Второй мировой. allaces.ru. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Герой Советского Союза Василий Борисов. Вечерний Магадан (24 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Борисов Василий Александрович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  5. ^ Научный полк: Один из самолетов Sukhoi Superjet назван в честь бывшего выпускника саратовского авиатехникума. СГТУ (5 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  6. ^ «Царь Борис» в небе Заполярья. Республика (4 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  7. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему составу авиации дальнего действия Красной Армии» от 31 декабря 1942 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1943. — 8 кӑрлачӑн (№ 1 (207)). — . 2021 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
  8. ^ Сайт Подвиг народа — Наградной лист на В. А. Борисова. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2, 3 Борисов Василий Александрович. Бессмертный полк. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  10. ^ От Берлина до Колымы: история легендарного лётчика Василия Борисова. Люди Колымы (3 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  11. ^ МБОУ СОШ № 3 им. Героя Советского Союза Борисова В.А. сайт школы. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
  12. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Ветеран Борисов Василий Александрович. Бессмертный полк России. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  13. ^ Аэрофлот ввёл в эксплуатацию девятый самолет SUKHOI SUPERJET 100. www.aeroflot.ru (2 ҫурлан 2012). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  14. ^ Аэрофлот полностью обновил парк самолетов SSJ-100 до комплектации «FULL». www.aeroflot.ru (2 утӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Киньдюшев И. И. К победным рассветам. — М.: Воениздат, 1978.
  • Голованов А. Е. Дальняя бомбардировочная. — М.: ООО «Дельта НБ», 2004.

Каҫӑсем

Категорисем