Борисов Пётр Павлович
| Борисов Пётр Павлович | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1901 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1940 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ (38 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | комбриг |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Борисов Пётр Павлович (1901 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ, Волынцы[d], Чулхула кĕперни — 1940 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ, Финлянди) — совет ҫар ҫынни. Раҫҫейри граждан вӑрҫине тата 1939–1940 ҫулсенчи Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑскер. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн). Комбриг.
Пурнӑҫӗ
Пётр Павлович Борисов 1901 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче (кивӗ стильпе — ҫурлан 25-мӗшӗнче) Раҫҫей империйӗнчи Кострома кӗпӗрнин Варнавино уесне кӗрекен Волынцы ялӗнче (халӗ Чулхула облаҫӗнчи Ветлуга районӗнчи посёлок) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс.
Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ.
1918 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Пётр Павлович хӑй ирӗкӗпе Ӗҫ ҫыннисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне кайнӑ. Вяткӑри 2-мӗш крепостла стрелоксен полкӗнче (каярахпа ӑна 459-мӗш стрелоксен полкӗ ят панӑ) ҫапӑҫнӑ, ку полк каярах Тухӑҫ фронтӗнчи 4-мӗш ҫарӑн 51-мӗш стрелоксен дивизи йышне кӗнӗ. Кӗҫӗн командирсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн отделени командирне лартнӑ. Тухӑҫ фрончӗ хирӗҫ тапӑннӑ вӑхӑтра Ӗпхӳ операцине, Колчак ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкас ӗҫе, Пермь, Омск тата Новониколаевск (халӗ Ҫӗнҫӗпӗр) хулисене шурӑ гвардейсенчен ирӗке кӑларас ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
1920 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Пётр Борисов хӑвӑрт сарӑлакан тифпа чирлесе ӳкнӗ те ӑна Чӗмпӗр хулинчи госпитале эвакуациленӗ. Сывалнӑ хыҫҫӑн ӑна Чӗмпӗрти ҫар пехота шкулне янӑ. Анчах 1921 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗр пӑлхавӗ пуҫланнӑ пирки Борисов курсанта 27-мӗш стрелоксен дивизине янӑ, унӑн йышӗнче вӑл Тӗмен кӗпӗрнинчи Ялуторовск уесӗнче, Енисей кӗпӗрнинчи Ачинск тата Канск уесӗсенче, Омск кӗпӗрнинчи Петропавловск уесӗнче Совет влаҫне каллех йӗркелес ӗҫе, Соловьёв бандине пӗтерес ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1922 ҫулта пӑлхава пусарнӑ хыҫҫӑн П. П. Борисов Чӗмпӗре таврӑннӑ, вӗренсе пӗтернӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна Чӗмпӗрти пехота шкулӗнчех службӑна хӑварнӑ. 1920 ҫултанпа РКП(б) пайташӗ, Пётр Павлович шкулӑн партбюровӗн пайташӗ пулнӑ, квартирмейстер тата курс командирӗ вырӑнӗсенче ӗҫленӗ.
1930 ҫулта Пётр Павловича «Выстрел» курсне вӗренме янӑ, ӑна вӗернсе пӗтерсен 1-мӗш Колхоз стрелокӗсен полкӗн йышне кӗртнӗ. Батальон командирӗн пулӑшуҫи, кайран батальон командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. 1936 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче П. П. Борисов М. В. Фрунзе ячӗллӗ Хӗрлӗ ҫарӑн Ҫар академине вӗренме кӗнӗ, ӑна 1939 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӗренсе пӗтернӗ. Вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн П. П. Борисов комбрига Ленинград ҫар округне янӑ, унта вӑл Нарва тӗлӗнчи Уйрӑм стрелоксен корпусӗн 11-мӗш стрелоксен дивизийӗпе командӑлама пуҫланӑ. Хӗллехи вӑрҫӑ пуҫланиччен дивизи Кингисепп хулинче тӑнӑ.
1939 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче Совет-финн вӑрҫи пуҫланнӑ. 1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче П. П. Борисов комбриг ертсе пыракан 11-мӗш стрелоксен дивизине Карели пымакне куҫарнӑ та вӑл Ладога кӳллинчен ҫурҫӗрелле ҫапӑҫакан 8-мӗш ҫар йышне (1940 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен — 15-мӗш ҫар йышне) кӗнӗ. 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Борисов дивизийӗ Лодейное Полерен тухнӑ, Совет Союзӗпе Финлянди чикки урлӑ каҫнӑ та Питкяранта хулине ҫитнӗ. 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче 11-мӗш стрелоксен дивизийӗн подразделенийӗсем 60-мӗш дивизипе пӗрле финн ҫарӗсем хулана ярса илес тӗллевпе тапӑннине сирсе янӑ. Ҫапах та финнсен Петясаари, Зуб, Максимансаари тата Лункудансаари утравсене ярса илме май килнӗ, ҫакӑ вара 8-мӗш ҫарӑн сулахай флангне хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ тата хупӑрласа илнӗ 168-мӗш дивизине тивӗҫтерекен тӗп ҫула — Ладога кӳлли пӑрӗ ҫийӗн пыракан ҫула — татнӑ. Ладога кӳлли пӑрӗ ҫийӗн ҫаврӑнса пырса, Борисов комбриг ертсе пыракан 11-мӗш дивизи Нурмисаари утравӗнчен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ финсен позицийӗсене хирӗҫ тапӑннӑ та Питкяранта-Койриноя ҫул ҫине тухнӑ. Анчах 1940 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче тӑшман хытӑ персе тӑнӑ пирки дивизи малалла каяйман. Лару-тӑрӑва тӗплӗнрех пӗлес тата тӑшманӑн вут-хӗм вырӑнӗсене тупас тесе Борисов комбриг хӑйнех ҫапӑҫса разведка тума йышӑннӑ. 1940 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи ирхине вӑл танкпа малти вырӑна тухнӑ, тӑшман персе тӑнӑ пулин те раципе тӑшманӑн тупписемпе пулемёчӗсен координачӗсене пӗлтернӗ. Рекогносцировка тунӑ вӑхӑтра комбригӑн танкӗ танка тивӗртмелли минӑпа сирпӗннӗ. Пӗтӗм экипаж вилнӗ.
П. П. Борисов комбригӑн вилли финнсен аллине лекнӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Пётр Павловича Хӗрлӗ ҫарӑн тата икӗ аслӑ ятлӑ ҫар ҫыннипе пӗрле (сӑмахран, 34-мӗш ҫӑмӑл танк бригадин командирӗпе С. Кондратьев комбригпа тата полк комиссарӗпе Гапанюкпа пӗрле пулма пултарать) 2000 ҫулта лартнӑ «Хуйхӑ хӗресӗ» палӑк ҫывӑхӗнчи «виҫӗ генералӑн вилтӑпри» тесе ят панӑ вырӑнта (финн. kolmen kenraalin hauta) пытарнӑ. Раҫҫей даннӑйӗсем тӑрӑх, П. П. Борисов комбрига Питкяранта хули чиккинче, Горький тата Пушкин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти 10-227 № ҫар вилтӑпринче пытарнӑ[1].
1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хушӑвӗпе «финн шурӑ гвардеецӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ фронтра командованин ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗн пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Борисов Пётр Павлович комбрига вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ята панӑ.
Ҫар хисепӗсем
- полковник (1935);
- комбриг (1939 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ).
Хисепӗсем
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн);
- Ленин орденӗ (1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн);
- «Ӗҫ ҫыннисемпе Хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗ 20 ҫулта» медаль (1938).
- Ятлӑ сехет (1938).
Астӑвӑм
- Чулхула облаҫӗнчи Ветлуга хулинче П. П. Борисов Совет Союзӗн Паттӑрӗн бюстне лартнӑ.
- Чулхула хулинчи пӗр урама П. П. Борисов Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.
- Питкярантӑра П. П. Борисова пытарнӑ вырӑнта палӑк лартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Братская могила советских воинов в Питкяранте. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Авӑнӑн 7-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1901 ҫулта ҫуралнисем
- Раҫҫей империйӗнче ҫуралнисем
- Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче вилнисем
- 1940 ҫулта вилнисем
- Финляндире вилнисем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- «РХХÇ XX çулта» медальпе чысланисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнисем
- «Выстрел» курсӗсенчен вӗренсе тухнисем
- КПСС пайташӗсем
- Чӗмпӗрти танк училищинчен вӗренсе тухнисем